Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл витӗрех шӑннипе вӑранса кайрӗ, куҫне уҫрӗ те асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса тӑракан куҫҫуль пӗрчисем витӗр сивӗ хӗвеле, чӗмсӗррӗн сарӑлса выртакан аслӑ хирӗн талккишне, горизонт хӗрринчи тӑхлан тӗслӗ сӑрӑ тӳпене тата инҫех те мар курӑнакан тӗмӗн шап-шурӑ ҫӗлӗкӗ ҫинче хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка тилӗ тӑнине курчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сайра хутран Давыдов пасарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсем хушшипе малалла пӑхса илет те ҫул ҫинчен вӑштах вӗҫсе ҫӗкленекен кураксен ҫунаттисем хӗвел ҫуттинче кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлтӑртатса илнине курать, унтан ыйхӑ пусни унӑн куҫӗсене каллех хуплать.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кашкӑрӑнни евӗр чӑнкӑ та кукшаланма пуҫланӑ ҫамки айӗн вӑл хӑвӑрттӑн пӳлӗм ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан, путса кӗнӗ куҫ лупашкисенчен йӑлтӑртатса пӑхакан сенкер пӗчӗк куҫӗсене йӑл кулнӑн хӗссе илчӗ те тенкел ҫинче ларакан хӗрарӑмсене — кил хуҫи арӑмӗпе кинне — пуҫ тайрӗ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Владимир Иваныч-и? — тесе ыйтать Очумелов, пит-куҫӗ те йӑвашшӑн йӑлтӑртатса илет.Владимир Иваныч? — спрашивает Очумелов, и все лицо его заливается улыбкой умиления.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Унӑн ҫил-тӑвӑла ҫаврӑннӑ кӑшкӑрашӑвӗнчен ытларах та ытларах, вӑрӑм та ҫинҫе ҫӗҫӗ пек йӑлтӑртатса, хӑрушӑ сӑмах янраса каять:Из бури ее слитных криков все чаще раздается, сверкает, точно длинный, гибкий нож, шипящее слово:
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫиллентернипе хаярланса кайнӑ вуншар пин ҫӗлен пек, ҫутӑсем чӑшлатаҫҫӗ, йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳхе эрешмен карти пек каркаланнӑ ҫуртсен серепине лекнӗ ҫынсем, хура шӑна ушкӑнӗ евӗр, вӑйсӑррӑн, салхуллӑн сӗрлеҫҫӗ те ерипен хускалаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑл — лайӑх тупӑш илме тесе тунӑ предприяти, ӑна ҫыннӑн ӗҫ укҫине кӗсйинчен ҫаратма тунӑ, ҫавӑнпа та вӑл, ылтӑна хапсӑнса ҫунаканскер, ҫак йӑлтӑртатса тӑракан кичем пурнӑҫ шурлӑхӗнче виҫӗ хут ирсӗр те йӗрӗнчӗк…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫутӑ куҫсем, йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ йывӑҫ айӗнче юнне ҫухатса шурса кайнӑ пуҫ мими пек, тата ытларах ҫуталса каяҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӑйӑр хӗвел ҫинче ӑшшӑн йӑлтӑртатса выртать, ылтӑн пек йӑлкӑшать вӑл, ун тӑрӑх лартса тухнӑ витӗр курӑнакан ҫуртсем пир ҫине пурҫӑн ҫиппе тӗрленӗ тӗрӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫулӑм пек ҫутӑ выляни пуҫра тӗлӗнмелле ӗмӗтсем ҫуратать: лере, керменсен пӳлӗмӗсенче, ҫулӑм пек хӗрӳллӗ савӑнӑҫ йӑлтӑртатса ҫиҫсе тӑнӑ ҫӗрте, нихҫан та, никам та илтмен музыка шӑппӑн та мӑнаҫлӑн янӑранӑн туйӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Унран инҫех те мар, пылчӑклӑ шыв ҫинче, тӗттӗм тӳпери пӗртен-пӗр пысӑк ҫӑлтӑр йӑлтӑртатса тӑратчӗ.Недалеко от нее в грязной жирной воде отражалась какая-то большая звезда из черной пустоты над нами.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ку сӑмах, май уйӑхӗнчи уяр кун пекех, тӗрӗс пулнӑ: Нунча хӗрӗ, ҫынсем сисмесӗрех, амӑшӗ пекех ҫӑлтӑрӑн-шуҫӑмӑн йӑлтӑртатса тӑракан пулса ҫитӗнсе кайнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл ерипен пуҫне пӑркаларӗ, хӗвеле хирӗҫ йӑл кулса, сасартӑк чӗрӗлсе кайрӗ, аллине сулчӗ, вара хура куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Стена пек пулса тӑракан салтаксем хумханса илнӗ те, ҫав стена икӗ еннелле уҫӑлакан йывӑҫ хапха пек уҫӑлса кайнӑ; ун хушшипе, ташласа та хартлатса утсем юртса тухнӑ та, офицер кӑшкӑрни илтӗннӗ, утлӑ ҫар ҫинче, сывлӑша ҫурса, хӗҫсем вылянса илнӗ, кӗмӗл лентӑсем пек йӑлтӑртатса кайнӑ, пурте пӗр еннелле хӑмсарнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Штык тӑррисем те тапранмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Тинӗс хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса кулать; вӑл, шухӑшӗ пулсан, пӗр хускалса илсенех, лилипутсен ӗҫӗнчен йӗр те юлас ҫуккине пӗлсе тӑракан Гуливерӑн ырӑ кулли пек.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫӳлте-ҫӳлте, ҫут тӳпере йӑлтӑртатса хӗвел хӗмленнӗ, тусем вӗри сывлӑшпала пӗлӗтелле сывланӑ, сенкер-кӑвак хумсем чулсем ҫумне ҫитсе арканнӑ…Высоко в небе сияло солнце, а горы зноем дышали в небо, и бились волны внизу о камень…
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Пӗчӗк ҫынсем пысӑк йывӑҫсем хушшипе, хаяр аҫа ҫапса шавланипе пӗшкӗнсе, малалла утнӑ; улӑп-йывӑҫсем, тайӑла-тайӑла, ҫатӑртатса, ҫилӗллӗ, хӑрушӑ юррине янӑратнӑ; ҫиҫӗмсем, сивӗ, сенкер ҫутӑпа йӑлтӑртатса, вӑрман ҫийӗпе вӗҫе-вӗҫе иртнӗ; вӗсем, ҫынсене хӑратса, сасартӑк ҫиҫсе илнӗ те, ҫийӗнчех таҫта кайса ҫухалнӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Гаврила ӑна пӗлӗтрен ытларах та ытларах тӑкӑнакан, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫинҫен йӑлтӑртатса юхнипе ҫеҫенхире витӗр тухми хурҫӑ тӗспе хупланӑ ҫумӑр ӑшне кӗрсе ҫухаличченех пӑхса юлчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫав хӑрушӑ, сенкер хӗҫ каллех тинӗс тӗпӗнчен ҫӳлелле йӑлтӑртатса хӑпарать, хӑпарать те, каҫ тӗттӗмне тепӗр хут касса, ҫӗнӗрен, анчах та халӗ ӗнтӗ тепӗр еннелле тӑсӑлса выртать.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.