Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнса (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Геннадий Кошкин 2014 ҫулта Германи ҫӗрӗ ҫинче Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче хӗсметре тӑнӑ ҫар ҫыннисене асӑнса Чӑваш Республики пӗтӗм тӗнчере пуҫласа палӑк лартни пирки аса илтерчӗ.

Геннадий Кошкин напомнил о том, что Чувашская Республика на мировом уровне в первые установила памятник в 2014-ом году, в честь группы Советских войск на Германской земле в плену.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ӑна хӑнасене те ӗҫтереҫҫӗ, вилнӗ ҫынна асӑнса ятарлӑ савӑта ярса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Унта ҫак синкер кун ҫулсерен шкул ачисемпе студентсем пухӑнаҫҫӗ, вилнисене асӑнса чечексем хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Наумовичи ялӗнче 1942 ҫулхи хӗлле персе пӑрахнисене асӑнса палӑк лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавӑнпа кунта Ярмулай тата Слакпуҫ шкулӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Т.А.Алексеевапа М.М.Трофимована‚ Пелепейри чӑваш гимназийӗн вӗрентекенӗсене В.К.Алексеевапа П.Г.Кирилована‚ Кивӗ Сименкке шкулӗнчи педагогсене С.В.Игнатьевапа Е.Н.Григорьевана асӑнса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Докладчик ҫакна та асӑнса хӑварчӗ: иртнӗ ҫул республикӑра 30 ҫын путса вилнӗ, ҫав шутра — 6 ача.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Шурча вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умне ҫитсе вӗсем чечек хунӑ, чӑваш халӑхӗн паттӑрӗсене асӑннӑ.

Они возложили цветы к обелиску, поставленному в память сложивших голову в Акрамовской войне, почтили память героев чувашского народа.

Шурчара пуҫ хунисене асӑнса юман лартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12468.html

Асӑнса хӑвармалла, «Единая Россия» парти – кандидатсене суйлава сӗнмелли уҫӑ та демократиллӗ меслете – малтанхи сасӑлава – усӑ куракан пӗртен-пӗр парти.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Информаци ушкӑнӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ салтаксене асӑнса, хисеплесе лартнӑ ялти палӑксене те тимлӗхсӗр хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

10 «А» класс ертӳҫи пулнӑ май манӑн ҫак класри ачасем ҫинчен уйрӑммӑн пӗр-икӗ сӑмах асӑнса хӑварас килет.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Унсӑр пуҫне ҫакӑ эпӗ маларах асӑнса хӑварнӑ ҫивӗч ыйтӑва – ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвассине чакарассине – татса парас ӗҫре пулӑшать.

Кроме того, это поможет и в решении проблемы, о которой я говорил ранее, - подростковой преступности

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Халӗ вара вӑрҫӑран таврӑнсан ҫӗре кӗнӗ ентешсене асӑнса Вадимпа Елена Черновсем ветерансен хушамачӗсене ҫырнӑ стела туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ялта вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайманнисене асӑнса 1960 ҫулта палӑк лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Митингри чи савӑнӑҫлӑ самант - Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ ветерансене асӑнса ҫӗнӗ палӑк уҫни.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӑрҫӑра вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова тата Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пай начальникӗ Сергей Данилов подполковник тухса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑксен умӗнче шкул ачисем хисеплӗ хурала тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене асӑнса, вӑрҫӑран сывӑ таврӑннисене чысласа ирттерекен ҫак мероприятие Елчӗкри шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенсем ертсе пынипе, темиҫе ҫултанпа хавхаланса тата пысӑк хастарлӑхпа хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисене пурне те автор саламласа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса Аслӑ Улхашра 30 ҫул каялла хӑйӗн пӗрремӗш палӑкне вырнаҫтарнине каласа кӑтартнӑ.

Автор поздравил всех собравшихся на торжество и рассказал, как 30 лет тому назад установил свой первый памятник погибшим в ВОВ в селе Старые Алгаши.

В. Сатай поэт палӑкне уҫнӑ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12331.html

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Каша ялӗнче Владимир Сатай (Цирюльников) поэта асӑнса бюст уҫнӑ.

Вчера в 8 часов утра состоялось открытие памятного бюста поэту Владимиру Сатаю (Цирюльникову) в селе Кайсарово Цильнинского района Ульяновской области.

В. Сатай поэт палӑкне уҫнӑ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12331.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех