Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Пӑх (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхасса пӑх, анчах ан шарла!

Гляди да молчи!

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ачасем пӗлекен шурф тӗпне ҫитсен, Корнилов ҫӳлелле пӑхрӗ те, сасартӑк тӗттӗмре Володьӑна аллинчен тытса, хӑлхинченех шӑппӑн: — Ҫӳлелле пӑх, — терӗ.

Очутившись на дне знакомого ребятам шурфа, Корнилов глянул наверх и вдруг поймал в темноте Володю за руку и шепнул ему в самое ухо: — Гляди вверх.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Куҫусемпе пӑх! — чарчӗ Володя пер пӗчӗкҫӗ ачана, ҫунат ҫинчи ҫӑлтӑра кӑшт пӳрнипе тӗртсе пӑхнӑшӑн.

Смотри глазами!.. — осадил он какого-то малыша, который робко коснулся пальцем звездочки на крыле.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Тӑрӑшса пӑх, Христаки-эфенди, тӑрӑшса пӑх, — терӗ бей.

— Старайся, Христаки-эфенди, старайся! — сказал бей.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арӑму ҫине вӑл хӗр пулнӑ чухнехи пекех пӑх, вӑл кашни минутрах: «Эпӗ сана кӑмӑлламастӑп, тухса кай ман патӑмран», теме пултарнине пӗлсе тӑр; ҫапла пӑх ун ҫине, вара вӑл туй хыҫҫӑн тӑхӑр ҫултан та санра хӑй хӗр чухнехи пекех илемлӗ туйӑмсем ҫуратӗ, ҫук, татах та илемлӗрех, пушшех лайӑхрах шухӑш-туйӑмсем.

Смотри на жену, как смотрел на невесту, знай, что она каждую минуту имеет право сказать: «Я недовольна тобою, прочь от меня»; смотри на нее так, и она через девять лет после твоей свадьбы будет внушать тебе такое же поэтическое чувство, как невеста, нет, более поэтическое, более идеальное в хорошем смысле слова.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӑх ман ҫине! — терӗ те вӑл Ольгӑна куҫӗнчен пӑхрӗ.

— Погляди на меня! — сказал он и пристально смотрел ей в глаза.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Шухӑшласа пӑх, арҫынсем сан умна пырсан, именчӗклӗн хисеплесе ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ, сана чеен те хаюллӑн кулкаласа сӑнаҫҫӗ…

— Представь, что мужчины, подходя к тебе, не опускали бы с робким уважением глаз, а смотрели бы на тебя с смелой и лукавой улыбкой…

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хут ҫине ан пӑх, ман ҫине пӑх, ак ҫапла.

— Не гляди на бумагу, гляди на меня, вот так.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Ав, пӑх, — ман ҫине мар! — лерелле пӑх… стена ҫумӗнчен иккӗмӗш тенкел, пӗр хӑми хӑйпӑнса тӑрать.

— Вон, гляди, — да не на меня! — туда гляди… вторая скамейка от стены, где одна доска отскочила.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Шухӑшласа пӑх, тӑванӑм, лайӑхрах тӗпчесе пӑх.

– Подумай, братец, поищи хорошенько.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫук, Том, эсӗ лайӑхрах шухӑшласа пӑх, — эпӗ сана тӗрӗс калатӑп, — шухӑшласа пӑх.

Нет, Том, ты лучше подумай сначала как следует, подумай, тебе говорю.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

1. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ ху ӑшӑнта вӑхӑт ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑх, вара маларах кӑтартнӑ паллӑсен хӑш-пӗр пайӗ иртсессӗн, 2. эсӗ Ҫӳлти Турӑ Хӑй пултарнӑ тӗнчене килсе пӑхас вӑхӑт ҫакӑ пулнине ӑнланса илӗн.

1. Он отвечал мне и сказал: измеряя измеряй время в себе самом, и когда увидишь, что прошла некоторая часть знамений, прежде указанных, 2. тогда уразумеешь, что это и есть то время, в которое начнет Всевышний посещать век, Им созданный.

3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнма парас вырӑнта пур ҫӗрте те йӑх тӑрӑх тӳресем, халӑха пӑхса тӑракансем уйӑрса ларт: вӗсем халӑха тӳррипе сут туса тӑччӑр; 19. саккуна ан пӑс, ҫын кам иккенне ан пӑх, сӗрев ан ил, мӗншӗн тесессӗн сӗрев ӑслисене суккӑрлатать, тӗрӗс ӗҫех тӳнтерле кӑтартать; 20. чӗрӗ тӑрас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан ҫӗре еткерлӗхе илес тесессӗн, тӗрӗслӗхе, тӗрӗслӗхе шыра.

18. Во всех жилищах твоих, которые Господь, Бог твой, даст тебе, поставь себе судей и надзирателей по коленам твоим, чтоб они судили народ судом праведным; 19. не извращай закона, не смотри на лица и не бери даров, ибо дары ослепляют глаза мудрых и превращают дело правых; 20. правды, правды ищи, дабы ты был жив и овладел землею, которую Господь, Бог твой, дает тебе.

Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Иордан шывӗ ку енчи] ҫакӑ Аварим тӑвӗ ҫине, [ҫакӑ Нево тӑвӗ ҫине,] хӑпар та Эпӗ Израиль халӑхне [еткерлӗхе] паракан [Ханаан] ҫӗрӗ ҫине пӑх; 13. ун ҫине пӑхса илсессӗн, Аарон пиччӳ [Ор тӑвӗ ҫинче] канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те халӑхупа пӗрлеш, 14. мӗншӗн тесессӗн Син пушхирӗнче халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра эсир Мана итлемерӗр, итленӗ пулсассӑн шыв хӗрринче пӗтӗм халӑха Манӑн сӑваплӑхӑм курӑнатчӗ.

12. И сказал Господь Моисею: взойди на сию гору Аварим, [которая по эту сторону Иордана, на сию гору Ново,] и посмотри на землю [Ханаанскую], которую Я даю сынам Израилевым [во владение]; 13. и когда посмотришь на нее, приложись к народу своему и ты, как приложился Аарон, брат твой, [на горе Ор]; 14. потому что вы не послушались повеления Моего в пустыне Син, во время распри общества, чтоб явить пред глазами их святость Мою при водах.

Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эльба ҫинче вӑл 9 уйӑх та 21 кун хушши пурӑннӑ, ун хыҫҫӑн нарӑсӑн 26-мӗшӗнче утрав ҫинчен Францие каҫнӑ (Ҫӗр кун пӑх).

Он находился на Эльбе в течение 9 месяцев и 21 дня, после чего переправился с острова во Францию 26 февраля (см. Сто дней).

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Калаҫса пӑх.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кӗтне ҫинче те пулса кур, Сергей Тихоновичӑн вилтӑприйӗ ҫине те пырса пӑх, Петр Семеновичпа пӗрле мотоцикл ҫинче те кисренсе ҫӳре, эпир генералпа утакан сукмака та шыраса туп, Атӑл ҫинчи йӑмраллӑ-хурӑнлӑ ялти «Светланка» чечекӗсене те кайса кур…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ыранччен лайӑх шухӑшласа пӑх.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Куҫран пӑх мана!

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Лайӑх шухӑшласа пӑх та ыран кил.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех