Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сухалли сăмах пирĕн базăра пур.
Сухалли (тĕпĕ: сухалли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмсем пӗр харӑсах аллисемпе Щукарӗн сухалли еннелле кармашма тытӑннӑ, аптӑраса ӳкнӗ, сехри хӑпса тухнӑ Щукарь пикенсе кӑшкӑра-кӑшкӑра каланисене те итлесе тӑман вӗсем.

Бабы дружно тянулись руками к Щукаревой бороде, невзирая на то, что растерявшийся и перепуганный Щукарь упорно выкрикивал.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ, мучи, ан васка-ха! — урса кайса сиввӗн калаҫма тытӑнчӗ Хопров, хӑйӗн шӑратса тунӑ пек чышкине Лапшинов сухалли тӗлне тытса.

— Ты, дед, не сепети! — с холодным бешенством заговорил Хопров, подымая на уровень лапшиновской бороды свой литой кулак.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн нумай пулмасть сӑмала пек хура ҫӳҫӗсем пӗтӗмпе кӑвакарса кайнӑ; вӑрӑм сухалли арпашса пӗтнӗ.

Волоса его, недавно черные как смоль, совершенно поседели; длинная борода была всклокочена.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пирӗн утсем лайӑх, — тавӑрчӗ сухалли.

У нас кони добрые, — ответил бородатый.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сухалли малалла икӗ утӑм турӗ те, кӗлисене шаклаттарса, хӗвӗнчен пакет кӑларса пачӗ.

Бородатый сделал два шага вперед, щелкнул каблуками, протянул вытащенный из-за пазухи пакет.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сухалли тӗттӗмре тем ҫине такӑнчӗ, шӑппӑн вӑрҫса илчӗ.

В темноте бородатый обо что-то споткнулся, вполголоса выругался.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сухалли, тахҫанхи пӗлӗш пек, Яков Лукича куҫ хӗсрӗ:

Бородатый, как давнишнему знакомому, подмигнул Якову Лукичу, спросил:

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ухмахах ернӗ-им вара вӑл, — хушса хучӗ кӑвак сухалли, сасартӑк тавҫӑрса илнӗ евӗр.

Рехнулся он, вот что! — воскликнул седобородый, словно его осенило.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Мӗнле хӗрхенӗн-ха ун пек йӗксӗке! — хутшӑнчӗ кӑвак сухалли.

— А что жалеть такого негодяя? Бить его нужно! — заметил седобородый.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Лао-шуань кунӗ-кунӗпе савӑннинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук, — терӗ кӑвак сухалли, Кан мучи патне пырса.

Не удивительно, что старый Хуа целый день так и сияет улыбкой, — сказал седобородый,

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Шӳт тӑватӑп ҫеҫ, пачах та чирлӗ ҫын пек мар эс, — терӗ кӑвак сухалли сӑмаха пӑрса ярас шутпа.

А ты и вправду не похож на больного, улыбаешься… — постарался замять неловкость посетитель.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Лао-шуань, чирлӗ мар пулӗ вӗт эс? — ыйтрӗ унран пӗри, тӗл-тӗл кӑвакара пуҫланӑ сухалли.

— Захворал, неможется тебе? — спросил его посетитель с седой бородой.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех