Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗпе (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗпе уйӑрӑлнӑ пулсан та, ашшӗ юрринех юрлать, хӑямат!

Хоть и расстался с отцом, а поет его же песню, черт!

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Хӗре ҫакӑ хӑратмасть: вӑл ашшӗпе нимӗнле инкек те пулмасса пӗлсе тӑрать.

Ее не теребил страх; она знала, что ничего худого с ним не случится.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэйӑн ашшӗпе амӑшӗ пурнӑҫра — хӑйсем йышӑнакан вырӑнпа пуянлӑхӑн тата «эпир» теме пултаракан общество саккунӗсен мӑн кӑмӑллӑ чурисем.

Отец и мать Грэя были надменные невольники своего положения, богатства и законов того общества, по отношению к которому могли говорить «мы».

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ашшӗпе хӗрӗн калаҫӑвӗ ӑна хаваслантарса ячӗ, лайӑх табак шӑрши вара хӑйне те лекессе шантарчӗ.

Разговор отца с дочерью привел его в веселое настроение, а запах хорошего табаку настроил добычливо.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ашшӗпе аслашшӗ ӑна ҫӗнӗ ҫӗмренпе унӑн йӗпписене панӑ.

Отец и дед подарили ему новый лук и новые стрелы.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ывӑннӑ тата хырӑмӗ выҫнӑ Синопа вигвама чупса ҫитсе ашшӗпе юнашар ларнӑ.

Синопа, усталый и голодный, прибежал в вигвам и сел рядом с отцом.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ӑна эсир пултаруллӑ та хӑюллӑ тӑвӑр, унӑн чӗрине ашшӗпе амӑшне тата пӗтӗм халӑха юратмалли кӑмӑла вӗрсе кӗртӗр.

Сделайте его сильным и смелым, вдохните в его сердце любовь к отцу и матери и ко всему нашему народу.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Эпир ҫапах та вӗсен ашшӗпе амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Кайран, ашшӗпе амӑшӗ вилсен, Мишӑна пӗр вӑхӑт эрехпе иртӗхет тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ашшӗпе амӑшне те вӑлах пӗтерчӗ: чӑтаймарӗҫ вӗсем хӗрӗ кӑтартнӑ мӑшкӑла — вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Нимӗн те шеллеместчӗҫ ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Тинех вӑл ашшӗпе амӑшне, шӑллӗпе йӑмӑкне курӗ, йӗркеллӗ вырӑн ҫинче ҫывӑрса хӑй мӗн ҫиес тенине ҫийӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ашшӗпе амӑшӗ те ӗҫкӗпе иртӗхнӗрен час-часах вокзалсене вӑрлама ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Чылайччен ашшӗпе калаҫман ҫакӑн хыҫҫӑн Юра.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Петровсем вара кил-тӗрӗшӗнче эрех тытмаҫҫӗ, — ӑс парать хӗрӗ ашшӗпе амӑшне.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Атте, Юрӑн ашшӗпе амӑшӗ хулара ӳснӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӑл каҫ та ашшӗпе иккӗшӗ тӗпелте ӗҫсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӑл ун ашшӗпе амӑшӗ санпа паллашасшӑн терӗ, каҫхине иксӗмӗре хӑй патне пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Чылай ӳкӗтлеме тиврӗ ун Вероникӑн ашшӗпе амӑшне.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кӗҫ ашшӗпе амӑшӗ килсе ӑна киле илсе каяссӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех