Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫтарса (тĕпĕ: вырнаҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вырӑна эпӗ пӗтӗм апат-ҫимӗҫе вырнаҫтарса хутӑм.

В эту кладовую я и уложил все запасы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Унӑн амӑшӗ, Ольга Ивановна, коллежски секретарӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ тата Кузьмичовӑн тӑван йӑмӑкӗ, вӗреннӗ ҫынсемпе ӑслӑ ҫынсен обществине юратаканскер, ҫӑм сутма каякан пиччӗшне йӑлӑна-йӑлӑнах Егорушкӑна хӑйпе пӗрле илсе гимназие вырнаҫтарса хӑварма ӳкӗте кӗртрӗ; халӗ ӗнтӗ ача акӑ, хӑй ӑҫта тата мӗн тума кайнине пач ӑнланмасӑр, ларкӑч ҫине Денискӑпа юнашар ларнӑ та, ӳксе юлас мар тесе, унӑн хулӗнчен тытса пырать, вӗреме кӗнӗ чейник хуппи пек сиккеле-сиккеле илет.

Его мамаша, Ольга Ивановна, вдова коллежского секретаря и родная сестра Кузьмичова, любившая образованных людей и благородное общество, умолила своего брата, ехавшего продавать шерсть, взять с собою Егорушку и отдать его в гимназию; и теперь мальчик, не понимая, куда и зачем он едет, сидел на облучке рядом с Дениской, держался за его локоть, чтоб не свалиться, и подпрыгивал, как чайник на конфорке.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Анӑҫ хӗвел ҫутипе вӑл сӑрт ҫине вырнаҫтарса лартнӑ хӗрлӗ ялава пит лайӑх курса тӑчӗ.

При свете заходящего солнца Огнянов ясно увидел красное знамя, прикрепленное к скале на вершине холма.

IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Учительницӑпа Стайкӑна хамӑр Вӑлко патӗнче, хуячӑкам патне эппин, вырнаҫтарса хӑвартӑм, хам каллех Стара-планинана таптартӑм.

Я отвел учительницу и Стайку к нашему Вылко, шурину моему, а сам опять подался на Стара-планину!

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ан пӑшӑрхан, эп ӑна шанчӑклӑ ҫӗре вырнаҫтарса хӑвартӑм, — лӑплантарасшӑн васкарӗ Боримечка.

— Не беспокойся, я ее передал в надежные руки, — поспешил успокоить его Боримечка.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнер ҫеҫ килсе вырнаҫтарса лартнӑ черешня тупписем те ҫакӑнтах иккен, вӗсене кашни окоп йӗрки тӗлне икшер-виҫшер ларта-ларта тухнӑ.

Нашли они и черешневые пушки, доставленные вчера на укрепления, — по две-три на каждое.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тупӑка архиерей амвонне хирӗҫри мрамор плита ҫине вырнаҫтарса лартрӗҫ, ун тавра ҫурта ҫутнӑ халӑх кӗпӗрленсе тӑрса тухрӗ.

Гроб поставили против архиерейского кресла на четырехугольную мраморную плиту с высеченным на ней двуглавым орлом, и он стал центром, вокруг которого толпился народ с зажженными восковыми свечами.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпир ӑна Ешӗл ҫырма патӗнчи сӑрта вырнаҫтарса лартӑпӑр, ҫавӑнтан пӗтӗм йӑлӑма персе тӑрӑпӑр.

— Мы поставим ее высоко над Зеленой балкой и оттуда будем обстреливать всю долину…

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Маша пӗрмаях унта пулнӑ: Лопухов ӑна чӗркесе, вырнаҫтарса хума темӗн чухлӗ япала панӑ, — ӑҫтан ӗлкертӗр-ха Маша унта.

И все время Маша была тут безотлучно: Лопухов давал ей столько вещей завертывать, складывать, перекладывать, что куда управиться Маше.

XXVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

И стрелокӑн йӗпписем пӗтрӗҫ, халь ӗнтӗ вӑл Фын Мин, тепӗр йӗппине хирлӳ ҫине вырнаҫтарса, хӑйне тӳрех карланкӑран тӗлленине уҫҫӑнах курать.

И у охотника не осталось ни одной, но он уже узнал в своем противнике Фэн Мэна: тот стоял, полный самодовольства, и последней стрелой метил ему прямо в горло.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Лаши чупма пултарнӑ таран чуптарса пырса, И уххине ярса тытрӗ те, йӗппине вырнаҫтарса, персе ячӗ.

Выхватив на ходу лук, он мгновенно заложил ответную стрелу, спустил тетиву.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Аманнӑ урине меллӗн вырнаҫтарса, ӑна тӗркенӗ сӑхман ҫине хурса, сылтӑм урине ҫатан урапа ҫинчен усӑнтарса, вӑл ӗнтӗ шӑлсӑр ҫӑварне карса йӑл кула-кула илет, ватлӑх тӗссӗрлетнӗ куҫне кӑмӑллӑн хӗскелет, унӑн кушӑрханӑ пӗчӗк хӗрлӗ сӑмси, тӑван ҫеҫен хирӗн тӑван шӑршине каҫса кайса ҫӑтнӑ май, пӗр вӗҫӗмсӗр куҫкаласа тӑрать.

Удобно устроив больную ногу, положив ее на свернутый зипун, а правую беспечно свесив с линейки, он уже широко улыбался беззубым ртом, довольно щурил обесцвеченные временем глазки, а крохотный, облупленный и красный носик его так и ходил ходуном, жадно ловя родные запахи родной степи.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑксене аран-аран вырнаҫтарса лартсан, Устин, тилхепене тытса, майӗпен, питӗ майӗпен: — Чее эсӗ, Давыдов, шуйттан пек чее! — тесе хучӗ.

Кое-как старух усадили, и Устин, разбирая вожжи, тихо, очень тихо сказал: — Хитер же ты, Давыдов, как бес!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах Хуа Да-ма утма ҫулӑн сылтӑм енчи ҫӗнӗ вилтӑпри патне пырса ҫитрӗ, пахча ҫимӗҫсем касса хунӑ тӑватӑ турилккепе рис чашкине вырнаҫтарса лартрӗ те хӑй макӑрма тытӑнчӗ.

Только рассвело, а старуха Хуа уже стояла над свежей могилой справа от тропинки, она успела принести жертву: четыре блюдечка с овощами и чашку с рисом, и всплакнуть.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Нумай утнипе хӗрсе кайнӑ ура тупанӗсем тӗлкӗшсех ҫунаҫҫӗ, чӗркуҫҫисем — йывӑррӑн сураҫҫӗ, урасене епле вырнаҫтарса хурсан та майлӑ мар, пӗрмаях апла та, капла та хурас килет…

Жарко горели натруженные ходьбой подошвы, в голенях — ноющая тяжесть; как ни положи ноги, все неудобно, все хочется переменить положение…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗчӗк ачасене урапа ҫине вырнаҫтарса лартрӗ те: — Чуптар! — терӗ мучие.

Усадив малышей на телегу приказал деду: — Трогай!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов чи лайӑх ӗҫлеме пултаракан колхозниксене полеводсен аллине уйӑрса пачӗ, ӗҫ вӑйӗсене кирлӗ пек вырнаҫтарса хатӗрлерӗ.

Давыдов выделил наиболее работоспособных колхозников в распоряжение полеводов, расставил силы.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн инициативӑна ҫыхасшӑн мар, канаш панӑ пек калать, анчах вӑл тӗрӗс вырнаҫтарса каланӑ сӑмахсене хирӗҫлеме хӑтланса пӑх-ха, — вӑл сана, ҫавӑн пекех майӗпен шӑвӑнтарса, хӑй майлӑ ҫавӑрса лартатех, факт!

Не хочет нашу инициативу вязать, будто бы советуется, а начни возражать против его правильной расстановки — он тебя так же плавно повернет на свой лад, факт!

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку таврара вӑл банкӑсем лартма, чугунсем ӳпӗнтерме, сикнӗ шӑмӑсене вырнаҫтарса лартма пӗлнипе, вӗрсе-сурса юн кӑларма та юн чарма пултарнипе тата чӑлха ҫыхмалли тимӗр йӗппе ача пӑрахтарма ӑста пулнипе питех те паллӑ карчӑк.

Старуха широко известная в округе тем, что умела ставить банки, накидывать чугуны, костоправить, отворять и заговаривать кровь и делать аборты железной вязальной спицей.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку таврара вӑл банкӑсем лартма, чугунсем ӳпӗнтерме, сикнӗ шӑмӑсене вырнаҫтарса лартма пӗлнипе, вӗрсе-сурса юн кӑларма та юн чарма пултарнипе тата чӑлха ҫыхмалли тимӗр йӗппе ача пӑрахтарма ӑста пулнипе питех те паллӑ карчӑк.

Старуха широко известная в округе тем, что умела ставить банки, накидывать чугуны, костоправить, отворять и заговаривать кровь и делать аборты железной вязальной спицей.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех