Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Кайӑк (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк таҫтан ҫав пӗчӗкҫӗ сарӑ кайӑк сиксе тухса, сан умӑнти хӑмӑш туни ҫине ларать, хӑмӑш туни авӑнкалать, кайӑк хытӑ чӗвӗлтетет.

Вдруг откуда ни возьмись эта самая желтая птичка садится на тростинку впереди тебя, качается на ней и попискивает.

Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.

Пирӗн Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче ҫав тискер кайӑка темӗншӗн барс тесе тӗрӗс мар ят панӑ, вӑл Кавказри барс евӗрлӗ те мар: вӑл тискер кайӑк — леопард, тигрӑн ҫывӑх тӑванӗ, унӑн тирӗ калама ҫук илемлӗ.

Зверь этот ведь у нас на Дальнем Востоке совсем неверно называется почему-то барсом и даже мало похож на кавказского барса: этот зверь есть леопард, ближайший родственник тигра, и шкура его необыкновенно красива.

Барс // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 40–42 с.

Ҫуртӑн иккӗмӗш хучӗ пӗрремӗш хутӗнчен ытларах урамалла тухса тӑрать, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш хучӗсем иккӗмӗшӗнчен ытларах тухса тӑраҫҫӗ; пӗтӗм ҫурчӗ хӑйӗн авалхи касса тунӑ эрешӗпе, аялти икӗ хулӑм юпипе, черепица витнӗ шӗвӗр тӑррипе тата малалла кайӑк сӑмси пек кӑнтарӑнса тӑракан вӑрӑм мачча каштипе курпунне кӑларнӑ тем пысӑкӑш кайӑка аса илтерет.

Второй этаж выступал на улицу больше первого, третий и четвертый еще больше второго; весь дом с своей ветхой резьбой, двумя толстыми столбами внизу, острой черепичной кровлей и протянутым в виде клюва воротом на чердаке казался огромной, сгорбленной птицей.

IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Пӗр кун хушшинче вӑл павильонра вырнаҫма ӗлкӗрчӗ; малай ҫынни пулӑшнипе хӑйӗн хаклӑ япалисене кӑларса хучӗ: кавирсем, йӑпӑрка-пурҫӑн, пархӑт-парча тумтирсем, хӗҫ-пӑшал, чашӑксем, финифтьпе эрешленӗ турилккесемпе куркасем, ӗнчӗ-ахахпа илемлетнӗ ылтӑн, кӗмӗл япаласем, янтарьтен, слон шӑмминчен касса кӑларнӑ пӗчӗк арчасем, кӗтеслӗ-кӗтеслӗ кӗленчесем, пылак ҫимӗҫсем, чӗлӗм туртмаллисем, тискер кайӑк тирӗсем, хальччен курман вӗҫен кайӑксен тӗкӗсем тата ытти тӗрлӗ япаласем, — вӗсенчен хӑшӗ-пӗри мӗн тума кирлине те пӗлеес ҫук, ӑнланаяс ҫук.

В течение дня он успел устроиться в своем павильоне; выложил с помощью малайца привезенные редкости: ковры, шелковые ткани, бархатные и парчовые одежды, оружие, чаши, блюда и кубки, украшенные финифтью, золотые, серебряные вещи, обделанные в жемчуг и бирюзу, резные ящики из янтаря и слоновой кости, граненые бутыли, пряности, курева, звериные шкуры, перья неведомых птиц и множество других предметов, самое употребление которых казалось таинственным и непонятным.

III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Эпӗ урасӑр, алсӑр юлнӑ пулсан, кунран лайӑхрах пулатчӗ; хӑлхасӑр юлам, ку начар ӗнтӗ, ҫапах та чӑтса ирттерме пулать, анчах сӑмсасӑр ҫын… шуйттан кӑна пӗлет вӑл кам пулнине: кайӑк тесен, кайӑк мар, ҫын тесен, ҫын мар, ил те ӑна чӳречерен пӑрах!

Будь я без руки или без ноги — всё бы это лучше; будь я без ушей — скверно, однакож всё сноснее; но без носа человек — чорт знает что: птица не птица, гражданин не гражданин; просто, возьми да и вышвырни за окошко!

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

— Нимӗҫсем — тискер кайӑксем, эсӗ вара пӗччен… тискер кайӑк шӑтӑкнех…

 — Немцы — звери, а ты одна… в звериное логово…

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тискер кайӑка урайне пӑрахса хӑй ачисене: — Пӑхӑр-ха, эпӗ вӑрмантан мӗн тытса таврӑнтӑм. Темле тискер кайӑк, эпӗ унӑн ятне те пӗлместӗп, — тенӗ вӑл.

Дома скинул зверя на пол и говорит своим сыновьям: — Глядите, какого я зверя пристукнул в сосняке. Совсем непонятный зверь. Даже и прозванья его не знаю.

Ӑнланса илмелле мар тискер кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

— «Кайӑк пек, анчах ун пек пысӑк кайӑксем пулмаҫҫӗ» тетӗн-и.

— Похоже на птицу, но таких птиц не бывает.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

— Вӑл кайӑк евӗрлине эпӗ, паллах, курса тӑтӑм та, анчах ун пек пысӑк кайӑксем пулмассине пӗлетӗп-ҫке эпӗ.

— Я, конечно, видел, что это похоже на птицу, но я же знаю, что таких больших птиц не бывает.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Ҫӑлтӑрсем айӗнче вӑл шурӑ ҫунатлӑ пӗлӗтсем ҫине вӑйкӑнса пырса кӗрет те (кӑйкӑр кайӑк ҫапла, акӑша хӑваласа ҫитсе, чӑнках каҫӑртса хунӑ пӗсехипе пырса ҫапать), йӑвашланнӑ ҫӗр ҫине, хумлӑн-хумлӑн чӳхентерсе, шурӑ мамӑк тӑкать, хутора, хӗресленсе пӗтнӗ ҫулсене, ҫеҫенхире, ҫынсемпе тискер кайӑксен йӗрӗсене витсе хурать…

Под звездами он хищно налетал на белоперую тучу (так сокол, настигнув, бьет лебедя круто выгнутой грудью), и на присмиревшую землю, волнисто качаясь, слетали белые перышки-хлопья, покрывали хутор, скрестившиеся шляхи, степь, людской и звериный след…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шикленет кунта ҫул ҫӳревҫӗ, шикленет тискер кайӑк, вӗҫен кайӑк та айлӑма сайра вӗҫсе анать.

Жутко здесь путнику, жутко тут зверю, редкая птица слетит в ущелье.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Илӗм-тилӗмлех, апат шыраса, пахча картисем патне кайӑк хурсем, тикӗшсем, кайӑк кӑвакалӗсем ишкелесе пыраҫҫӗ.

На зорях к огородам подплывали в поисках корма дикие гуси, казарки, стаи уток.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӗрех май Григорипе пӗрле, пӗр ҫӗр пӳртре пурӑнчӗ, ӑна вӑйлӑ тискер кайӑк хӑйнешкел тепӗр вӑйлӑ тискер кайӑка хисепленӗ пек хисеплерӗ.

Он жил все время в одной землянке с Григорием, относился к нему с тем уважением, какое сильный зверь испытывает к столь же сильному.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хир кӑркки — есаул, Кӑвакарчӑн — уралец, Улатпа — атаманец, Шӑнкӑрчсем — калмӑксем, Кӑйкӑр кайӑк — линеец, Чанасем — чикансем, Ӑсан кайӑк — пехота, Чакаксем — улпутсем, Кӑвакал — молдаванка…

Вот и лунь — есаул, И витютени — уральцы, А голуби — атаманцы, Клиндухи — линейны, Скворцы — калмыки, Галки — цыганки, Сороки — дворянки, Сера уточка — пехота, А казарки — молдаванки…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шумилин Мартин, хулсӑр Алексейӗн тӑванӗ, ҫак ылханлӑ кайӑка масар карти ҫумӗнче икӗ каҫ хуралласа тӑчӗ, анчах та ӳхӗ — куҫа курӑнми ытарлӑ кайӑк — нимӗн сасӑсӑр ун пуҫӗ ҫинченех вӗҫсе каҫать, масарӑн тепӗр пуҫӗнчи хӗрес ҫине кайса ларать, ыйхӑллӑ хутор ҫине каллех хӑйӗн сехрене хӑпартакан сассисене сапалама тытӑнать.

Шумилин Мартин, брат безрукого Алексея, две ночи караулил проклятую птицу под кладбищенской оградой, но сыч — невидимый и таинственный — бесшумно пролетал над ним, садился на крест в другом конце кладбища, сея над сонным хутором тревожные клики.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ытарма ҫук Днепр ҫуллахи ӑшӑ каҫсенче те, ун пек чухне мӗн пурри ыйӑха путать — этем те, тискер кайӑк та, вӗҫен кайӑк та, — пӗр турӑ кӑна пӗлӗтпе ҫӗре чаплӑн пӑхса ҫаврӑнать те чаплӑн ризине силлет.

Чуден Днепр и при теплой летней ночи, когда все засыпает — и человек, и зверь, и птица; а бог один величаво озирает небо и землю и величаво сотрясает ризу.

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пирӗн шурлӑхсенче ҫаплах-ха кайӑк кӑвакал ушкӑнӗсем кӗшӗлтетеҫҫӗ; анчах вӗлтӗрен кайӑкӗсем асра та ҫук ӗнтӗ.

Стаи уток еще толпились на болотах наших, но крапивянок уже и в помине не было.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сӑртра курӑк ҫисе ҫӳрекен сурӑхсем кайӑк пӑнчӑсем пӗк курӑнаҫҫӗ; ӑшӑшӑн тунсӑхланӑ кӗтӳсем хӗвел ҫинче ачашланса хӗртӗнеҫҫӗ; ӗнесем, ҫӑм тӑкса; хӑйсен хӗллехи тумне хываҫҫӗ, кураксем, шӑнкӑрчсем тата ҫеҫенхирти ытти тӗрлӗрен вӗтӗ кайӑксем хӗрлӗрех ҫӑм чӑмаккисене хӑйсен йӑвисене ҫӗкле-ҫӗкле каяҫҫӗ…

Овцы, питающиеся травой на холме, были похожи на птичьи точки; стада, истосковавшие по темлу, нежно грелись на солнце; коровы, линяя шерсть, снимали свою зимнюю одежду; вороны, скворцы и разные медкие спетные птицы поднимают красные комья шерсти и несут в свои гнезда…

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ вара хамӑн хаярлӑха пӗтӗмпех ирӗке ятӑм — эпӗ тискер кайӑк пулса тӑтӑм, усал та чее тискер кайӑк.

И я дал волю моей злобе — я сделался зверем, злым и хитрым зверем.

XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хӗвелтухӑҫӗ, ӑна аялтан вут чӗртнӗ пек, хӗмлӗн хӗрелсе кайнӑ, ҫавӑнпа аэродром ҫийӗнчи тӑрӑхӑн сарса хунӑ тутӑр пек вӑрӑм пӗлет те, ирхи сывлӑмпа пӗрле пӗлӗтрен ӳкнӗ пек туйӑнакан йӗпе тӗтре те кӗрен тӗспе сӑрланнӑ; хӑйсен станицинче Ирина ҫакӑн пек ҫӳллӗ тӳпене те, ҫакӑн пек пӗлӗте те, ҫакӑн пек тӗтрене те нихҫан та курман; тӗтре витӗр, шурӑ кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксем пек, пысӑк самолетсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, Иринӑна вӗсем хула ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек туйӑнаҫҫӗ, вара вӑл ҫак кайӑксенчен хӑшӗ ӑна пӗлӗтсем хушшине илсе каясси ҫинчен пӑшӑрханса шутлать.

Восток был ярко-красный, точно его подожгли снизу, отчего и длинная, как раскинутая шаль, тучка над аэродромом и зыбкий туман, вместе с росой, упавшей с неба, были окрашены в розовый цвет; в своей станице Ирина никогда не видела ни такого высокого неба, ни такой тучки, ни такого тумана; сквозь туман, как рисунок на матовом стекле, выступали темные очертания больших и малых самолетов, Ирине они казались стаей птиц, зазоревавших вблизи городка, и она с тревогой думала, какая же из этих птиц унесет их за облака.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех