Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнса (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Гиповитаминоз паллисене асӑнса тухсан лайӑхчӗ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ун айӗнчех ашшӗне Феофан Васильевич Васильева асӑнса хӑварнӑ йӗркесем: «1920 ҫулта Чаканарта ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗ: выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан, техник-осеменатор... 1973 ҫулта «Хисеп Палли» ордена тивӗҫнӗ. 1975 ҫулта вилнӗ».

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Каҫпа вӑрҫӑран таврӑнман салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче «Ҫурта ҫут» тӑвӑм иртнӗ, салют пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Эс каларӑн: «Ывӑлӑм, пепкеҫӗм, ҫуралнӑ ҫӗршыва сыхла. Пиччӳ халь вӑрҫӑра ҫӳрет. Инкӳ куҫҫуль тӑкать. Кӳршӗсем те ҫухалнӑ ывӑлне асӑнса йӗреҫҫӗ. Иккӗрен пӗр ывӑлсӑр юлма аннӳне-мӗн ҫӑмӑл пулӗ тетӗн-им?»

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Мана асӑнса ирӗн-каҫӑн куҫҫуль тӑкнине, ыйхуна ҫухатнине чунпа туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вырӑнти экскурсовод Римма Петрова каланӑ тӑрӑх, классика асӑнса ту ҫине лартнӑ палӑк Ӗпхӗве каякан ҫул ҫинчен курӑнса тӑрать.

Как рассказала местный экскурсовод Римма Петрова, установленный в честь классика памятник виден с дороги, которая идет в Уфу.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ана хӗрринче йӑх пуҫӗ турӑсене кӗл тунӑ, кашни ҫын вӗсене асӑнса апат панӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Тӑлӑхсене ҫемьесене вырнаҫтарассине лайӑх йӗркеленине те асӑнса хӑварас килет.

Хочется отдельно отметить хорошую организацию работы по размещению сирот в семьях.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Кӑҫал июнӗн иккӗмӗшӗнче ТР ШӖМӗн Культура Центрӗнче иртнӗ «Мини-мисс Татарстан» республика конкурсӗнче (асӑнса хӑварам, шучӗпе вӑл улттӑмӗш пулчӗ) Тутарстанӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 5-12 ҫулти 30 хӗр ача тупӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫавра сцена ҫинчен аслисем – ЧР таврапӗлӳҫӗсен хисеплӗ ертӳҫи Виталий Станъялпа Чӑваш халӑхӗн академипе наукисен ертӳҫи Евгений Ерагин (Ешентей Мӑчавар) авалхи йӑлапа ваттисене асӑнса сӑмах каларӗҫ, пил пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вӗсенчен чылайӑшӗ пирки номертен номере ҫырнӑ пулин те кӗскен тепӗр хутчен асӑнса хӑварни ытлашши пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Вӗсене асӑнса ЧНК пайташӗ Эдуард Бахмисов юпа лартса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Район утӑ хатӗрлессипе республикӑра 1-мӗш вырӑнта пынине асӑнса хӑварма та кӑмӑллӑ.

Приятно напомнить, что район по заготовке сена идет на первом месте по республике.

Уй-хирте // И.МИННЕТУЛЛИН. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Вилнисене асӑнса пӗр самантлӑха шӑп тӑнӑ.

Погибших почтили минутой молчания.

Хӑрушӑ пулнӑ вӑрҫӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Митинга хутшӑннисем вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑксен умне чечек кӑшӑлӗсем хунӑ.

Участники митинга возложили венки к памятникам поставленным в честь погибших на войне.

Хӑрушӑ пулнӑ вӑрҫӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Масар ҫинче кӗл тусан, вилнисене асӑнса киле каяҫҫӗ.

На кладбище молятся, поминают усопших и возвращаются домой.

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Асӑнса хӑварар, ку районта 51 ФАПра 70 медсестра тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Чӑваш халӑхӗшӗн нумай ӗҫ туса хӑварнӑ Геннадий Архипова асӑнса Етӗрне хулинчи вӑл пурӑннӑ ҫуртра ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Асӑну хӑми ҫакрӗҫ.

23-го июня в память Геннадия Архипова, сделавшему во имя чувашского народа много добрых дел, в городе Ядрин, на доме, в котором он жил, установили Памятную доску .

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Уява ертсе пыракансем Ярмулайӗнчи ватӑсене те асӑнса хӑварчӗҫ‚ тав сӑмахӗсем каларӗҫ.

Ведущие праздника вспомнили и старожилов деревни, говорили слова благодарности.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех