Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чикӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Чикӗ (тĕпĕ: чикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хам, Гельсингфорсран ҫуран каялла чакаканскер, Терриоки патӗнче перкелешсе илнӗ чух аманнӑскер, юлашки поездпа чикӗ урлӑ каҫса Совет республикине тухнӑскер, Совет ҫӗршывӗшӗн Царицын патӗнче, Курган патӗнче ҫапӑҫрӑм, Медвежье сӑрчӗ хыҫӗнче финсен 6-мӗш полкӗнче тӑтӑм тата курсантсен отрячӗпе пӗрле, пӑлханакан Кронштадтпа Финлянди хушшинчи ҫыхӑнӑва татрӑм.

Сам я, отступавший пешим порядком от Гельсингфорса, раненный в перестрелке под Териоками, вынесенный последним поездом через границу в Советскую республику, дрался за нее под Царицыном, под Курганом, в 6-м Финском полку стоял за Медвежьей горой и в курсантском отряде отрезал бунтовавший Кронштадт от Финляндии.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

— Лена сана каллех ӑҫта та пулин чикӗ, вырнаҫтарӗ.

— Лена тебя опять куда-нибудь сунет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Цепь йӑвӑ хунаса кайнӑ заказник хӗррипе чавнӑ чикӗ канавӗ тӑрӑх выртса тухнӑ та тӑшманӑн сӑрт хыҫне пытаннӑ пулемётчикӗсем ҫинелле перет.

Она залегла в межевой канавке, проходившей вдоль густого, разросшегося заказника, и отстреливалась от прятавшихся за бугром вражеских пулеметчиков.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем, чикӗ урлӑ епле каҫса нимӗҫсен ҫӗршывӗ тӑрӑх тухни ҫинчен ҫырса кӑтартма та кирлех мар, вӑл — йывӑр ӗҫех мар ӗнтӗ.

Не стоит описывать, как они переехали через границу и проехали через немецкую землю; все это не так уж трудно.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Пӗчченшерӗн те, икшерӗн те кайнӑ вӗсем; пӗррехинче тата пӗр чее нимӗҫ агенчӗ хыҫҫӑн каҫхине ушкӑнӗпех чикӗ урлӑ вӑрттӑн каҫса кайнӑ.

Уходили и в одиночку, и парами, а раз даже целым гуртом пошли за хитрым агентом-немцем, пробравшись ночью через границу.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Халӗ ӗнтӗ учительницӑпа вӗсен хушшинче кашнин лайӑх енӗсемпе начар енӗсемсӗр пуҫне нимӗнле чикӗ те ҫук.

Приблизилась настолько, что между ними и ею уже не было никаких преград, кроме собственных недостатков каждого.

V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫук, сэр, эпир ӑна чикӗ урлӑ каҫарса яраттӑмӑр — вӑт ӑҫта каятчӗ вӑл, еплерех ҫӑмӑллӑн ӑсататтӑмӑр-ха тата!..

Нет, сэр, мы бы его переправили через границу, вот что мы сделали бы, да еще как ловко!

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чикӗ леш енӗ тесе мухтаҫҫӗ-тӗк, вӑл — ҫакӑ!

Уж если есть заграница, то здесь!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ ӗнтӗ вӑл — чикӗ леш енӗ.

Вот она — заграница!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсем чикӗ патне ҫитнӗ, эпир пур…

Они к границе поперли, а мы…

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мобилизаци пирки, чикӗ хӗрринчи районсенче вӑрҫӑ лару-тӑрӑвӗ туса хурасси пирки калаҫҫӗ, кашни пӗлтермессерен маршсемпе юрӑсем янӑратаҫҫӗ.

После каждого сообщения о мобилизации, о введении военного положения в приграничных районах звучали марши и песни.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Васкаса лашине йӗнерлесе утланчӗ те, ӑна икӗ аяккинчен те чӗн пушӑпа тиверткелесе, чикӗ енне ыткӑнтарчӗ.

В бешеной торопливости оседлал коня и, нахлестывая с обоих боков ременной плетью, помчался к границе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Патша вӑхӑтӗнче эпир пурӑнӑҫа урапана кӳлнӗ вӑкӑр пек сӗтӗрнӗ, ҫав иртнӗ пурӑнӑҫшӑн тата чикӗ леш енчисемшӗн эпӗ питӗ те кӳренетӗп… —

За всю нашу жизнь, что под царем проволочили, як вол телегу тянет, да такая обида за тех!..

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унӑн сӑмахӗсем, чикӗ урлӑ каҫа-каҫа кайса, шывӑн тепӗр енче илтӗнеҫҫӗ.

Слова его перелетали границу и были слышны на другом берегу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Колонна пуҫӗ ту ҫинчен чикӗ икке уйӑрнӑ ял патне анса пырать.

Голова колонны уже спускалась с горы к селу, разделенному границей надвое.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Уявра чикӗ тӑрӑх халӑх ҫӳресси ҫинчен Польша ҫар пуҫлӑхӗсене малтанах пӗлтернӗ пулсан та, чикӗ леш енче унтан сехӗрленсе ӳкнӗ.

Шествие по границе, хотя о нем заранее было предупреждено польское командование, все же вызвало на той стороне тревогу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫавнашкал уява чикӗ ҫывӑхӗнче пурӑнакан поляксем нихӑҫан та курман.

Такое зрелище поляки на границе никогда не видали.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Поддубецра митинг пулнӑ хыҫҫӑн, виҫӗ кӳршӗри саларан пухӑннӑ хресчен-арҫынсемпе хӗрарӑмсен пилӗк пин ҫынлӑ масси, ҫур километр тӑршшӗ колонна пулса, малта ВВО батальонӗ тата унӑн духовой оркестрӗ ертсе пынипе, хӗрлӗ ялавсем ҫӗклесе, сала тулашне — чикӗ патнелле тапранса, каять.

После митинга в Поддубцах пятитысячная масса крестьян и крестьянок из трех соседних сел, построенная в полукилометровую колонну, имея во главе и духовой оркестр и батальон ВВО, развернув багровые полотнища знамен, двинулась за село к границе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагина чикӗ ҫывӑхӗнчи ялсенче Октябрь уявне ирттерекен комиссине суйланӑ.

Корчагин был избран председателем октябрьской комиссии в пограничных селах.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагин чикӗ хӗррине каять те ик-виҫӗ эрне хушши районра пачах пулмасть, ман вара мӗнпур ӗҫе сӗтӗрсе пыр.

Корчагин как заберется на границу, так его недели две-три нет, а я везу всю работу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех