Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑвашсене хӑратма хӑнӑхнӑ сассине тупса: — Эсир влаҫра тӑракан ҫын ҫине тапӑнтӑр. Куншӑн сире аслӑ патшан ҫирӗп саккунӗ тӑрӑх айӑплӗҫ, — терӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл мӗн те пулин ытлашши хӑтланчӗ пулсан, ӑна леш тӗнчере хӑрушӑ суд умӗнче айӑплӗҫ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тен, Шӗшлӗпе унӑн ушкӑнне айӑплӗҫ.
Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Аслӑ ӗмпӳ хушнине итлемесен сире пӑлхавӑр тӑваҫҫӗ тесе айӑплӗҫ терӗм.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Йӑнӑшсемшӗн сире айӑплӗҫ.Не исключено, что все шишки за ошибки и просчеты посыплются именно на вашу голову.
25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Йӑнӑшсемшӗн сире, ахӑртнех, айӑплӗҫ.Все шишки за ошибки и просчеты посыплются именно на вашу голову.
7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Халӗ каласа памасан, тен, кайран айӑплӗҫ: ма пӗлтермен, тейӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Петя, кам ӗненӗ сана? Условнӑй ҫинче вӗт-ха эс? Хӑвна айӑплӗҫ. Сан вара институт пӗтермелле. Эс вӑл хӗрачана палламастӑн та вӗт. Тата милицисем хӑйсем те вӗҫне-хӗрне тупӗҫ. Эс хӑв ҫинчен шухӑшла», — куҫҫулӗпех йӗнӗ Лена.
Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ун чухне ӑна пурте сивлӗҫ, отряд пӗтнӗшӗн ӑна айӑплӗҫ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунта вӗсене вӑрласа пӗтерӗҫ те пире айӑплӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Мана вӗсем тем тесе те айӑплӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мана тата начартарах пулӗ: сана тинӗс хӗррине мӗншӗн сӗтӗрсе кайнӑ тесе айӑплӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
— Вӑл мана (куратӑр-и), — ответленӗ кулса полицейски, — Килирен инҫе мар, булгар ялӗнче пурӑнакан арӑмӗпе ачин хутне кӗме ыйтрӗ, — вӑл хӑрать, вӗсене те уи пирки айӑплӗҫ тесе шутлать.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
— Тытсан, тен, айӑплӗҫ те.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне кура, сире каҫарчӗ, малашне, тен, вӑл сире Англие ӑсатӗ, унта вара сире закон тӑрӑх айӑплӗҫ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ыттисем пурте ӑна хӗрхенмесӗр айӑплӗҫ, пӗри ҫеҫ уншӑн хута кӗрекен пулма пултарӗччӗ, Ольга ӑна суйласа илнӗ пулӗччӗ… вӑл йӑлтах ӑнланӗччӗ, Ольгӑран та лайӑхрах ун айӑпне ӑнланӗччӗ, ӑна хӑтарӗччӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Атте ӑна: «Эпӗ сана ҫырса парсан нумайӑшӗ ӑнланмӗҫ, айӑплӗҫ», – тет.Отец ей говорит: "Если я тебе выпишу, большинство не поймет, начнут обвинять".
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
1. Эй тӑванӑмсем! пире, вӗрентекенсене, ытларах айӑплӗҫ, ҫакна пӗлсе пурсӑр та вӗрентекен пулма ан тӑрӑшӑр: 2. эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа сута тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсессӗн ӳкӗннӗ, кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Сут Кунӗнче Ниневи ҫыннисем тӑрӗҫ те ҫак ӑрӑва айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ; кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2