Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Иеремия хӑйне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑха мӗн калама хушнине пурне те каласа пӗтерсессӗн, священниксемпе пророксем тата пӗтӗм халӑх ӑна ярса тытнӑ та ҫапла каланӑ: эсӗ вилме тивӗҫлӗ; 9. мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе пророкла вӗрентсе калатӑн: «ҫак Ҫурт Силом пек пулӗ, ҫак хула пушанса юлӗ, ҫынсӑр тӑрса юлӗ» тетӗн?
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Мана итлемесессӗн, Эпӗ панӑ саккунпа — хӑвӑра панӑ саккунпа — пурӑнмасассӑн, 5. Манӑн чурасен, пророксен, — эсир итлеместӗр пулин те, Эпӗ сирӗн пата ярса тӑнӑ, ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ пророксен, — сӑмахӗсене тӑнламастӑр пулсассӑн, 6. Эпӗ ҫак Ҫурта Силом пекех туса хӑварӑп, ҫак хулана вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх ылханӗ ҫитмелле тӑвӑп.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахне — вырӑна килтернӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Соломонӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Нафан пророк ҫырса пынисенче, Силом ҫынни Ахия малашнехине пӗлтерсе каланинче тата Иоиль витӗркуран куҫне Нават ывӑлӗ Иеровоам пирки мӗн курӑннинче кӑтартса панӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вӑл Хӑйӗн чурине Силом ҫыннине Ахияна каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ, 30. Иеровоам ҫылӑхӗсемшӗн тата вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе Израиле ҫылӑха кӗртнӗшӗн, Израилӗн Туррине ҫиллентерсе кӳрентернӗшӗн пулнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеровоам вара арӑмне каланӑ: ху Иеровоам арӑмӗ иккенне ан пӗлччӗр тесе, тумтир улӑштарса тӑхӑн та Силом хулине кай.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Унӑн сӑмахӗ — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахӗ — вырӑна килмелле пулнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав вӑхӑтра пӗррехинче Иеровоамӑн Иерусалимран кайса килмелли ӗҫ тупӑннӑ; ҫул ҫинче ӑна Силом хули ҫынни Ахия пророк тӗл пулнӑ, ун ҫийӗнче ҫӗнӗ тумтир пулнӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Соломон ӗнтӗ Авиафара Ҫӳлхуҫа умӗнче священникра тӑрассинчен сирнӗ, ҫапла вара Ҫӳлхуҫа Силом хулинче Илий килӗ ҫинчен мӗн калани тӳрре килнӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тата каланӑ: кашни ҫулах Силом хулинче Ҫӳлхуҫа уявӗ пулать, хули вӑл Вефиль хулинчен ҫурҫӗр енче, Вефильтен Сихеме каякан ҫултан тухӑҫ енче, Левона хулинчен кӑнтӑр енче ларать, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Дан ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсем патӗнче кӗлетке лартнӑ; Ионафан вара — Манассия ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — тата унӑн ывӑлӗсем Дан йӑхӗнче ҫак вырӑнти халӑх урӑх ҫӗре куҫса кайичченех священниксем пулнӑ; 31. Турӑ ҫурчӗ Силом хулинче ларнӑ вӑхӑтра вӗсем Миха тунӑ кӗлеткене пуҫҫапса пурӑннӑ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, Манассиян ҫур йӑхӗ ытти Израиль халӑхӗпе сывпуллашса, Ханаан ҫӗрӗнчи Силом хулинчен тухса кайса, Галаад ҫӗрне, Турӑ Моисее хушнипе илнӗ хӑйсен еткерлӗх ҫӗрне, таврӑннӑ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Левий йӑхӗнчи ӑру пуҫлӑхӗсем Ханаан ҫӗрӗнчи Силом хулине Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус патне, Израиль йӑхӗнчи ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ вӗсене: Моисей урлӑ Ҫӳлхуҫа пире пурӑнма хуласем, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме хуласем таврашӗнче ҫӗр пуссисем пама хушнӑччӗ, тенӗ.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Елеазар священник, Нав ывӑлӗ Иисус тата ӑрусен пуҫлӑхӗсем, шӑпа ярса, Силом хулинчи пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче, Израиль ывӑлӗсен йӑхӗсене валеҫсе панӑ еткер ҫӗрсем ҫакӑ ӗнтӗ.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗсем ӗнтӗ [пӗтӗм ҫӗре пӑхса тухнӑ,] пӗтӗм ялне-хулине шута илсе ҫӗре ҫичӗ пая пайласа ҫырса тухнӑ, вара Иисус патне тапӑра, Силом хулине, таврӑннӑ.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1