Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗпе (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗпе амӑшӗ юлашки укҫисене пухса адвокат тытнине те пӗлчӗ Вероника.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ашшӗпе амӑшӗнчен вӑрттӑн шоколадсем те илсе ҫитеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хӑй умӗнче ашшӗпе пӗрле ӗҫлекен Владик тӑнине курсан тин лӑпланчӗ Вероника.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӑл пӳрте кӗнӗ чухне ашшӗпе шӑллӗ сӗтел хушшинче калаҫса ларатчӗҫ, Лида кӗнӗ-кӗмен иккӗшӗ те шӑпланнӑран сӑмах хӑй ҫинчен пынине тӳрех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ашшӗпе аслӑ аппӑшӗ пулӑшнипе стенкӑпа диван илсе лартрӗ, декрет укҫи кавирпа палас илме те ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Лидӑна ашшӗпе амӑшӗ тахҫанах кӗтсе хӑшкӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Лидӑн унччен туса ӗлкӗрмелли нумай-ха: ашшӗпе амӑшӗ валли кӑшт-кашт кучченеҫ туянмалла, общежитире пӳлӗме тирпейлесе хӑвармалла тата ытти вак-тӗвек ӗҫсем.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ашшӗпе амӑшӗ пӗлмен вӑрттӑнлӑхсем те пур иккӗшӗн.

У двоих были тайны, о которых не знали даже родители.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ӑҫта кӑна ҫитмерӗҫ вӗсем ашшӗпе?

Куда только не дошли они с отцом?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Я тоже с вами, — халиччен ашшӗпе амӑшӗн калаҫӑвне шӑппӑн итлесе ларакан Лиза та вырӑн ҫинчен анчӗ.

— Я тоже с вами, — сошла с постели и Лиза, которая до сих пор тихо слушала разговор родителей.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Аня ашшӗпе хӗрӗн калаҫӑвне хутшӑнмарӗ.

Аня не вмешивалась в разговор отца и дочери.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ашшӗпе амӑшӗ иккӗшӗ те Маринӑна питӗ юрататчӗҫ.

Оба родителя очень любили Марину.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ашшӗпе амӑшне хӑй часах таврӑнмасси пирки кӑнтӑрлах систернӗччӗ вӑл.

Еще днем она намекалла родителям, что она задержится.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ашшӗпе амӑшӗ те типтерлӗ ҫынсемччӗ, — Рита амӑшӗ хӗр хутне кӗчӗ.

Отец с матерью тоже были аккуратные люди, — мать Риты вступилась за девушку.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӗсем кунта ашшӗпе пӗрле килнӗ, килсессӗнех Носович вӗсене штаба ӗҫе лартма та ӗлкӗрнӗ.

Они приехали с отцом и уже были зачислены Носовичем в штаб.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Йывӑр аллисене сӗтел ҫине хурса, Анисим Иванович Абдулка ашшӗпе — завод управляющийӗпе тавлашать.

Положив тяжелые руки на стол, Анисим Иванович спорил с Абдулкиным отцом — управляющим заводом.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Коля Ленин ялан ларакан тунката ҫине пырса вырнаҫрӗ те ыйхӑ пуснипе сӗнкме пуҫларӗ, анчах ашшӗпе амӑшӗ кирек хӑҫан та сыхӑ пулма хытарнине астуса, ҫывӑрас килнине ирттерсе яма тӑрӑшрӗ.

Коля уселся на пенек, где обычно сидел Ленин, и стал клевать носом, однако старался не спать, помня вечные предупреждения матери и отца: быть начеку.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Уяв тӗлне тирпейленӗ, ҫуса тасатнӑ кухньӑра Эмиль, унӑн ашшӗпе амӑшӗ, Ида йӑмӑкӗ, Альфредпа Лина тата Крюсе-Майя лараҫҫӗ.

Все они — и Эмиль, и мама, и папа, и сестрёнка Ида, и Альфред, и Лина, и Крёсе-Майя — сидели вместе в празднично убранной кухне.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль ашшӗпе амӑшне тухтӑр парса янӑ ҫырӑва тыттарчӗ.

Эмиль привёз маме и папе письмо от доктора.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль ашшӗпе амӑшӗ те Альфреда ҫӑлса хӑварасшӑн, паллах, анчах та вӗсем ҫакна мӗнле тумаллине пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа шӑпӑрт тӑраҫҫӗ.

Папа и мама Эмиля тоже очень хотели спасти Альфреда, но просто не знали, что можно сделать, они молчали.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех