Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Черемшанкӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫураласса эпӗ кунта, Черемшанкӑра, ҫуралнӑ, унтан темиҫе ҫул хушши урӑх ҫӗрте пурӑннӑ, халӗ акӑ каллех кунта пурӑнатӑп теме юрать.

В общем, родился я тут, в Черемшанке, потом был нездешним много лет, а сейчас можно считать, что опять хочу стать здешним…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗлӗнмелле, ҫавӑн пек ниме тӑман, анчах кӗлетри йӗкехӳре пек ҫӑткӑн ҫын, Черемшанкӑра пуринчен ҫӳле улӑхса кайса, пӗтӗм влаҫа хӑйӗн аллине ярса илнӗ!

Подумать только, что такой ничтожный, неумный, но жадный, как амбарная крыса, человечишка сумел подняться над всеми в Черемшанке и захватить безраздельную власть!

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черемшанкӑра мӗн пулса иртнипе танлаштарсан, ҫаксем нимӗн те мар, анчах ун ҫинчен вӑл шухӑшламан та.

Ему и в голову не приходило, что эти заботы и тревоги покажутся зряшными рядом с тем, что происходило в Черемшанке.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей Лузгин йывӑр чирпе выртнине Черемшанкӑра никам та ӗненмен, вӑл, хӑйне хӗрхенччӗр тесе, чире перет тенӗ, пӗр ӗне сӑвакан хӗрарӑм вара фермӑра ҫапла каланӑ:

Никто в Черемшанке не верил, что Аникей Лузгин тяжело болен, говорили, что он представляется больным, чтобы вызвать жалость к себе, а одна доярка на ферме так и брякнула:

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Асра юлнӑ шавлӑ пуху хыҫҫӑн Аниҫҫе Черемшанкӑра вӗсем ҫине пурте урӑхларах пӑхнине асӑрхама пуҫларӗ.

После памятного бурного собрания Анисья стала примечать, что все в Черемшанке будто по-другому начали смотреть на них.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл кун Черемшанкӑра Аниҫҫерен телейлӗрех ҫын урӑх пулмарӗ те пулӗ.

Вряд ли в тот день в Черемшанке был другой такой счастливый человек, как Анисья.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗн курман вӑл Черемшанкӑра?

Чего она в Черемшанке не видала?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черемшанкӑра пирӗн, пӗр енне кай та — пахчасем хыҫӗнчен тӳрех тулӑ кашласа-хумханса ларать, тепӗр еннелле ут — сӑртсем хушшинче сӗм вӑрман, юхан шыв урнӑ пек вылять.

У нас в Черемшанке пошел на один край — и сразу тебе за огородами степь, пшеница шумит, переливается, в другой край прошагаешь — в горах лес дремучий, река как бешеная играет.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черемшанкӑра вара куна тепӗр икӗ ҫултанах тума пулать…

А в Черемшанке такое возможно уже через год-два…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӑнтӑрла ҫитнӗ ҫӗре ҫил-тӑман чарӑнчӗ, Черемшанкӑра шӑп пулса тӑчӗ, юр кӗрчӗсем ҫемҫен пусӑрӑнчӗҫ.

К полудню вьюга стихла, и в Черемшанке наступила мягкая затаенная тишь.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черемшанкӑра пулнӑ ӗҫшӗн хӑйне кирек мӗн тусан та, вӑл хӑйӗн совеҫне хирӗҫ каяс ҫук!

Она не пойдет на сделку со своей совестью, чем бы ей ни грозила эта история в Черемшанке!

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черемшанкӑра пуху пӗтмен, унта пирӗн пурпӗрех тепӗр хут пуху ирттермелле пулать.

Нам все равно придется еще раз проводить в Черемшанке собрание, раз его не довели до конца.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗлӗкрех Коробин ун пек тӑвакан марччӗ, ҫынсенчен яланах хытӑ ыйтатчӗ пулин те, тӳсӗмлӗн итлекенччӗ, пулӑшаканччӗ, паян вара Черемшанкӑра пурте лайӑх иртсе кайтӑр тесе, Ксени те унпа пӗрле тӑрӑшман пек, вӑл пӑшӑрханни-иккӗленнине нимӗн те шута илмерӗ.

Раньше он себе этого не позволял — был всегда строг, требователен, но терпеливо выслушивал и не отказывал в поддержке, а сегодня отмахнулся от всех ее тревог и сомнений, как будто она вместе с ним не озабочена тем, чтобы в Черемшанке все прошло хорошо.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юлашки кунсенче Черемшанкӑра тӗрлӗ сас-хура ҫӳрерӗ, тӗрӗслесен, вӗсем ытларахӑшӗ элек ҫеҫ, хӗрарӑмсем ухмахла сӳпӗлтетни ҫеҫ пулнӑ пулин те ку хутӗнче Егора вӗсенче темскер чӑнни те пур пек туйӑнчӗ.

В последние дни в Черемшанке ходили разные слухи, и, хотя на поверку большинство всяких слухов обычно оказывалось сплетнями и глупой бабьей брехней, на отот раз Егор улавливал в них что-то похожее на прайду.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ, Сергей Яковлевич, тен, мӗнре те пулин йӑнӑшатӑп пулӗ, анчах мана Черемшанкӑра ӗҫсем ҫӑмӑлах мар пек туйӑнать.

— Я, может быть, в чем-то ошибаюсь, Сергей Яковлевич, но мне кажется, что обстановка в Черемшанке сложилась не очень легкая.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унти пӗтӗм йӗркене тӳрлетме эпӗ хутшӑнни кӑна ҫителӗклӗ пулас пулсан, эпӗ Черемшанкӑра ним шухӑшласа тӑмасӑр пӗр куна е ытлараха та юлнӑ пулӑттӑм.

Если бы моего вмешательства было достаточно, чтобы все выправить там, я бы, не задумываясь, остался в Черемшанке на день, а то и больше.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Миҫе коммунист Черемшанкӑра?

— Сколько коммунистов в Черемшанке?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черемшанкӑра мӗн пулса иртет унта сирӗн, Сергей Яковлевич?

— Что там у вас происходит в Черемшанке, Сергей Яковлевич?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пирӗн ҫынсем ывӑнмалӑх ӗҫлеме ӗлкӗреҫҫӗ, Черемшанкӑра вара тин ыйхӑран вӑранаҫҫӗ!

У нас люди уже наработаются досыта, а в Черемшанке только с постелей встают!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Коробин район тӑрӑх ҫӳренинчен халлӗхе Черемшанкӑра нимӗн усси те ҫук-ха!

— А что Коробин по району мотается, так в Черемшанке от этого пользы пока не видать!

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех