Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫупа (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сан кӑкӑрна ҫурса чӗрӳне кӑларса илӗттӗм, хӑвӑн пуҫупа пӗрле юлташусен пуҫӗсене те ӗмӗрлӗхех тӗкмесем тӑррине тӑхӑнтарса лартӑттӑм.

Я бы хотел вырвать из твоей груди сердце и на веки вечные воткнуть твою голову и головы твоих спутников на частокол па.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ху пуҫупа шухӑшласа пӑхсамччӗ эсӗ, Григорий Пантелевич.

Угадывай сам, Григорий Пантелевич.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнтан хама пуҫран ярса тытрӑм та калатӑп хайхине: «Халех тӑрса кай ман ҫумран, шуйттан анчихрисчӗ! — тетӗп. — Эсӗ кирлӗ мар мана таса хӗр пуҫупа, ҫавӑнпа качча та илместӗп!» —

Схватился я тут за голову и говорю ей: «Вставай и уходи от меня зараз же, будь ты проклята, анчихрист страшный! Не нужна ты мне честная и не буду я на тебе жениться!» —

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ксени, эсӗ ӳссе ҫитӗннӗ, хӑв пуҫупа шухӑшлама пултаракан ҫын! — терӗ Анохин, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе.

— Ксения, ты же взрослый и самостоятельный человек, — пожав плечами, проговорил Анохин.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӑштах пуҫупа шухӑшласа пӑхасчӗ малтан.

Хучь попарил бы спервоначалу.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуҫупа шухӑшласа пӑх-ха, мӗн макӑрас-ха уншӑн?

А подумай своей головой, чего плакать?

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ ан шавла, е пуҫупа ҫапса стенана ишсе антарӑп.

А ты не шуми, а то головой стену развалю!

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑвӑн ватӑ пуҫупа шутласа пӑхнӑ-и эсӗ, — малалла каларӗ Илья, — кампа тата кама хирӗҫ ҫапӑҫатӑн эсӗ?

— Подумал ты своей старой головой, — продолжал Илья, — с кем ты воюешь и против кого идешь?

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

 — Хӑвӑн пуҫупа ӑнлан эсӗ, ӗҫ хӑрассинче мар, руководителе пурин умӗнче те экзамен тытма аван мар…

— Пойми ты, подумай головой, дело не в страхе, руководителю неудобно перед всеми держать экзамен…

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсӗ ху мӗн тунине ӑнланатӑн-и хӑвӑн ухмах пуҫупа?

Да ты понимаешь своей дурной головой, что ты делаешь?

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пуҫупа ма перӗнетӗн Тӗпне ҫитиччен…

Головой склоняясь До самого тына…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫинҫешке пилешӗм, Мӗн тӑратӑн авӑнса, Пуҫупа ма перӗнетӗн Тӗпне ҫитиччен?

Что стоишь, качаясь, Тонкая рябина, Головой склоняясь До самого тына?

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Фронт линийӗ урлӑ мӗнле каҫса каяс пирки сан ухмах пуҫупа шухӑшламан.

— Не твоей головой, дурак, обдумано, как пройти линию фронта.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑн ҫинчен пуҫупа шухӑшласа пӑхнӑ-и эс?

Ты это соображаешь своей мозгой?

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пуҫупа шухӑшласа пӑхран-и?

Ты подумал умом?

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ну, танлашса пӑх: эсӗ пуҫупа ман мӑй таран ҫеҫ.

— Ну на, померься: ты мне с головкой — по шею.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ухмах пуҫупа ҫапла лаплаттартӑн-и, ашак?

Ты так сдуру-то и бухнул, осел?

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эсӗ, йӗркеллӗ мучи, хӑв ҫинчен, ватӑ пуҫупа кама ача ҫураттарни ҫинчен каласа пар.

— Ты бы, порядочный дед, рассказал про себя, с кем ты на старости годов дитя прижил.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, Кондрат, пуҫупа шутлакаласа пӑх-ха, ҫурса антарнӑ кӗпӳшӗн санӑн миҫе сехет сухалама тивет?

— А ну, Кондрат, прикинь мозгой, сколько часов пахать тебе за порватую рубаху?

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Санӑн пуҫупа хӗвелҫаврӑнӑш ҫапмалла!

— Твоей головой бы подсолнух молотить!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех