Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарсан (тĕпĕ: антар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апла пулсан, с-сирӗн преподоби, мана унта антарсан, ӑна ӗмӗрлӗхех пӗтертӗмӗр, тесе шухӑшлатӑр-и эсир?

— Итак, ваше преподобие, вы думаете, что, когда меня опустят туда, вы навсегда разделаетесь со мной.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Ишсе ҫӳрекен утрав ҫинчен шӑтарма питӗ йывӑр пулать, ҫапах та, Мамедов инженер сӗннӗ пек шыв айӗнчи ҫурт тӑррине пусса тӑракан пысӑк балласт антарсан, шӑтарма пулать.

— Бурить навесу, с плавучего острова, очень трудно, но все-таки можно, сделав упором большой балласт на крыше подводного дома, как предложил инженер Мамедов.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ковшов ҫыран хӗрринче трубасене виҫшерӗн сыпса, вӗсене автомашинӑпа пӑр ҫине турттарса антарсан тин пӗр вӑрӑм тӑрӑх туса сыпма сӗнчӗ: Беридзе Алексей сӗннипе килӗшмерӗ.

Ковшов предлагал сваривать на берегу звенья из трех труб, перевозить эти звенья автомашиной на лед и там соединять их в длинные плети. Беридзе с предложением Алексея не согласился.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тата… ҫуркунне, кӗтӳ антарсан, выльӑхна хӑвах хапха уҫса кӗртеттӗн, манса та кайрӑнам?

Хочешь еще… весной, когда стадо выгнали, ты ворота растворил и встречал скотину, помнишь?

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

1870 ҫулта, III Наполеона сирпӗтсе антарсан, Виктор Гюго Парижа таврӑнать, ӑна унта халӑх хаваслӑн кӗтсе илет.

В 1870 году, после падения Наполеона III, Гюго возвращается во Францию, в Париж, где народ восторженно встречает его.

I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Унӑн тӑрӑшшӗ вунӑ фут, сарлакӑшӗ пилӗк фут, тӗреклӗ вӗренсемпе майласа ҫыхнӑ «суртанбрандур» пӗренисенчен пысӑках сулӑ пулса тӑчӗ; ҫав туса пӗтернӗ сулла шыва антарсан, вӑл «Лиденброк тинӗсӗ» хумӗсем тӑрӑх лӑпкӑн малалла шурӗ.

Длина его равнялась десяти футам, ширина — пяти; бревна «суртарбрандура», связанные крепкими веревками, образовали прочное сооружение, и, когда это импровизированное судно было спущено на воду, оно отлично держалось на волнах моря Лиденброка.

XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӗсем пур ҫинче марселӗн площадьне чылаях чакарас тесен, ҫӳлти рейӑна антарсан та ҫитет.

При наличии которых достаточно было приспустить верхнюю рею, чтобы площадь марселя значительно уменьшилась.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Юрӗ, кукамай, халех тухатӑп, манӑн пит ҫиес те килмест, юрне тасатса антарсан апатланӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Турӑ ан хуштӑр та ун пек пулма, пӗр те пӗр патшана хӑваласа антарсан, пире те кайран ярса илеҫҫех.

Коль, не дай бог, прогонят царя, то и до нас доберутся.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ мана ан пӳл, ан пӳл! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл Саввӑна, лешӗ ку вӑхӑтра пӗр сӑмах та чӗнмен-ха, вӑл Прохор калашле, Кубань шывӗпе пӗр ҫирӗм кубометр йывӑҫ антарсан аван пулмалла тесе шухӑшласа ларнӑ.

Ты не перебивай, не перебивай! — крикнул он, хотя Савва в это время молчал, размышляя над тем, как бы, в самом деле, сплавить по Кубани какой-нибудь десяток-два кубометров древесины.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп, ҫав йывӑҫа шывпа антарсан, тем туса лартма та ҫитӗччӗ.

Я так думаю, если б тот лес спустить по Кубани, то можно было бы хорошо обстроиться.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лифт ачасене каменоломня тӗпне антарсан, унта электричество ҫунатчӗ.

Когда клеть доставила мальчиков на глубину каменоломен, там еще горел электрический свет.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫав шлюпкӑна юсаса шыва антарсан, эпӗ ҫӑмаллӑнах Бразилие ҫитнӗ пулӑттӑм.

Если бы мне удалось починить и спустить на воду эту шлюпку, я мог бы без особых затруднений добраться до Бразилии.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Витрине аяла антарсан, хура сухаллӑ Кирюха хырӑмӗпе пус пури ҫине выртрӗ те, лӑсканчӑк пуҫне, хулпуҫҫийӗсене тата кӑкӑрне ҫурри таран тӗксӗм шӑтӑкалла чикрӗ, Егорушкӑна ӗнтӗ унӑн ҫӗре аран-аран перӗнсе тӑракан кӗске урисем ҫеҫ курӑнчӗҫ: пус тӗпӗнче аякра хӑй пуҫӗн мӗлкине асӑрхасан, Кирюха савӑнса кайрӗ те ухмахла хулӑн сасӑпа ахӑлтатма тытӑнчӗ, пус тӗпӗнчен ҫав сасӑсемех ӑна тепре ҫаврӑнса килсе хирӗҫ илтӗнчӗҫ; вӑл тӳрленсе тӑрсан, унӑн пичӗпе мӑйӗ хӑмач пек хӗрелсе ларни курӑнчӗ.

Опуская в колодезь свое ведро, чернобородый Кирюха лег животом на сруб и сунул в темную дыру свою мохнатую голову, плечи и часть груди, так что Егорушке были видны одни только его короткие ноги, едва касавшиеся земли; увидев далеко на дне колодца отражение своей головы, он обрадовался и залился глупым, басовым смехом, а колодезное эхо ответило ему тем же; когда он поднялся, его лицо и шея были красны, как кумач.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем питӗ вӑрӑм, хура, сӑрласа хунӑ евӗр пулнӑ, вӑл куҫ харшисене антарсан, шуралнӑ пит ҫӑмартисем ҫине хура мӗлке ӳкнӗ.

У нее были очень длинные, черные, будто подрисованные ресницы, и когда она опустила их, на побледневшие щеки пала густая тень.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнерен паян мӗнле пурӑнни, улӑхри утӑ, тапӑра антарсан мӗнле шыв ӗҫни ҫинчен ыйтрӗ.

Спросила у коровы о том, как ей сегодня гулялось, хороша ли была трава на пастбище, вкусна ли вода на водопое.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара халӗ, ҫак кун ҫитсен, икӗ нимӗҫе ҫапса антарсан, каллех истребительсен ҫемйин чӑн-чӑн членӗ пулса тӑрсан, вӑл, ыттисем пекех, штаб начальникӗ патне пырса тӑчӗ, хӑй миҫе самолёт ҫапса антарни ҫинчен пӗлтерчӗ, ӗҫсем мӗнле пулни ҫинчен каласа пачӗ, унтан хӑй ертсе пынӑ лётчике мухтаса илчӗ те, паян ҫапӑҫуран таврӑнманнисем ҫинчен шухӑшласа аяккалла, хурӑнсен хӳттине кайса ларчӗ.

И вот теперь, когда этот день настал, когда им сбито два немца и он снова равноправный член в семье истребителей, он так же, как все, подошел к начальнику штаба, назвал число своих жертв, уточнил обстоятельства и, похвалив ведомого, отошел в сторону под сень берез, думая о тех, кто сегодня не вернулся.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тупӑка шӑтӑка антарсан, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи малтан аллисемпе тӑпра илсе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Персе антарсан шывран илсе тухмашкӑн усӑ курма ҫеҫ ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех