Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑкӗсене (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Имени управляющийӗ, питӗ ырӑ ҫын, ҫуртӑн алӑкӗсене анлӑн уҫса ячӗ.

По ту сторону моста их встретил благообразный управляющий имением и широко распахнул перед ними двери этого скромного на вид домика.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тоня шкап алӑкӗсене уҫрӗ.

Тоня открыла дверцы шкафа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Алӑкӗсене питӗрсе кӗчӗ, ҫуттисене сӳнтерчӗ те ҫывӑрма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Анчах эсӗ пӑх-ха: алӑкӗсене ҫӑрасемпех питӗрсе илнӗ, крыльцасене юр шӑлса лартнӑ, ҫыннисем ӑҫта кайнӑ-ха вара?

Но ты посмотри: двери на замках, крыльцо в снегу, а куда же девались люди?

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Сарай алӑкӗсене ҫӑрапа питӗрнӗ, анчах Димкӑн хӑйӗн ҫулӗ пур — вӑл чӑх вити витӗр кӗчӗ.

Дверца была заперта на замок, но у Димки был свой ход — через курятник.

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ливрей тӑхӑннӑ лакей карета алӑкӗсене уҫать; унтан хура вуаль пӗркеннӗ, хура тум тӑхӑннӑ дама тухрӗ.

Ливрейный лакей отворял дверцы кареты; дама под черным вуалем, в черной мантилье, выходила из нее…

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Урамра иртсе ҫӳрекенсем иртнӗ каҫсенче те нумаях пулман, анчах хапхасене, ҫенӗк алӑкӗсене, чӳрече хупписене хупнӑ пӳртсенче пурнӑҫ пурри палӑрса тӑнӑ.

И в прежние ночи немного бывало на улице жизни, но она таилась тогда в домах за закрытыми ставнями, за накрепко запертыми воротами и сенными дверями.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кунта вӑл чӳречи хупписене хупнӑ, алӑкӗсене питӗрсе илсе арӑмӗпе ачине вӗлерес пекех хӗненӗ.

Здесь закрывал наглухо ставнями окна, запирал все двери и бил жену с сыном смертным боем.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Анчах темшӗн пӗринчен теприне кӗрсе тухмалли алӑкӗсене асӑрхаман эпӗ.

Но я почему-то не замечал дверей, которые ведут из одного мира в другой.

Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.

Киле!.. — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Григорий, ҫынсемпе чыхса тултарнӑ камерӑсен алӑкӗсене уҫа-уҫа пӑрахнӑ май аллинчи ҫӑраҫҫи ҫыххине силлесе.

По домам!.. — зычно кричал Григорий, распахивая двери густо набитых камер, потрясая связкой ключей.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татти-сыпписӗр перкелешӗве темиҫен харӑссӑн персе янӑ сасӑ хупласа хучӗ, пульӑсем вичкӗннӗн шӑхӑрса иртрӗҫ, сарайсен хӑмисене, хапха алӑкӗсене чвиклете-чвиклете шӑтарса кӗчӗҫ.

Возраставшую пачечную стрельбу задавил залп, завизжали пули, заклацали, вгрызаясь в обшивку сараев, в ворота.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуш-пушах ларать чӳречисемпе алӑкӗсене хӑма ҫапса хӑварнӑ пӳрчӗ — ҫурри ишӗлсе аннӑскер, ҫуллахи вӑхӑтра та темле хурлӑхлӑн та тӗксӗммӗн курӑнаканскер.

Пустовал его забитый дом, полуразрушенный и мрачный даже в летнюю пору.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алӑкӗсене уҫса пӑрахнӑ хӑлтӑр-халтӑр пӳрт-ҫуртсен ҫара стенисем пӗлӗтлӗ ҫанталӑкра тискеррӗн курӑнса лараҫҫӗ.

Раскрытые халупы пасмурно чернели нагими стенами.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Проводник сехетне, минутне те каласа парать, вара эсир, куҫ умӗнче тӑнӑ пекех, Курск вокзалне куратӑр, ҫынпа тулнӑ сарлака площаде, пыл хурчӗсем пыл пухнӑ вӑхӑтра уҫнӑ вӗлле умӗ пек, сарлакан уҫӑлнӑ метро алӑкӗсене куратӑр; вара сирӗн умма пӗтӗм Мускав тухса тӑрать, ҫавӑн пекех вӑл, эсир ӑна юлашки хут курнӑ чухнехи пекех…

Проводник называет час и минуты, и вы уже видите Курский вокзал, широкую площадь, видите раскрытые двери метро, похожие на леток — медоносную щель в пчелином улье в разгар большого взятка; потом перед вами встает и вся Москва, такой, какой вы видели ее в последнюю поездку…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ыйтнипе Григорий пӗчӗк вагонӑн сарлака алӑкӗсене яри уҫса ячӗ, вара ача-пӑчасен куҫӗсем каллех хӗмлӗн ялтӑртатма пуҫларӗҫ.

По ее просьбе Григорий открыл дверь в просторный вагон, и глаза детей снова заблистали.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хуньашшӗ горница алӑкӗсене яри уҫрӗ те, алӑк сули урлӑ каҫмасӑрах, сӑмах хушрӗ:

Свекор распахнул двери горницы и, не переступая порога, сказал:

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унтан пурне те ӗҫе ятӑмӑр: пӳрт алӑкӗсене, хапхасене, картасене те.

А потом все в ход пошло: и двери с домов, и ворота, и заборы.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мюхлюзовӑ вӑрӑм урамӗ тӑрӑх чупа-чупа, ҫула май вӑл темиҫе алӑка та тӗккелесе пӑхнӑ, алӑкӗсене пӗтӗмпех питӗрнӗ пулнӑ, вара вӑл каллех чупнӑ.

Мчась по длинной Мюхлюзовой улице, он по дороге толкнулся в несколько ворот, надеясь скрыться в чьем-нибудь дворе, но все ворота были заперты, и он продолжал бежать.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лавккасем пурте хупӑ, алӑкӗсене ҫӑрапа питӗрнӗ, чӳрече хупписене ҫапса лартнӑ.

Все лавчонки были закрыты, двери заперты на замок, ставни на окнах спущены.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пек ӳплесен алӑкӗсене хаяр хурал сыхласа тӑрать — вӗсенче сана е тӑшмана тыттарса яма пултараҫҫӗ, е хӑйсен те сехрисем хӑпнӑ, унта чарӑнмашкӑн та хӑрушӑ.

Двери многих хижин охраняли беспощаднейшие стражи — предательство или страх, этот цербер, чей лай всегда грозит опасностью.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех