Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен вилмелли ҫеҫ юлнӑ.
XI. Вилме пӳрнисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ чӗрӗллех ҫӗр айне пытарнӑ ҫын пек пулса тӑтӑм, манӑн умра выҫӑпа шывсӑр антӑхса вилмелли хӑрушлӑх тухса тӑчӗ.Я был погребен заживо; мне грозила смерть от мук голода и жажды.
XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пурӑнса киленни хыҫҫӑн епле пулсан та вилмелли килсе тухать…
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Дикарьсем вилмелли ҫынсене ҫарамаслантарнӑ, вӗсен хырӑмӗсене ҫурса кӑларнӑ, хӑйсене татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтернӗ.Дикари обнажили почти что мертвых людей, разорвали их животы и разрубили их на куски.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Эсӗ мана вилмелли ҫын вырӑнне шутлатӑн эппин, ҫапла-и?
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Вилмелли сехете тинех кӗтсе илтӗм пулас», шухӑшларӗ вара Лозневой.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫул ҫинче мӗнрен те пулин хӑраса ӳкмелли пулсан, выртса вилмелли ҫеҫ юлать ман унпа.Случись в дороге какая паника — и мне с ней хоть ложись да помирай.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Мӗнле вилӗмпе вилмелли ҫинчен тул ҫутӑлсан та шухӑшлама ӗлкӗрӗп-ха, — терӗм хама хам, — кунта, ҫынсӑр вырӑнсенче, пурӑнма май пулас ҫук.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Никам та пӑхӑнтарайман сана, халӗ акӑ вилмелли вӑхӑту ҫитрӗ…Никто над тобой был не властен, и вот подошла пора помереть.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тахҫантанпах салтакра тӑнисем каласа панӑ тӑрӑх та, хам та асӑрханӑ ӗнтӗ — ҫитес сехетсенче вилмелли ҫыннӑн пит-куҫӗнче темӗнле вилӗм шӑпи вӗҫне ҫитни палӑрать, хӑнӑхнӑ куҫ ҫавна асӑрхасан йӑнӑшма та пултараймасть.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Панкрацран Петчека тата унтан каялла каймалли ҫул заключеннӑйсемшӗн Голгофа, вилмелли, асапланмалли вырӑн пулса тӑчӗ.Поездка из Панкраца во дворец Печека и обратно становится крестным путем для заключенных, Голгофой.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсем малаллах кайрӗҫ, анчах часах тепӗр коридоралла пӑрӑнчӗҫ, вара «Вилмелли сикӗм» лаптӑкӗ патне ҫитичченех утрӗҫ.Они шли все дальше, пока не дошли до второго коридора, а там и до провала.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Апла пулсан, унӑн амӑшӗ ӗмӗтленнине тумалли ҫеҫ юлать; Джо ӗнтӗ амӑшӗ телейлӗ пулӗ тесе шанса тӑрать, хӑйӗн мӗскӗн ачине нимӗн хӗрхенӳсӗр сивӗ тӗнчене, хӗн-хур курса пурӑнса вилмелли ҫӗре кӑларса янӑшӑн вӑл нихҫан та ӳкӗнмӗ, тесе шанса тӑрать.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
30. Вара тӗнче чӑн малтан мӗнле пулнӑ, ҫавӑн евӗрлӗ, авалхилле, ҫичӗ куна шӑпланӗ, вилмелли пӗтӗмпе вилӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Темиҫе ывӑҫ урпапа ҫӑкӑр татӑкӗшӗн Мана Хамӑн халӑхӑм умӗнче чысран кӑларатӑр, вилмелле мар чунсене вӗлеретӗр, вилмелли чунсене чӗрӗ хӑваратӑр, суя суйнине итлекен халӑха улталатӑр.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ӑҫта чи вирлӗ ҫапӑҫу пулать, Урияна ҫавӑнта тӑрат, хӑвӑр унран пӑрӑнӑр, вӑл вилмелли вырӑнта тӑтӑр, вилтӗр» тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. ҫак тӗнчере Иессей ывӑлӗ пурӑннӑ чухне эсӗ те, санӑн патшалӑху та тытӑнса тӑраяс ҫук; халех ун патне ҫын яр та ӑна ман патӑма илсе кил: вӑл — вилмелли ҫын, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫул ҫинче халӑх ӳпкелешме пуҫланӑ, 5. халӑх Турра хирӗҫ, Моисее хирӗҫ калаҫнӑ: мӗншӗн эсир пире Египетран илсе тухрӑр, [пирӗн] пушхирте вилмелли ҫеҫ юлчӗ, кунта ҫӑкӑр та, шыв та ҫук, ку юрӑхсӑр апат пире йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ, тенӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2