Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Совечӗн (тĕпĕ: совет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кадет-вӗренекенсене Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Евгений Савельев, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Валерий Денисов, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнисен ветерансен совечӗн членӗсем тата ыттисем те саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш хут иртнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%97/

Тата мероприятисене Афганистанри ҫапӑҫу ветеранӗсен канашӗн председателӗ Вильмир Ахметзянов, районти ветерансен Совечӗн председателӗ Рафаэль Ибраев, «Защитники Отечества» фондӑн социаллӑ координаторӗ Рамиль Мухтасимов, призывниксен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, ҫавӑн пекех райцентр шкулӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре Призывник кунӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3755469

Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... em-3754051

Халь акӑ Мускавран унӑн фронтри пурнӑҫӗ ҫинчен калакан документсем тата СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Указӗ килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпӗ Хушӑлка ял совечӗн территорийӗнчи Светлая Заря пӗчӗк ялта, илемлӗ вырӑнта ҫуралнӑ, — аса илет Владимир Николаевич хӑйӗн ача чухнехи тата ҫамрӑк чухнехи ҫулӗсене.

Куҫарса пулӑш

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкул муниципаллӑ район Совечӗн отчетлӑ сессине инклюзивлӑ пӗлӳ парассине халалланӑ специализациленӗ курав йӗркеленӗ.

Бижбулякская средняя школа №1 приняла участие в отчетной сессии Совета муниципального района оформив специализированную выставку посвященную инклюзивному образованию.

Хӑйӑрлӑ анимаципе игротерапи ҫынсене уйрӑмах интереслентернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... rn-3643106

Февралӗн 9-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗ муниципаллӑ район Совечӗн «отчет сессийӗ» иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104

КПСС Центральнӑй Комитечӗн черетлӗ Пленумне тата СССР Верховнӑй Совечӗн суйлавне хатӗрленнӗ май, радио ӗҫ ҫыннисен кулленхи ҫитӗнӗвӗсене палӑртса, икӗ суйлав хушшинчи ӳсӗмсем, халӑхӑн, коммунистсемпе партире тӑманнисен никам ҫӗнтерейми блокӗн кандидачӗсем ҫинчен очерксемпе ытти передачасем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Патӑръел районӗнчи «Гвардеец» колхозри паллӑ трактористка, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ В. П, Кузнецова юлташӑн пархатарлӑ ӗҫӗсем ҫинчен те радио тӑрӑх темиҫе передача панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио тусӗсен обществин Совечӗн президиумӗн членӗсем И. Играевскипе П. Сычев юлташсем Шупашкар, Тутаркас тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче радио кӗртме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Малтанхи передачӑра радио тусӗсен обществин Чӑваш республикинчи Совечӗн председателӗ, ун чух «Канаш» хаҫат редакторӗ пулнӑ А. И. Золотов юлташ тухса каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Давыд Александровича виҫӗ хутчен Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотине парса чысланӑ, медальсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ Давыд Александровича Хисеп грамотипе наградӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

1922—1930 ҫулсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел ял Совечӗн секретарӗнче тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Тупӑннӑ отряд совечӗн председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Правленипе ял Совечӗн коридорӗнче Ҫимун Сӑпанипе тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Совет Союзӗн Геройӗ Владимир Васильев, Чӑваш АССР Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн Председателӗ Лука Спасов ҫинчен илтнӗ-и тата?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Повестка сире, — ял Совечӗн дежурнӑйӗ пулчӗ шаккаканни.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулталӑкри чи кӗске каҫ хыҫҫӑн, июнӗн 22-мӗшӗнче, кӑнтӑрла ҫитеспе ҫак хӑрушӑ хыпара районтан ял Совечӗн председателӗ Максим Малышкин, халӑхра ӑна Малюҫ теҫҫӗ, илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна ял Совечӗн председателӗ Малюҫ улталарӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлесси ҫӑмӑлланать, колхозсене тракторсем ахалех параҫҫӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех