Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Хуҫӑлса ӳксех ан хурлан, хӑвна ху сӑлтавсӑрах ан асаплантар; 23. чӗре савӑнӑҫӗ — этем пурӑнӑҫӗ, ар хаваслӑхӗ — вӑрӑм ӗмӗр; 24. хӑвӑн чунна юрат, чӗрӳне йӑпат, хурлӑха аяккалла сир: 25. хурлӑх нумайӑшне вӗлернӗ, унран нимӗн усси те ҫук.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑслӑ-тӑнлӑ хӗр хӑй валли ар тупать, намӑссӑр хӗр ашшӗне хуйхӑ кӳрет.4. Разумная дочь приобретет себе мужа, а бесстыдная - печаль родившему.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пухура кӑмӑллӑ пулма тӑрӑш, хӑвӑнтан асли умӗнче пуҫна тай; 8. мӗскӗне хӑлхуна тайса итле, ӑна кӑмӑллӑн та йӑвашшӑн хуравла; 9. хурлӑх куракана хурлӑх кӑтартаканӗн аллинчен хӑтар, сут тунӑ чухне чӗрӳ халсӑр ан пултӑр; 10. тӑлӑх ачасемшӗн ашшӗ вырӑнне, вӗсен амӑшӗшӗн сыхлавҫӑ ар вырӑнне пул: 11. вара эсӗ Ҫӳлти Турӑшӑн ывӑл пек пулӑн, Вӑл сана тӑван аннӳрен те ытларах юратӗ.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вилӗм тӳрӗ ҫынсене те сӑнанӑ, вӗсем пушхирте ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пӗтнӗ пулсассӑн та, ку ҫилӗ вӑраха пыман: 21. ҫылӑхсӑр ар вӗсене хӳтӗлеме васканӑ, хӑй ӗҫӗн кӑралне илсе килнӗ: кӗлӗ туса, ҫырлахтармашкӑн тӗтӗркӗчпе тӗтӗрсе, вӑл ҫилле хирӗҫ тӑнӑ та инкеке чарса лартнӑ, ҫапла хӑй Санӑн тарҫу иккенне кӑтартса панӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ те аннем варӗнче ар вӑрлӑхӗнчен, ҫывӑрса киленнӗ хыҫҫӑн, тӗвӗленнӗ, юн кӗвелсессӗн вунӑ уйӑх хушши ӳтленнӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пысӑк ӗҫсем турӑм эпӗ: хам валли ҫуртсем туса лартрӑм, иҫӗм пахчисем чӗртрӗм, 5. йывӑҫ пахчисемпе катасем лартса тухрӑм, унта паха ҫимӗҫлӗ тӗрлӗрен йывӑҫ ӗрчетрӗм; 6. катари йывӑҫсене шӑварма кӳлӗсем тутартӑм; 7. арҫын тарҫӑсемпе хӗрарӑм тарҫӑсем туянтӑм, манӑн хамӑн килӗмре ҫуралнӑ тарҫӑсем те пурччӗ; манӑн шултӑра выльӑхпа вак выльӑхӗ те Иерусалимра хамран малтан пурӑннисенчен пуринчен те нумайрахчӗ; 8. патшасенчен, тӗрлӗ ҫӗршывран эпӗ ылтӑн-кӗмӗл, чаплӑ мул пуҫтартӑм; арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем пурччӗ манӑн, ар киленӗҫӗ — темӗн чухлӗ ҫум-арӑм — пурччӗ манӑн.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сион ҫинчен вара: «унта ҫав-ҫав ар ҫуралнӑ, ӑна Ҫӳлти Турӑ Хӑй тӗреклентернӗ» тейӗҫ.5. О Сионе же будут говорить: «такой-то и такой-то муж родился в нем, и Сам Всевышний укрепил его».
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн аллу сылтӑм аллу енче тӑракан ар ҫинче — Ху валли тӗреклентернӗ этем ывӑлӗ ҫинче — пултӑр, 19. эпир Санран уйӑрӑлса каймӑпӑр; чӗртсем пире, эпир Санӑн ятна асӑнсах тӑрӑпӑр.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Паттӑр чӗреллисем тупӑш пулчӗҫ, тарӑн ыйха путрӗҫ, пӗр ар аллинче те вӑй-хӑват пулмарӗ.6. Крепкие сердцем стали добычею, уснули сном своим, и не нашли все мужи силы рук своих.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Этем ывӑлӗсем — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ; ар ывӑлӗсем — ултав; вӗсене тараса ҫине хурсассӑн, вӗсем пурӗ пӗрле те ҫил варкӑшӗнчен ҫӑмӑлрах.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй ар ывӑлӗсем! манӑн ятӑма хӑҫанччен таптӑр-ши эсир? хӑҫанччен ӑҫтиҫука савӑр-ши, ултав шырӑр-ши?3. Сыны мужей! доколе слава моя будет в поругании? доколе будете любить суету и искать лжи?
Пс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ: 2. ар пулса пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ар пулса халех пилӗкне ҫых: Эпӗ санран ыйтӑп, эсӗ Мана ӑнлантарса пар: 4. Эпӗ ҫӗр никӗсне хывнӑ чухне эсӗ ӑҫтаччӗ?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав виҫӗ ар хирӗҫ тавӑрса калайманнине курсассӑн Елиуйӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.5. Когда же Елиуй увидел, что нет ответа в устах тех трех мужей, тогда воспылал гнев его.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ, 2. вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санӑн кунусем — этем кунӗсем-им е Санӑн ӗмӗрӳ — ар ӗмӗрӗ-им, 6. мӗншӗн Эсӗ манра айӑп шыратӑн, манра ҫылӑх тупма ӑнтӑлатӑн? 7. эпӗ йӗркесӗр ӗҫ туманнине, Сан аллунтан мана никам та хӑтарас ҫуккине Эсӗ Хӑвах пӗлетӗн.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Нумайӑшӗ ӑна качча илесшӗн пулнӑ, анчах та упӑшки, Манассия, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн унпа пӗр ар та хутӑшман.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Израиль ывӑлӗсем — кашнийӗ паттӑр ар — вӗсене хыҫалтан хӑваланӑ.Тогда сыны Израиля, каждый из них воинственный муж, погнались за ними.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тул ҫутӑлсан Олоферн пуҫне хӳме тӑррине ҫакнӑ; унтан кашни ар хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ та, вӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ту айнелле утнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кунта вӑл хӑй тӑхӑнса ҫӳрекен хуйхӑ тумне те, тӑлӑх арӑм тумне те хывса таса шывпа ҫӑвӑннӑ, хаклӑ мирӑпа сӗрӗннӗ, ҫӳҫне тураса пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, упӑшки, Манассия, чӗрӗ чухне тӑхӑнса ҫӳренӗ хаваслӑх тумне тӑхӑннӑ; 4. урине вӑл сантали тӑхӑннӑ, вӑчӑрасемпе, сулӑсемпе, ҫӗрӗсемпе, хӑлха алкипе тата пӗтӗм селӗм тумӗпе капӑрланса вӑл хӑйне курас ар куҫӗсене илӗртме ҫапла хитреленнӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.