Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Совечӗн (тĕпĕ: совет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Зинаида Михеева, культура ҫурчӗн заведующийӗ Вера Галкина, ветерансен совечӗн председателӗ Исония Волкова тата лара-тӑра пӗлмен ытти хастарсен теветкеллӗхне пула халӑх уявӗ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Манӑн унта ҫырусем, М.Горбачевран СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ, чаҫ командирӗсен Горнойпа Воробьевӑн Тав хучӗсем.

Там у меня письма, Похвальная грамота от Президиума Верховного Совета СССР М. Горбачева, Благодарственные грамоты от командиров части Горноя и Воробьева.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Елена Александровна хӑй вӑхӑтӗнче ял Совечӗн секретарӗнче тата культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, икӗ ывӑл ҫуратса ҫунат панӑ.

Елена Александровна в свое время работала секретарем сельского Совета и главой дома культуры, родила двоих сыновей.

Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет… // Геннадий Дегтярев. https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Эпӗ те ялти хӗрарӑмсен совечӗн лавне 40 ҫул ытларах туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Вӗсене «Тинӗсре пулнисен Комсомольски районӗнчи тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Евгений Орешкин, районти ветерансен совечӗн председателӗ Юрий Тимофеев, ЧР ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Герольд Серебров саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

1960-65 ҫулсенче ял совечӗн председателӗнче вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Завод директорӗ Виктор Десятов, Министрсен Совечӗн Председателӗн заместителӗ Петр Левин тата Чичикин мана майлӑ каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

1946 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче 21 ҫул тултарнӑ ҫамрӑка Мишер ял совечӗн председательне лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн 1942 ҫулхи июлӗн 29-мӗшӗнчи указӗпе Александр Невский орденне ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Александр Невский орденне тивӗҫнӗ офицерсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн тата ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн наградисем пур, икӗ хутчен социализмла ӑмӑртура ҫӗнтернӗшӗн патшалӑх паллине панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пӗрлехи информаци кунӗнче районта Чӑваш Республикин Финанс министрӗн ҫумӗ Валерий Иванов, Чӑваш Республикин пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑ-вӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов, «Слава картофелю» агрофирма ООО директорсен совечӗн председателӗ Александр Капитонов пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫапла вара 10 ҫул шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чулкас ял Совечӗн председателӗ пулма лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Унта Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе, Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен совечӗн председателӗ Леонид Черкесовпа хутшӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Район администрацийӗн ял хуҫалӑхпа экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин, «Слава картофелю» агрофирма» ООО директорсен совечӗн председателӗ Александр Капитонов, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Надежда Петрова Асанкасси ял поселенийӗнче пулчӗҫ, вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативне тата шкула ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫулсем иртнӗҫем архив пуянлансах пынӑ, унсӑр пуҫне республикӑри мӗнпур архив малтанах ӗҫ тӑвакан комитетӑн, унтан ШӖМ, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн тытӑмӗсенче шутланса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех