Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Коробин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Каҫарӑр, Терентий Родионович! — райӗҫтӑвком председательне пӳлсе, Коробин аллине ҫӗклерӗ, ҫамкине пӗркелентерчӗ.

— Извините, Терентий Родионович! — Прерывая предрика, Коробин поднял руку, нахмурился.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вӑл кирек мӗн калас пулсан та — Коробин «картран тухса кайрӗ ӗнтӗ».

Что бы он сейчас ни сказал, Коробин, что называется, закусил удила.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тепӗр хут калатӑп! — терӗ Коробин уҫӑмлӑн, сӑмахсене пат татса.

— По-вто-ря-ю! — раздельно и четко проговорил Коробин.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин пит-куҫне юн тулма пуҫларӗ.

Лицо Коробина стало наливаться кровью.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Фактсем вӗсем — чӑркӑш япала, Терентий Родионович, — хыттӑн хирӗҫлерӗ Коробин.

— Факты — упрямая вещь, Терентий Родионович, — жестко возразил Коробин.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тархасшӑн, юлташсем, кам мӗн калас тет ҫакӑн пирки, — терӗ Коробин, пӳлӗм варринче чарӑнса тӑрса, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗресле тытса.

— Прошу вас, товарищи, высказать свои предложения, — останавливаясь посредине кабинета и складывая руки на груди, проговорил Коробин.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин сӗтел хушшинчен тухрӗ те, палас тӑрӑх чупса тенӗ пекех алӑк патне ҫитсе, каялла ҫаврӑнчӗ, вашаклӑн каласа пӗтерчӗ:

Он вышел из-за стола и, почти пробежав по ковровой дорожке до двери и обратно, нервно досказал:

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ акӑ Коробин ӑна кӑшкӑрса тӑкать те пӗрре, ӗмӗрне те манмӑн».

Сейчас он его так осадит, что этот младенец будет помнить всю жизнь».

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин унран пулӑшу кӗтет-ши?

И ждет от него какой-то помощи?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Турӑҫӑм! Мӗн калать вӑл? — шухӑшларӗ Иннокентий, ӑшӗнче ҫамрӑк работнике хӗрхенсе. — Пулса-иртни ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине пӗлме чӗннӗ-ши ӑна Коробин кунта?

«Бог ты мой! О чем он говорит? — подумал Иннокентий и даже пожалел в душе молодого работника. — Неужели Коробин пригласил его сюда, желая узнать, что он думает обо всем случившемся?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пурте килчӗҫ пулас? — ыйтрӗ Коробин хуллен, Иннокентий симӗс ҫитти витнӗ сӗтел хушшине Вершининпа юнашар кӗрсе ларнӑ-ларманах.

— Кажется, все? — тихо поинтересовался Коробин, как только Иннокентий сел рядом с Вершининым за покрытый зеленой скатертью стол.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин ҫакӑн пек хаяр та ют пулнине Анохин нихҫан та курманччӗ-ха.

С тех пор как Апохип знал его, он никогда еще не видел Коробина таким строгим и отчужденным.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анохин кӗрсен, пурте чӗмсӗррӗн ун еннелле ҫаврӑнчӗҫ, чӗмсӗррӗн сывлӑх сунчӗҫ, хӑйӗн умне сарса хунӑ хутсем ҫине пӑхса ларакан Коробин пуҫне те ҫӗклесе пӑхмарӗ.

Когда Анохин вошел, все молча обернулись к нему, молча ответили на приветствие, и лишь один Коробин, глядя в разложенные перед ним бумаги, не поднял головы.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Ҫапла пуль терӗм ҫав», — шухӑшларӗ Иннокентий кичемленсе, пӗтӗмпех — Ксени отчетпа суйлав пухӑвне кайнине те, телефон чӗнменнине те, Коробин команда панӑ пек кӗскен чӗннине те, парторг ирех килнине те — пӗр тӗвве тӗвӗлесе.

«Так я и знал», — холодея, подумал Иннокентий, мысленно связывая в один узел и поездку Ксении на отчетно-выборное собрание, и молчание телефона, и краткий, как команда, вызов Коробина, и ранний визит парторга.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапла чӗнни темскер лайӑх мар, тен, хӑрушӑ япала пулнине пӗлтерет пулмалла, ахальтен Коробин унпа ҫавӑн пек сиввӗн калаҫман пулӗччӗ.

В этом вызове таилось что-то неприятное и, может быть, даже опасное, иначе Коробин не стал бы так сухо разговаривать с ним.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени Коробин хушнипе пӗрмаях колхозсене туха-туха кайнине чӑтма вара Иннокентишӗн чӑнах та ҫӑмӑл мар.

Труднее всего Иннокентию было мириться с вынужденными отлучками Ксении в колхозы, куда она постоянно выезжала по заданиям Коробина.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ман шутпа, Коробин хӑех тавҫӑрса илет пулӗ-ха кама та пулин яма.

— Хотя, я думаю, Коробин сам догадается кого-нибудь прислать.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ыран ирех Улма чӑпара кӳл те, Мрыхин Коробин патне вӗҫтертӗр, унне сехрине хӑпарттӑр.

— С утра запрягай Серого — пускай Мрыхин катит в район к Коробину и нагонит на него страху.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗлӗкрех Коробин ун пек тӑвакан марччӗ, ҫынсенчен яланах хытӑ ыйтатчӗ пулин те, тӳсӗмлӗн итлекенччӗ, пулӑшаканччӗ, паян вара Черемшанкӑра пурте лайӑх иртсе кайтӑр тесе, Ксени те унпа пӗрле тӑрӑшман пек, вӑл пӑшӑрханни-иккӗленнине нимӗн те шута илмерӗ.

Раньше он себе этого не позволял — был всегда строг, требователен, но терпеливо выслушивал и не отказывал в поддержке, а сегодня отмахнулся от всех ее тревог и сомнений, как будто она вместе с ним не озабочена тем, чтобы в Черемшанке все прошло хорошо.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени хирӗҫ калама пуҫларӗ, анчах Коробин хуравламарӗ.

Ксения стала возражать, но Коробин не отвечал.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех