Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чикӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Чикӗ (тĕпĕ: чикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Ку — чикӗ леш енчен кӳрсе килнӗ пуринчен хаклӑ эрех.

— Это — самое что ни на есть дорогое заграничное вино.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лашана хырӑмран аттисемпе хӗстерсе, Григорий ӑна кайма пултарнӑ таран хытӑ ячӗ, ҫине тӑрса хӑваласа, ҫутӑ ярӑмӗпе тӗссӗр кӑвак мӗлке хушшинче чикӗ патне ҫывхарма пуҫларӗ.

Придавив коня, Григорий выпустил его во весь мах, наседая, стал приближаться к текучей грани, отделявшей свет от тени.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсир калаҫатӑр-ха: чикӗ, тетӗр!

А вы гутарите: границы!

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка унпа урӑхлараххӑн сӑмахлама пуҫларӗ, хӑйсем хушшинче пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан куҫа курӑнми чикӗ пуррине тӗтреллӗн туйса, калаҫу вӑхӑтӗнче пӗрехмаях ӑна «эсир» тесе чӗнчӗ.

Мишка изменил обращение и после в разговоре все время называл его на «вы», смутно ощущая какую-то невидимую грань, разделявшую их.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Салтаксен ушкӑнӗпе ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑннӑ чухне фельдмаршал чикӗ хӗрринчи хупахра каҫ выртма чарӑннӑ.

Возвращаясь с группой солдат на родину, фельдмаршал остановился передохнуть в пограничном трактире.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Чикӗ пысӑк.

Граница была большой.

Атӑсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

«Чикӗ леш енчен те хисеп турӗҫ мана.

«Даже заграницкими моя особа отмечена.

Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗрне кӑна — вӑл монархистла ушкӑнсене ҫывӑх тӑнине, Питӗрти пысӑк сановниксемпе явӑҫнине, «Вырӑс халӑхӗн союзӗнче» паллӑ шутра пулнине — аван пӗлеҫҫӗ; анчах вӑл чикӗ леш енчи ҫӗршывсенче мӗн ӗҫпе ҫухалса ҫӳренине никам та нимскер те тавҫӑраймасть-ха.

Знали лишь одно — что был он близок к монархическим кругам, водил знакомство в Питере с большими сановниками, был в «Союзе русского народа» на видном счету, но о том, какие миссии выполнял он за границей, никто ничего не знал.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чикӗ тӑватпӑр та — пырса та ан ҫулӑх!

Протянем границы — и не подходи!

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Раҫҫей пире тислӗк купи айне чавса чикӗ.

Расея навозом нас загребет.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗлӗк чикӗ вырӑнне Стрежаментпа Недреманная тусене шутлама пулнӑ.

Раньше удобно было считать такой границей две горы — Стрежамент и Недреманную.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫук ун пек чикӗ, пулман та ахӑр.

Нет такой границы, да, пожалуй, и не было.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑҫта-ха Кубаньпе Ставрополь хушшинчи чикӗ?

Да где ж в самом деле граница Кубани и Ставрополья?

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чикӗ — ҫук.

Граныци — геть!

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каменка-Струмилово ятлӑ хула тӗлӗнче виҫҫӗмӗш взвод взводнӑй офицерпа пӗрле пӗтӗмӗшпех разведкӑна тухса кайрӗ: ҫакӑн умӗн ик-виҫ кун малтан чикӗ урлӑ тарса килнӗ чех салтакӗ командование Австри ҫарӗсен чаҫӗсем ӑҫта тӑни ҫинчен тата Гороши — Ставинцкий линийӗ тӑрӑх контрнаступлени тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ; тӑшман чаҫӗсем шӑвӑнса килме шутласа хунӑ ҫулсене яланах сӑнаса тӑма тивет; ҫак шутпа взводнӑй офицер вӑрман хӗррине тӑватӑ казакпа тепӗр взводнӑй офицере тӑратса хӑварчӗ, хӑй вара ыттисене сӑртлӑх хыҫӗнче курӑнса ларакан черепица витнӗ ҫурт-йӗрсемлӗ темле пӗчӗк ял патне ертсе кайрӗ.

Под городом Каменка-Струмилово третий взвод целиком со взводным офицером выехал в рекогносцировку: накануне чех-перебежчик сообщил командованию о дислокации австрийских частей и предполагаемом контрнаступлении по линии Гороши — Ставинцкий; требовалось постоянное наблюдение за дорогой, по которой предполагалось передвижение частей противника; с этой целью взводный офицер оставил на опушке леса четырех казаков со взводным урядником, а с остальными поехал к видневшимся за взгорьем черепичным крышам какого-то выселка.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Акӑ вӑл, чӗррисемпе виллисене уйӑрса тӑракан чикӗ.

Вот она, черта, разделяющая живых и мертвых.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӳртӗн-тӳрӗ Пеликелие еннелле, хӑйсен сотни патне вӗҫтерчӗҫ; нимӗҫсем аманса йӗнер ҫинчен ӳкнӗ юлташне лаша ҫине ҫӗклесе хучӗҫ те чикӗ еннелле кайрӗҫ.

Казаки поскакали напрямки к местечку Пеликалие, к сотне; немцы, подняв упавшего с седла раненого товарища, уходили к границе.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак вӑхӑтра Астахов, чикӗ еннелли ҫула бинокль витӗр сӑнаса тӑраканскер, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен уй урлӑ пӗр ача чупса килнине асӑрхарӗ.

В это время Астахов, наблюдавший в бинокль за дорогой, манившей к границе, увидел бежавшего по полю с юго-западной стороны мальчишку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Маларах, умра, чикӗ хуралӗ пуррине пӗлсе тӑнӑ чухне, пӗчченех тӑрса юлни сисӗнместчӗ; ку сисӗм чикӗре никам та ҫукки ҫинчен пӗлтернипе татах та ытларах вӑйланчӗ.

Раньше, когда знали, что впереди пограничная стража, не было этого чувства оторванности и одиночества; тем сильнее сказалось оно после известия о том, что граница обнажена.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑйсем чарӑнса тӑмалли вырӑна местечко вӗҫӗнчи чикӗ еннелле уйрӑм тӑракан ҫурта суйласа илчӗ.

Он выбрал место стоянки в последнем дворе, стоявшем на отшибе, в сторону границы.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех