Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кичемлӗх пуснӑран, — ку мана маларах килӗшмен пек туйӑнсаччӗ пулин те, — эпӗ вырӑнти интеллигенципе: вунпилӗк ҫухрӑмра пурӑнакан ксендзпа, ун патӗнче службӑра тӑракан «пан органистпа», ҫакӑнти уретникпе тата отставкӑна унтер-офицер йышӗнчен тухнӑ кӳршӗ именири кантурҫӑпа паллашма хӑтланкаларӑм, анчах ман кунран ним те пулса пӗтеймерӗ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑлхара ҫил-тӑман шӑхӑрать, самантлӑха кӑна, ҫанталӑк лӑпланнӑ пек чухне, ҫак шӑплӑх чуна асаплантаракан, нимӗне пӗлтермен, кичемлӗх пустаракан сасӑран та янравлӑрах пек туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр сӑмахпа каласан, Саня туйӗ хаваслӑ пулчӗ, анчах та таҫта шалта, хамӑн чунӑма кичемлӗх пусса илнине те туйрӑм эпӗ, кун пирки хама хам та ӗненмерӗм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та эпӗ Энскра унсӑр пуҫне хама кичем пулни ҫинчен, ҫав кичемлӗх иртнинче пӗрле ҫӳренӗ вырӑнсенче пӗччен ҫапкаланнӑ чухне пушшех те пусса илни ҫинчен, Петька пӗр вӗҫӗмрен хавхаланса ҫӳрени ҫинчен пӗр сӑмах та шарламарӑм.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Энскинче мана кичемлӗх пусса илчӗ, маншӑн вара Мускава ҫитсе, кӗнекесене тытса ларсанах, кичемленсе ларма вӑхӑт тупӑнас мар пек туйӑна пуҫларӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мана темле кичемлӗх пусса илчӗ, чунӑм теме сиснӗ пек пулчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Соня Крукӑн — кичемлӗх ҫук ун».
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Пирен государствӑра кичемлӗх ҫук».
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мана кичемлӗх пусса илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗррехинче ҫапла, ҫывӑрма выртсан, йӑмӑк лӑплансан (вӑл яланах юлашки сӑмахне каланӑ чухне ҫывӑрса каять), каллех ҫав кичемлӗх пустаракан шӑплӑх ҫаврӑнса ҫитрӗ, унтан мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнчӗ, эпӗ чӳречерен шакканине илтрӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара мана кичемлӗх пуса пуҫларӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Гриша Гвоздев, кичемлӗх пуснипе тӗлӗрнӗ пек пулса, ним чӗнмесӗр выртрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавах та пирӗн патра лайӑххи нумай% тус-тантӑшӗсемпе пӗрле чух кичемлӗх мӗнне пӗлмеҫҫӗ.
Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Вӑл вара, — вӑл малтанах уншӑн мар, ун урлӑ Кирсанова ҫинчен пӗлме килетчӗ пулмалла; анчах паллашнӑранпах, кичемлӗх ҫинчен, унтан мӗнле хӑтӑласси ҫинчен калаҫнӑранпах вӑл ӑна хисеплени, кӑмӑллани курӑнать.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн ҫул-ҫӳревҫӗрсем вара сире Англи обществинчи кичемлӗх ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.И ваши путешественники говорят вам о скуке английского общества!
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кичемлӗх пирӗн, акӑлчансен, нумай; анчах эпир, американецсем, ӑна пӗлместпӗр.Скука в моде у наших братьев, англичан; но мы, американцы, не знаем ее.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун чухне малашлӑх мана урӑхла, кӑмӑллӑрах пулассӑн туйӑнатчӗ; малашне те ҫапла пурӑнма май ҫуккине курсан, эпӗ хама кичемлӗх кӳрекен пурнӑҫран мӗнле те пулин хӑвӑртрах, — каллех манӑн чӑркӑш, йывӑр сӑмах каламалла пулчӗ — мӗнле те пулин хӑвӑртрах хӑтӑлса тухасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак «кичемлӗх» сӑмаха калама мӗнле йывӑррине пӗлетӗп эпӗ; анчах хам тӳрӗ чунлӑ пулни ӑна пытарса тӑма памасть мана.Я знаю, как щекотливо выговорить это слово «скука»; но добросовестность не позволяет мне утаить его.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, кичемлӗх мар ку, ку вӑл паян манӑн оперӑна каяс килнине аса илни ҫеҫ, анчах Кирсанов, тимсӗрскер, билет илме кая юлса кайрӗ: Бозио юрланӑ чухне 11 сехетре 2 тенкӗлӗх билет тупма ҫуккине пӗлмен пекех ҫав.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Юлашки вӑхӑтра хӑшпӗр чух мӗншӗн кичем пула пуҫларӗ-ха ҫак мана? е кичемлӗх мар-и ку, ахаль ҫеҫ-и?«Что это в последнее время стало мне несколько скучно иногда? или это не скучно, а так?
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.