Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Павлыч (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Павлыч ҫӗнӗ костюмпаччӗ, лайӑх ҫуха тӑхӑннӑччӗ, мӑйӑхне те ҫамрӑкла пӗтӗрсе янӑччӗ.

Наконец Иван Павлыч вышел — в новой паре, в твёрдом воротничке, с закрученными по-молодому усами.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аялти хучӗн ҫурринче ӗнтӗ Иван Павлыч хӑй кӑна пурӑнмасть иккен; Мускав мана малтан темле пушаннӑ пек туйӑнчӗ, ҫапах та ҫак пӗчӗк ҫуртӑн кашни чӳречинченех пуҫсем курӑнчӗҫ.

Уже не один Иван Павлыч, как прежде, занимал половину нижнего этажа, и хотя с первого взгляда непривычно пустой показалась мне Москва, однако в этом маленьком доме почти из каждого окна торчала голова.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара мана каминлӑ пӗчӗк пӳлӗм, унта лапсӑркка та хулӑн френч тӑхӑннӑ Иван Павлыч курӑннӑ пек туйӑнчӗ.

И мне померещилось, что я вижу одинокую комнату с камином и самого Ивана Павлыча в толстом мохнатом френче.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч — пирӗн ватӑ та чипер учитель Ромашова суд тӑвӗ, тесе шутларӑм эпӗ.

Я решил, что Иван Павлыч — наш старый, строгий учитель? — будет судить Ромашова.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пурсӑмӑр та ватӑлтӑмӑр ӗнтӗ, савнӑ Иван Павлыч.

— Мы все постарели, Иван Павлыч, милый.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ акӑ Иван Павлыч ватӑла пуҫлани те курӑнчӗ, унӑн ҫӳлӗ ҫамки картлана-картлана кӗнӗ, питҫӑмартисенче ватӑ сӑн кӗртекен пӗр тикӗс мар хӗрелчӗксем курӑнаҫҫӗ.

Теперь стало видно, как постарел Иван Павлыч, как покрылся морщинами его высокий лоб и на щеках появилась неровная, старческая краснота.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Паян кӗрсе тухасшӑнччӗ-ха, Иван Павлыч!

— Иван Павлыч, сегодня собиралась заехать!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, чунӑм!

— Иван Павлыч, дорогой!..

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч эс килессе пӗлтерчӗ те кӑштах тирпее кӗртес терӗм.

Я уже немного прибрал, когда Иван Павлыч сказал, что ты приедешь.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч вуласа пачӗ мана сан ҫыруна, эпир пӗр полковникпе канашларӑмӑр та, вӑл та пире таврӑнаканнисем питӗ нумай, терӗ.

Иван Павлыч читал мне твоё письмо. Мы советовались с одним полковником, и он тоже сказал, что очень многие возвращаются, очень.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эсӗ Катьӑна пӗлместӗн-ха», тесе Иван Павлыч тӗрӗс калать иккен.

Иван Павлыч был прав — я не знал ее.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫутманччӗ-ха — Иван Павлыч калать ӗнтӗ, Катя, итленӗ май, шӑпах тӑрать пуль.

Но они говорили в сумерках — Иван Павлыч говорил, а Катя слушала и молчала.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хапхаран кӗрсе кайсан та шухӑшӑмра эп унпа пӗрлех пыраттӑм-ха — Иван Павлыч ӑна епле кӗтсе илнине кураттӑм, вӑл, паллах ӗнтӗ, лӑпкӑ пуласшӑн тӑрӑшать, хӑй сӑмах пуҫличчен малтан вӑрӑм мӑнштукне пирус тиреймесӗр тӑрать-тӗр…

Она исчезла в подъезде, но мысленно я шёл за нею — я видел, как Иван Павлыч встречает её, волнуясь и стараясь казаться совершенно спокойным, и как он долго, нервно вставляет папиросу в свой длинный мундштук, прежде чем начать разговор.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч мана ӑсатрӗ те ыранхи кунччен эпир унпа уйрӑлтӑмӑр.

Он проводил меня, и мы расстались до завтра.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, вӑл ҫапах та Катьӑна калаҫтарса ҫавӑрайман вӗт, тӗрӗс мар-и?

— Иван Павлыч, но ведь он же всё-таки её не уговорил, верно?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч, мӗн тейӗр эсир, Ромашка ыйтма та пултарнӑ вӗт унтан.

Иван Павлыч. Вы не думаете, что Ромашка мог потребовать от него…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч, мана халь пӗр шухӑш килсе кӗчӗ.

Иван Павлыч, дело в том, что мне пришла в голову одна мысль.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, — терӗм эп ӳпкелешсе, — халь акӑ сире каллех паллайми пултӑм ӗнтӗ, чӑнах.

— Иван Павлыч, — сказал я с упрёком, — вот я вас опять не узнаю, честное слово!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, сиртен ыйтса пӗлесшӗн эпӗ.

— Иван Павлыч, я хочу задать вам один вопрос.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех