Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртнӑ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмака шӑтӑкӗнче выртнӑ сӗркӗчлӗ коробкӑна илсе пуҫлать хӑйӗн шӑрпӑкӗсене чӑртлаттарма, вӗсене тивертме май пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Алӑка уҫса, Узин лавккана кӗчӗ те тӳрех укҫа выртнӑ ҫӗрелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӗсем Узинпа ҫӑлтӑрсем айӗнче ҫӳренӗ вӗт, улӑм капанӗ ҫумӗнче выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пӗтӗмпех эс каланӑ пек мар ҫав, Кирей, санпа тем пулнине эпӗ чунпа туйса илтӗм, эсӗ чӑнах та чирлесе выртнӑ ав, — вӑл аллипе Кирей кӑкӑрне ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ун пирки ан пӑшӑрхан, эс кунта чирлесе выртнӑ вӑхӑтра эпӗ ҫур гектар ҫӗре хам ятпа хутпах ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Аллине Элиме выртнӑ еннелле тӑсрӗ, анчах вырӑн пушӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Выртнӑ чухне Кирей хӑйӗн туса пӗтермен ҫурчӗ ҫинчен шутларӗ, ку йывӑр шухӑшсенчен пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, чунӗ йывӑрланчӗ, кӗсйи пушӑ пулнӑран, кӑмӑлӗ пӑсӑк пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫук, сав-ҫавах хваттер маншӑн пушӑ пулӗ сансӑр, — вӑл выртнӑ ҫӗртен вырӑн ҫине тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Арӑмӗпе киленсе выртнӑ чухне те сумӗнче Элиме пулнӑн, унӑн ӳтне ачашланӑн туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӑштах выртнӑ хыҫҫӑн Кирей кухньӑран томат сӗткенне илсе килсе ӗҫрӗ, ҫавах та ӑшне кантараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Диван ҫинчен ҫывӑрмалли пӳлӗмри кравать ҫине куҫса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑй вӑл вырӑн ҫинче ӗҫлӗ ҫын пек тӑсӑлса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вара халран кайса, вырӑнпах выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Турник ҫинче туртӑнас е выртнӑ ҫӗртен кӗлеткене алӑ вӑйӗпе нумай хутчен ҫӗклес енӗпе Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Карина Ильинана ҫитекен пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Командирсем маттур та пултаруллӑ // Петр ПОРЯДКОВ. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%ba%d0%b ... %bb%d3%91/

Снаряд осколокӗ лекнипе сылтӑм ури айӑпланнӑ, утайми пулса ҫулталӑк ытла госпитальте выртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Ир тӑрса ларать ҫеҫ Тамара — кӑмака ҫинче ҫӗрӗпе тутлӑ тӗлӗк курса выртнӑ ама кушак тӑрс сиксе анать те ун патне йӑпӑлтатса пырать, мӑрӑлтата-мӑрӑлтата: «Тамарр, Тамарр», тесе ун ури тавра сӗртӗнсе ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамарӑн, сӑмах шарлайми пулса кайнӑскерӗн, куҫӗ пӗр вӗҫӗмсӗр сарӑлса та сарӑлса пырать, ҫӑварӗ, ҫыран хӗррине тухса выртнӑ пулӑннӑ пек, кап карӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӗртре выртнӑ плащпа ытти ӑпӑр-тапӑра пуҫтарнӑ вӑхӑтра Маруҫӑн качака сухаллӑ хӑйматлӑх ашшӗ Левене ҫурӑмӗнчен лӑп-лӑп тутарса илме те ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эй, арҫын каманди, хырӑмӑрсене кавӑн пек ҫутатса выртнӑ вӑхӑтра эпир йӳҫкӑшкар яшки пӗҫертӗмӗр! — шӑплӑха татать хуняма карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, ахӑртнех, ҫӗрле эпир епле ҫывӑрнине куҫ хупмасӑр итлесе выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех