Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп.29. И также на рабов и на рабынь в те дни излию от Духа Моего.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вавилонра Иоаким ятлӑ ар пу рӑннӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрремӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара эпӗ аслӑ Тигр юханшывӗ хӗрринче пултӑм, 5. куҫӑма ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхрӑм та — курах кайрӑм: акӑ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ар тӑрать, пилӗкне Уфаз ылтӑнӗнчен тунӑ пиҫиххи ҫыхнӑ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ ҫапла каласа кӗлтунӑ чухне, хамӑн ҫылӑхӑмсене тата пӗтӗм халӑхӑмӑн, Израилӗн, ҫылӑхӗсене каласа парса чунтанах ӳкӗннӗ чухне, Ҫӳлхуҫа Туррӑма пӗтӗм чунтан Туррӑмӑн сӑваплӑ тӑвӗшӗн тархасланӑ чухне, 21. акӑ ҫаплах кӗлтунӑ чухне эпӗ унччен маларах курнӑ Гавриил ар хӑвӑрт вӗҫсе килсе мана пырса сӗртӗнчӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна курсассӑн, эпӗ, Даниил, унӑн пӗлтерӗшне ӑнкарма тӑрӑшрӑм — акӑ ман умӑма ар евӗрлӗскер тухса тӑчӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн патшалӑхунта пӗр ар пурӑнать, унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; патшара аҫу ларнӑ чухнех ҫав ҫынра ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата турӑсен ӑслӑлӑхӗ евӗрлӗ ӑслӑлӑх пуррине асӑрханӑ; вара хӑвӑн аҫу Навуходоносор патша ӑна пӗлӗмҫӗсен, асамҫӑсен, халдейсен ӑрӑмҫисен тата вӗрӳҫӗсен пуҫлӑхне лартнӑ — санӑн аҫу, патша хӑй, ҫапла тунӑ, 12. мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынра — Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунӑскерӗнче — хӑватлӑ сывлӑш пулнӑ, тӗлӗк пӗлтерӗшне ӑнлантармашкӑн, вӑрттӑнлӑх тупсӑмне уҫса памашкӑн, кӑткӑслӑха татса памашкӑн унра пӗлӳпе витӗркуран хастарлӑхӗ пулнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑ виҫӗ ар — Седрах, Мисах тата Авденаго, ҫыхса пӑрахнӑскерсем, — кӗрлесех ҫунакан кӑмакана кӗрсе ӳкнӗ.23. А сии три мужа, Седрах, Мисах и Авденаго, упали в раскаленную огнем печь связанные.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тухӑҫ еннелле кайнӑ чухне ҫав ар хӑйӗн аллине йӗтӗн кантра тытнӑччӗ, вӑл ҫавӑнпа пин чике виҫрӗ те мана шыв тӑрӑх илсе кайрӗ; шывӗ пакӑлчак таранччӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ар кайран мана ҫурҫӗр хапхи витӗр Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умне илсе пычӗ, куртӑм вара эпӗ: акӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ Турӑ Ҫуртне тулчӗ, эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав ар мана каялла, Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енне тухакан тулаш хапхи патне, илсе килчӗ, хапхи хупӑччӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ Турӑ Ҫурчӗ йӗри-тавра — хӳме, леш ар аллинче — виҫмелли шалча, кашни чикине чавсапа алӑ тупанӗ тӑршшӗ шутласан, ҫав шалча ултӑ чике тӑршшӗ; вӑл ҫак хуралтӑна виҫрӗ те, унӑн сарлакӑшӗ пӗр шалча, ҫӳллӗшӗ те пӗр шалча пулчӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ар мана каларӗ: этем ывӑлӗ! куҫупа пӑх, хӑлхупа итле, эпӗ сана мӗн кӑтартнине пурне те чӗрӳ патне ил, мӗншӗн тесен сана эпӗ ҫакна кӑтартнине курма илсе килтӗм те ӗнтӗ; мӗн курнине пурне те Израиль килне пӗлтер, терӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ пӗр ар, ялтӑртатакан пӑхӑр пек курӑнаканскер, аллине йӗтӗн кантрапа виҫмелли шалча тытнӑскер, хапха умӗнче тӑрать.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй ултавлӑ хӗрӗм, хӑҫанччен аташса ҫӳрӗн-ши эсӗ? Ҫӳлхуҫа халиччен ҫӗр ҫинче пулманнине пултарчӗ: арӑм каллех ар ҫумӗнче.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла тӑвакан ар, ҫакна ҫирӗп тытса тӑракан, шӑматкуна ирсӗрлӗхрен упракан, аллине усал ӗҫ тӑвасран тытса чаракан этем ывӑлӗ телейлӗ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Аса илӗр те ҫакна — хӑвӑр ар пулнине кӑтартӑр; Турӑран сивӗннӗскерсем, ҫакна чӗре ҫумне илӗр; 9. унчченхине, пуҫламӑшӗнчен пуҫласах, аса илӗр: Эпӗ — Турӑ, урӑх Турӑ ҫук, Ман евӗрли ҫук.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ун пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран, Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара этем мӗскӗнленӗ, ар йӑвашланӗ, мӑнаҫлисен ҫутӑ куҫӗ те тӗксӗмленӗ; 16. Саваоф Ҫӳлхуҫа вара сутра Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартӗ, Святой Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑхне тӳрӗлӗхре кӑтартӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗскӗнленчӗ этем, ар хӑйне кӗҫӗне хӑварчӗ — Эсӗ вӗсене каҫармастӑн.9. И преклонился человек, и унизился муж, - и Ты не простишь их.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӗрарӑм кирек мӗнле арҫынна та йышӑнать, анчах пӗр хӗрӗ тепӗр хӗртен лайӑхрах: 24. арӑм илемӗ ар пит-куҫне ҫутатать, упӑшкине ҫак илем пуринчен ытла сӑхлантарать; 25. арӑмӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫемҫе чӗлхеллӗ пулсассӑн, упӑшки — этем ывӑлӗсенчен чи телейли.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.