Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ: ах! ку тискер кайӑк пулӗ, тесе хӑраса чупса каятӑн та чӑнах та тискер кайӑк ҫинех пырса кӗретӗн.
Тӗнчери усал-тӗсел мӗнтен пулать // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл аяккинелле чупса кайсан тин, тискер кайӑк шӑрши ӑҫтан хытӑрах кӗнине сиссе, ҫав еннелле кайӑк хыҫҫӑн чупать.Она отбежит в сторону и тогда только чует, в какую сторону сильнее пахнет, и бежит за зверем.
Сисӗм // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Нанду — Кӑнтӑр Америка тӳремлӗхӗсенче пурӑнакан кайӑк, ҫамрӑк нанду какайӗ питӗ тутлӑ; ку вӑл вӑйлӑ кайӑк, хӑш-пӗрисен пӗвӗ икӗ метртан та иртет, тӳрӗ сӑмсаллӑ, унӑн ҫӑра кӑвак тӗклӗ вӑрӑм ҫунатсем, уринче чӗрнеллӗ виҫӗ пӳрне, — ҫакӑнпа нанду икӗ пӳрнеллӗ африка страусӗсенчен чылай уйрӑлса тӑрать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Вӑт епле таса кайӑк, — тет амӑшӗ, кайӑка хисеплесе.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пуринчен те нумаййи вара ку кайӑк пасарӗнче — кайр текен кайӑксем.
Кайӑк-кӗшӗк пасарӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 135–138 с.
Иккӗмӗш хутӑн чӳречисенчен кӗнекесем хурса тултарнӑ питӗ пысӑк шкапсем стена ҫумӗнче тӑни курӑнать, урайӗнче, пӗр чӳрече умӗнче, пысӑк кайӑк йӑви евӗрлӗ е кайӑк чӗпписем пухӑнса ларнӑ евӗр, темӗнле хура купа выртать.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл, паллах ӗнтӗ, лӑпкӑ ларакан кайӑка хӑратса тартмасть, анчах вӑл мӗнле майпа кайӑк патне йӑпшӑнса ҫывхарма пултарнӑ-ши?
XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл ҫакӑнта ларнӑ чухне унӑн пуҫӗ ҫийӗпе темле хура лӑпкӑ кайӑк вӗлтлетсе иртрӗ те аяккалла вӗҫсе кайрӗ, — кайӑк вӗҫсе иртни ӑна ыйхӑран вӑратса ура ҫине тӑратрӗ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Академик пуҫне ҫӗклерӗ те каллех пысӑк кайӑк пек пулса тӑчӗ, анчах кӑтӑш пулса лараканни пек мар, вӗҫме хатӗрленсе хӑлаҫланнӑ кайӑк пек.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫав телей иксӗлесрен хӑраса, вӑл ӑна, кайӑк тытакан ҫын хӑй тытнӑ сайра тӗл пулакан кайӑка хупласа лартнӑ пек, хупласа лартма васкарӗ.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрне-пӗри лайӑхрах уйӑрса илме Лозинскисем хӑйсен хушамачӗ ҫумне тӗрлӗ кулӑшла ятсем хушса каланӑ: пӗрисене вӗҫен кайӑкпа тискер кайӑк ятне панӑ, теприсене Лачака е Кустӑрма тенӗ, хӑшӗсене тата Кунча тесе те чӗннӗ…
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Асӑннӑ Лунина Марфа Яковлевна, вӑлах Хуркайӑк, леш йӳҫӗ хупахсем хушшинче ҫӑмарта шыранӑ чух унта кайӑк тӗкӗ, урӑхла каласан чӑх тӗкӗ, ҫавӑн пекех тата чӑх шӑммисем нумай курнӑ, ку ӗнтӗ унта тискер кайӑксем, тепӗр майлӑ каласан, тилӗсем, нумай пулнине пӗлтерет.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тискер кайӑк сассине, курӑк тымарӗсене, шыв тарӑнӑшне пӗлет вӑл, вӑрманта пӳрте кӗҫҫепе сиплеме юраманнине те пӗлет, мӗншӗн тесен кайӑксем йӑва тума йӑтаҫҫӗ ӑна.
XI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Унӑн ӳтне урисенчен пуҫласа мӑйӗ таранах тӗрленӗ пулнӑ, кӑкӑрӗ ҫине ҫуначӗсене сарса янӑ киви кайӑка ӳкернӗ, ҫав кайӑк унӑн чӗрине сӑхса тӑнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку чӑнах та тӗрӗсе килме пултараймасть, ҫавӑнпа ученый темле пӗлмелле мар кайӑк Эрарпа Плейель сассисене ҫавӑн пекех ӑнӑҫлӑ ӳкернӗ пулӗ тесе шухӑшласан, мая та килӗ терӗ, мӗншӗн тесен Австралин ытти кайӑкӗсем те сехет пек аванах шаккаҫҫӗ, е пушӑ пек шартлаттарса яраҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑш-пӗр чухне унӑн мачта тӑррисем темӗн ҫӳллӗш ҫыранта шывалла усӑнса аннӑ бук йывӑҫҫин турачӗсен айӗпе сӗртӗнсе иртет; час-часах яхтӑн винчӗсем пысӑк шыв вӑррисен лӑпкӑ шывӗсене пӑтратса илеҫҫӗ те, мӗнпур кӑвакалсемпе кайӑк хурӗсем, хир чӑххисемпе кайӑк кӑвакалӗсем тата ҫак вырӑнсенчи ытти ӗрчевлӗ чӗрчунсем ыйӑхран вӑранса кӗшӗлтетсе юлаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
…Унтан тепӗр кунне эпӗ вӑрмана пӗчченех кайрӑм та ҫиленнипе кайӑк йӑвине ҫӗмӗртӗм, кайӑкне чулпа пит хытӑ петӗм те, кӑшт ҫех ӑна тивеймерӗ, вӑл аран аран вӗҫкелесе хӑтӑлчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ку вӑл малалла кайма юраманнине, тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк кунтах, чӑрӑш турачӗ айӗнчех ларнине пӗлтернӗ.
Вӑрман чатӑрӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 97–98 с.
Темӗн пысӑкӑш ҫӑткӑн вӗҫен кайӑк мӗскӗн пекех туйӑнать: ҫавнашкал улӑп — пӗчӗкҫӗ кайӑксенчен хӑраса тарать.У громадного хищника был жалкий вид: этакая махина – и улепётывает от птичек во все лопатки.
Хӑнасем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 84–85 с.
Ним чакак илемӗ те юлмасть ун чухне ҫав вӗҫен кайӑкӑн, вӑл чакак иккенне кӑна мар, мӗнле те пулсан урӑх вӗҫен кайӑк иккенне те пӗлеймен; вӑл ахаль чӑпар чӑмӑркка, пуҫлӑ чӑмӑркка ҫеҫ пулса тӑрать.
Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.