Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Савельич (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутар салхуллӑ юрра тӑсса ячӗ; Савельич ларчӑк ҫинче ыйӑхласа пырать.

Татарин затянул унылую песню; Савельич, дремля, качался на облучке.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эсӗ хӑвах манӑн ачамсем сан ҫине тӳртӗн пӑхнине куртӑн; старик паян та сан ҫинчен — вӑл шпион, ӑна асаплантарса ҫакса вӗлермелле тесе хытӑ тӑчӗ; анчах эпӗ килӗшмерӗм, — терӗ вӑл шӑппӑн, Савельич тата тутар илтесрен.

— Ты видел, что мои ребята смотрели на тебя косо; а старик и сегодня настаивал на том, что ты шпион и что надобно тебя пытать и повесить; но я не согласился, — прибавил он, понизив голос, чтоб Савельич и татарин не могли его услышать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Тавтапуҫ сана, государь, тавтапуҫ, тӑван аттеҫӗм! — терӗ Савельич ларнӑ май.

— Спасибо, государь, спасибо, отец родной! — говорил Савельич усаживаясь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич та унтах мӗн; мана вара унпала пӗрле питӗрсе хӑварчӗҫ.

Там я нашел и Савельича и меня оставили с ним взаперти.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ Савельич ҫине пӑхса илтӗм; старик хӑйне тӗллӗн кӗлтуса сӑхсӑхать.

Я взглянул на Савельича; старик крестился, читая про себя молитву.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хирӗҫмерӗм; Савельич та хирӗҫсе тӑмарӗ.

Я не противился; Савельич последовал моему примеру.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич та кунтах.

Савельич находился между ими.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫырма патне ҫывхарнӑ чух, аякранах эпӗ шавланине, ҫухӑрашнине тата Савельич сассине илтрӗм.

Подъезжая к оврагу, услышал я издали шум, крики и голос моего Савельича.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫывхарса килекен каҫхи тӗттӗмре эпӗ мӗнпур хӑрушӑлӑхран та хӑтӑлма пултарнӑ пулӑттӑм, сасартӑк каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм та Савельич ҫуккине асӑрхарӑм.

Темнота приближающейся ночи могла избавить меня от всякой опасности, как вдруг, оглянувшись, увидел я, что Савельича со мною не было.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич ӳпкелеше-ӳпкелеше манран юлмасӑр пырать.

Савельич от меня не отставал, не прерывая жалобных своих молений.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич, пит те кая юлса, ҫине-ҫинех мана инҫетрен кӑшкӑрать:

Савельич едва мог следовать за мною издали и кричал мне поминутно:

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич выльӑх апачӗ ҫук пирки пӗр хула ҫынни ахалех панӑ ырхан та уксах лаша ҫине утланчӗ.

А Савельич на тощую и хромую клячу, которую даром отдал ему один из городских жителей, не имея более средств кормить ее.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗн калаҫатӑн эсӗ, сударь? — пӳлчӗ мана Савельич.

— Что ты это, сударь? — прервал меня Савельич.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ан кулян, Савельич: турӑ ырӑ кӑмӑллӑ, тен пӗр-пӗрне татах та курӑпӑр!

Не тужи, Савельич: бог милостив; авось увидимся!

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Акӑ мӗн, Савельич, — терӗм ӑна, — халӗ эсӗ мана ҫуррине пар та, ыттине хӑвах ил.

— Ну, Савельич, — сказал я ему, — отдай же мне теперь половину; а остальное возьми себе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич яланхи пекех мана ӳкӗтлеме тытӑнчӗ.

Савельич встретил меня с обыкновенным своим увещанием.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич унта ӗнтӗ вырнаҫса хуҫаланма тытӑннӑ та, эпӗ генерал патне каймалли вӑхӑта тӳсеймесӗр кӗтме пуҫларӑм.

Там Савельич уже хозяйничал, и с нетерпением стал ожидать назначенного времени.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич ун ҫине чалӑшшӑн пӑхрӗ те:

Савельич посмотрел на него косо:

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Кулах, сударь, кулах. Пӗтӗм хуҫалӑха ҫӗнӗрен туянма тытӑн-сассӑн, кулӑшла пулӗ-и унта, курӑпӑр акӑ», — терӗ Савельич.

«Смейся, сударь, — отвечал Савельич, — смейся; а как придется нам сызнова заводиться всем хозяйством, так посмотрим, смешно ли будет».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Савельич хӑйӗн аллинчи хут ҫине пит те хытӑ кулянса пӑхса юлчӗ.

Дядька мой держал в руках свой реестр и рассматривал его с видом глубокого сожаления.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех