Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳрчӗ вара вӗсен вулӑсри писӑр шӑлаварӗнчен икӗ хут кивӗрех, ун тӑрринче, хӑшпӗр ҫӗрте, улӑм та ҫук.Хата их была вдвое старее шаровар волостного писаря, крыша в некоторых местах была без соломы.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тен вӑл ҫакӑнпа пулса иртрӗ: тимӗр пичке, хӑмаран ҫапкаласа тунӑ ҫурт тата кивӗрех витре вырӑнне халӗ ҫул хӗррине урапаллӑ виҫӗ ҫурт туса лартнӑ, вӗсене кашнине йывӑҫ пусма тӑрӑх кӗмелле.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӑварах тимӗр пичке, мӑкӑлтанса пӗтнӗ лейка выртать, сар ҫу тӗслӗ тавот тултарнӑ кивӗрех витре, хӑмасенчен ҫапкаласа тунӑ хӳтлӗх ларать, улӑм, кӗске кӗрӗк выртать, кунтах ҫӗре шалча тӑрӑнтарса лартнӑ, ун ҫине фанер татки ҫапса хунӑ та, мазутпа «1-мӗш №-лӗ трактор бригади», тесе ҫырса хунӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл хӑйӗн тахҫанхи ҫӳхе пиншакнех тӑхӑнса янӑ, уринчи кивӗрех атти тусанланса пӗтнӗ, кӑвакрах пусма шӑлавар тӑхӑннӑ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пурне те тройка кӳлсе янӑ тарантас ҫинче ларса пынӑ пек туйӑнать: урнӑ пек ӗрӗхсе кайнӑ утсем, ҫӑварлӑхӗсене ҫыртса лартса, тарантаса пӗр вӗҫӗмсӗр таҫта, лакӑм-лӗкӗмсенче сиктере-сиктере, ҫӗр тӗттӗмлӗхне ӗрӗхтерсе кайнӑ пек; кивӗрех тарантас, юлашки хут шартлатса илсе, халь-халь арканса каяссӑн туйӑнать…
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сарлака ӗнси ҫинелле кивӗрех ҫӗлӗк анса ларнӑ, — ӑна вӑл хуҫисем пӑрахса кайнӑ пӗр ҫул хӗрринчи пӳртре тупса тӑхӑннӑ-мӗн, пиҫиххийӗ ҫумне сунарҫӑ ҫӗҫҫи тата икӗ граната ҫакса янӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кивӗ брезент плащ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ пусмаран ҫӗленӗ пушшех те кивӗрех пиҫиххи ҫыхнӑ Ҫӑрттан мучи, шӑннипе кӳтсе кайнӑскер, хӑйне кура мар вӑрахчен ним чӗнмесӗр ларчӗ, ахаль те шухӑ чупакан ӑйӑрсене хӑваласа, чӑпӑрккипе хӑмсаркаларӗ, тутине шӑхӑрттарса чаплаттара-чаплаттара илчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сасартӑк вӑл мана мӗн те пулин асӑнмалӑх япала пама пулчӗ те сӑран алсине пачӗ, алси кивӗрех пулин те питӗ лайӑхчӗ-ха, пӗрминчен пӗрешкепе ҫыхмаллаччӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чул хумӗпе ҫавӑрса тунӑ кил картинче пӳртрен те пӗчӗккӗ кивӗрех кӑна тепӗр лаҫӑ пӑхса ларать.На дворе, обведенном оградой из булыжника, стояла избочась другая лачужка, менее и древнее первой.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кивӗрех пилотка унӑн тураса лартнӑ ҫӳҫӗ ҫинче лапчӑннӑ кукӑль пекрех выртнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Хушнине ту, ывӑлӑм, — терӗ те вӑл, Ваньӑна кивӗрех ҫӳхе сӑран перчетке тӑхӑннӑ пысӑках мар аллипе хӑй патӗнчен хуллен тӗртсе ячӗ.– Выполняй, сынок, – сказал он и слегка оттолкнул Ваню рукой в потёртой замшевой перчатке.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Лорх Иванӗ тӑхӑнасса та, ытти ҫынсем пекех, кивӗрех пиншак, тӗсӗ кайнӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет.Иван Лорх, как и другие люди, ходит в поношенном пиджаке и в отцветавших шароварах.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Вӑл кивӗрех пӳртре пурӑнать, анчах ун патне ял-йыш яланах пырса ҫӳрет.Он живет в ветхой избушке, но его всегда навещали жители деревни.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
Сӗт турттарма юриех кивӗрех «уазик» туяннӑ.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02