Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Татариновсен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял ҫыннисем авалхи Татариновсен усадьби вӗҫӗнчи тарӑн вара ҫапла ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Татариновсен патне алла тытнӑ чечекпех пытӑм та, ку вара мана самай иментерчӗ: Энскӑри сад хуҫалӑхӗнчен Петькӑпа иксӗмӗр левкойсем тататтӑмӑр та вӗсене эпир ҫупкӑм-ҫупкӑмӑн туса спектакльсем иртнӗ хыҫҫӑн пилӗкшер пуса сутаттӑмӑр, ҫавӑнтан вара эпӗ алла чечек тытса пӗрре те урам тӑрӑх иртмен.

Я шёл к Татариновым с цветами в руках, и это было как-то неловко: с тех пор как мы с Петькой таскали левкои в энском садоводстве и после спектакля продавали их публике за пять копеек пучок, я не ходил по улицам с цветами в руках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ телефонпа Вальӑпа калаҫасшӑнччӗ, канашлассӑм килетчӗ-ҫке манӑн: юлашки ҫулсенче вӑл Татариновсен патӗнче пулкаланахчӗ-ха, — анчах вӑл килӗнче ҫук иккен.

Я позвонил Вале — мне хотелось посоветоваться с ним: ведь он всё-таки бывал у Татариновых последние годы, — но его не оказалось дома.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, февралӗн иккӗмӗшӗнче эпӗ, парадра ҫӳремелли кӑвак курточка тӑхӑннӑскер, Татариновсен патне кӗрсе, хама алӑк уҫса кӗтекен палламан хӗртен Николай Антоныч патне килни ҫинчен пӗлтернӗ вӑхӑтра манӑн нимӗнле план та ҫукчӗ-ха.

Словом, у меня не было никакого плана действий, когда, в синей парадной курточке, вечером второго февраля я пришел к Татариновым и сказал незнакомой девушке, которая открыла мне дверь, что мне нужен Николай Антоныч.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та манӑн Татариновсен килӗнчи улшӑнусем, хамӑн кӑмӑла кайман улшӑнусем ҫинчен тахҫанах Кораблева каласа парас килетчӗ.

Но мне давно хотелось рассказать Кораблеву о переменах в доме Татариновых, о переменах, которые так не понравились мне!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблева хирӗҫ «кавар» тунӑ ҫӗрте ӑнсӑртран свидетель пулса тӑнӑ чухне, Татариновсен пӳртӗнчен намӑслантарса кӑларса янӑ чухне те ҫакӑн пекех пулнӑччӗ.

Так было, когда я оказался случайным свидетелем «заговора» против Кораблева и был с позором изгнан из дома Татариновых.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татариновсен килӗнчи улшӑну маншӑн чикӗсӗр кӑмӑла каймарӗ.

Перемены в Доме Татариновых ужасно не понравились мне.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татариновсен хваттерӗнче нимӗнех те улшӑнман, япаласем кӑна палӑрмаллах сахалланса юлнӑ.

Ничего не переменилось в квартире Татариновых, только вещей стало заметно меньше.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, ун ҫинчен Татариновсен килйышӗнчен Николай Антонычран пуҫне ыттисем калаҫсах та каймастчӗҫ.

Вообще, кроме Николая Антоныча, который, напротив, очень любил это слово, у Татариновых не очень часто говорили о нем.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Командӑн шӑпах вӑтаҫӗрӗнчеччӗ, шӑпах Татариновсен столовӑйӗнче ҫакӑнса тӑракан портрет ҫинчи пек, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслӗн тытса тӑратчӗ.

Он сидел в самой середине команды, скрестив руки на груди совершенно так же, как на портрете, висевшем у Татариновых в столовой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татариновсен патӗнчен таврӑнсанах эп пӗтӗмпех ӑна каласа патӑм-ҫке.

 — Ведь когда я вернулся от Татариновых, я все рассказал ему.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ юлашкиччӗ ӗнтӗ Татариновсен килӗнче хам мӗн курни.

Но это было последнее, что я видел в доме Татариновых.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех