Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш вырӑнта кивӗ, хуралса кайнӑ улӑм урисем тӗпӗнчен йӑлтӑркка симӗс таса тулӑ калчисем шӑтаҫҫӗ, вӗсем, пусӑрӑннӑ тӑпрана шӑтарса тӳхса, хӗлхем пек ҫунаҫҫӗ.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Паркри ҫӳлӗ йывӑҫсен тӑрринче, мал енче, декабрӗн хура пӗлӗчӗ тӑрӑх хурт уйӑрнӑ пек хӗлхем вӗлкӗшет.За верхушками деревьев парка в черном декабрьском небе роились искры.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӑлтӑрсен йӑваш ҫутинче унӑн куҫӗсем вутчулӗ пек хӗлхем сирпӗтме пуҫларӗҫ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнер ҫав тери кӗрлесе, хӗлхем сапса тӑракан ҫап-ҫутӑ куҫлӑ тӗнче паян мӗскершӗн чӗнмест, мӗскершӗн тӗттӗм?!Почему он так тих и темен, этот вчера еще такой шумный, искристый, светлоокий мир?
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунта эпир пӗр хӗлхем апатсӑр ларатпӑр пулсан…
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ӑша пӗр хӗлхем ямасӑр, выҫӑпа аптӑраса ҫитнӗ ҫӳревҫӗсем утрава пӑхса тухма каяҫҫӗ, — каласа хучӗ Игорь.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Костер ҫунса пӗтрӗ, пӗртен-пӗр вутпуҫҫи анчах, шӑранса ҫитейменскер, юлхавлӑн йӑсӑрланать, хутран-ситрен хӗлхем йӑлтӑртатса илет.Костер догорел, и только тлели еще головешки да кое-где пробегал юркий огонек.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӗрлет, ҫуйӑхать, мӑйӑхне пӗтӗрет, вӗри те ҫиллес куҫӗсене ҫынсем ҫине хӗлхем пек сирпӗтет гусарла тумланнӑ Александр Дмитриевич.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вутлӑ ҫил-тӑвӑл Египетри вӗри хӑйӑрсенчен те хӑрушӑ, Альпри лавинӑсенчен те тискер: улать, ахӑрать, пӗлӗт пек хӗлхем сирпӗтет.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пилӗк минута яхӑн иртрӗ; чӗрем хыттӑн тапать, анчах шухӑшӑм лӑпкӑ, пуҫӑм сивӗ, хамӑн чунӑм чипер Мерине пӗр хӗлхем те пулин юратнине мӗн чухлӗ шырамарӑм пулӗ, ҫапах та манӑн тӑрӑшни кӑлӑхах пулчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тусӗн хаваслӑ сӑнне палласа илес тесе, лётчик ҫак ҫунса кӑмрӑкланнӑ пекех хура тирпе витӗннӗ чӗрӗ скелет ҫине тинкерсе пӑхрӗ, — унӑн ҫаврака пысӑк куҫӗсенче кӑна вӑл Мересьевӑн яланхи харсӑрлӑхӗ ҫинчен калакан палланӑ хӗлхем йӑлтӑртатнине курчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
…Алексей астӑвать: тӑвӑр та тӗттӗм ҫӗр шӑтӑкӗнче выртать вӑл; стена ҫумне чиксе лартнӑ хӑйӑ ҫатӑртатса, хӗлхем тӑкса ҫунать.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вулакана хӗлхем тивертекенни унӑн — чӗринче те тӗнче курӑмӗнче.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Вӗсем вӑйлӑ ҫунаҫҫӗ, хурӑн туратӗнчен ҫуннӑ майӑн хӗлхем сирпӗнет.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Вӑл Элӗкри «Хӗлхем» ача-пӑча спорт шкулӗнче ҫамрӑк спортсменсене хӑвӑрт утассипе ӑсталӑха туптама пулӑшать.
Икӗ хутчен «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ // М. МИХАЙЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29
Мускавран, Бельгирен, Швейцарирен, Испанирен ятарласа чӑвашла вӗренме килнӗ ҫынсемпе куҫа-куҫӑн калаҫни «Эткер» этнолагерьти «Хӗлхем» ушкӑн ачисенче чӑваш туйӑмлӑхӗ ҫуратрӗ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Каҫхине «Хӗлхем» ушкӑн Шупашкара, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫул тытрӗ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
«Хӗлхем» ушкӑна ҫӳрекен Анна Кадушкина корреспондент, сӑмах май, вӑл Наци радиовӗнче хӑйӗн пултарулӑхне туптать, «Ачалӑх урхамахӗ» радиопередача валли ачасемпе воспитательсенчен интервью илчӗ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Утӑ уйӑхӗн пиллӗкмӗшӗ — «Хӗлхем» ушкӑнӑн вуннӑмӗш кунӗ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Утӑ уйӑхӗн тӑваттӑмӗшӗ — «Хӗлхем» ушкӑнӑн тӑххӑрмӗш кунӗ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№