Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ватӑлса (тĕпĕ: ватӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне тӗрлӗ ӳсентӑран хӗпӗртесе чечекленнӗ хушӑра та, вӗсем, хӑйсен пурнӑҫне пурӑнса ирттерсе ватӑлса ҫитнӗ пек, тунсӑх курӑнаҫҫӗ, кӗркунне еннелле кӑна вара тӑм илсе пасарнӑ шап-шурӑ тӗсӗпе мӑнаҫлӑн ҫутӑлса йӑлтӑртӑтаҫҫӗ.

Даже весною, среди ликующего цветения разнотравья, выглядят старчески уныло, отжившие, и только под осень блещут и переливаются гордой изморозной белизной.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун чухне пирӗн Гремячире питӗ ватӑлса ҫитнӗ пӗр хӑлхасӑр мучи пурччӗ, Купырь тесе чӗнетчӗҫ ӑна.

Был у нас в Гремячем в энту пору глухой и ветхий дед по прозвищу Купырь.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта хайхи Щукарь никам пулӑшмасӑрах чухласа илет: вӑл туяннӑ лаша хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр ӗмӗрӗ тӑршшипех чигирь кулӗмӗнче утса ирттернӗ-мӗн, унтах суккӑрланса, ватӑлса ҫитнӗ.

Тут уж Щукарь без посторонней помощи догадался, что купленная им лошадь всю свою долгую и трудную жизнь проходила в чигире, ослепнув там и состарившись.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ватӑлса ҫитнӗ Аким Бесхлебнов, — «чӑх хыпалакан» пулнӑскер, — тырӑ акнӑ ҫӗрте ӗҫлеме пулчӗ.

Даже ветхий старик — бывший «курощуп» Аким Бесхлебнов — изъявил желание идти работать садильщиком.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ, граждансем, паллах… — теме пуҫланӑччӗ кӑна Разметнов, анчах арестленисенчен пӗри, ватӑлса ҫитнӗ казак Краснокутов, ӑна васкасах пӳлчӗ:

— Я, гражданы, конешно, должон… — начал было Размётнов, но один из подвергшихся аресту, престарелый казак Краснокутов, с живостью перебил его:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Нумай пӗлсен — ытла та хӑвӑрт ватӑлса кайӑн.

— Много будешь знать — очень скоро состаришься.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кирлех ҫав, кирлех ҫав вӗрентни, — канаш парса пырать Любишкинӑн хӑти, ватӑлса ҫитнӗ мучи Бесхлебнов Аким.

— Следовает, следовает поучить, — советовал сват Любишкина — престарелый дед Бесхлебнов Аким.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара Давыдов чӑмламасӑр тенӗ пекех ҫиме тытӑнчӗ, шӳтлешесси-тӑвасси пӗр самантрах таҫта кайса кӗчӗ унӑн, куҫӗсем тавра пӗркеленчӗксем тата ытларах пуҫтарӑнчӗҫ, сӑнӗ-пичӗ темле ватӑлса кайнӑн туйӑнчӗ.

Под конец Давыдов ел, почти не прожевывая, шутливость как рукой с него сняло, около глаз собрались расщепы морщин, и лицо как-то словно постарело.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил унӑн хӳрине авсах хурать, ӑна ҫунатлантарса сывлӑша ҫӗклет, анчах вӑл ватӑлса харсӑрланнӑ, туйми-асӑрхами пулнӑ лаша каҫанӗ ҫине каллех пырса ларать, хӑйӗн ҫӑткӑн пӗчӗк куҫӗсемпе енчен-енне ҫӗнтерӳллӗн пӑхкаласа ҫаврӑнать.

Ветер заламывал ей хвост, поднимал на крыло, но она снова садилась на спину старчески изможденной, ко всему безучастной клячи, победно вела по сторонам хищным глазком.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ малтан ватӑлса кӑвакар, унтан тин — вӗрентмелле, тесе кала.

Ты поседей сначала, да и говори, что надо учить.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Вӗлтӗрен кашласа ӳссе ватӑлса кайнӑ, тунисем те хытӑ унӑн.

Крапива была высокая, старая, жилистая.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирпе ҫумӑр ҫуса иртрӗ, лакӑмсенче шыв пухӑнчӗ, ватӑлса ҫитнӗ ҫӗр унта та кунта шӑтса кайнӑ тейӗн ҫав.

Утром прошел дождь, и вода стояла во всех ямках и выбоинах, будто земля продырявилась от старости.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хуҫа патӗнче ӗҫлерӗм, анчах урасене шӑнтса пӑсрӑм: вӑй сахал, ватӑлса ҫитрӗм!

Нанялся к хозяину, да ноги ознобил: сил-то мало, стар стал!

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Теприсем питӗ нумай хушӑ, ватӑлса ҫитичченех юратаҫҫӗ, анчах вӗсем нихҫан та тӑрӑхласа кулма та пӑрахмаҫҫӗ…

Других любовь не покидает долго, иногда до старости, но их не покидает никогда и улыбка сатира…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пурте вӗреннипе кӑна ҫын шутне кӗрсе пынине, урӑхла каласан, чинсем, хӗрессем тата укҫа илнине, авалхи подьячисемшӗн, ӗҫре сӗвӗрӗлнӗ ӗҫченсемшӗн, тахҫанхи йӑласемпе ватӑлса кайнӑскерсемшӗн, йывӑр килнине курнӑ вӗсем.

Они видели, что уж все начали выходить в люди, то есть приобретать чины, кресты и деньги не иначе, как только путем ученья; что старым подьячим, заторелым на службе дельцам, состаревшимся в давнишних привычках, кавычках и крючках, приходилось плохо.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Нумай пӗлсен, час ватӑлса ларатӑр, — татса хучӗ вӑл.

— Много будете знать, скоро состаритесь, — отрезала она.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ватӑлса ҫитнӗ, куҫсем курмаҫҫӗ.

Стара стала, глаза не видят.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Арҫын ача хӑй пуҫару тӑвасса кӗтсен ватӑлса виличчен те кӗтсе илеймӗн.

Если будешь ждать мальчишек, до старости не дождешься.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ватӑлса ҫитрӗ вӗт ӗҫлеме те, — терӗ Анна Степановна тарӑн шухӑшлӑн.

— Стар уж стал служить, — задумчиво сказала Анна Степановна.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Епле вӑл ватӑлса ӳпӗннӗ, тесе те шухӑшларӑм пулмалла эпӗ, сухалӗ кӑвакарнӑ унӑн!

Возможно, что я подумал о том, как он сгорбился и постарел, как поседела его бородка!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех