Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аржанов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗске шинель тӑхӑнса янӑ лутра майрана урядник Аржанов ҫурӑмӗнчен лаплаттарса илме те ӗлкӗрчӗ.

Одну, кургузую, одетую в куцую шинель, урядник Аржанов шлепнул по спине.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аржанов, хайхи ҫыннӑн кӗпе ҫухавине аллинчен ярса, йӗнерӗ ҫинчен сиксе анчӗ те пӗррех ӑна пит урлӑ янклаттарса ячӗ.

Аржанов прыгнул с седла, — выпустив из рук воротник пойманного, с маху ударил того по лицу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аржанов

Аржанов…

Взвод урядникӗ Аржанов, йӗнертен уртӑнса, хура кӗпине йӳле пилӗкӗн тӑхӑннӑ лутака пӳллӗ ҫынна ҫухавинчен ярса тытнӑ.

Взводный урядник Аржанов, свесившись с седла, держал за шиворот небольшого, одетого в черную распоясанную рубаху, человека.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Янклаттарса яр ӑна, Аржанов!

— Дай ему, Аржанов!

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пит ҫӑмартисене ал лаппипе тӗрелесе, вӑл сӗтелӗн чӗрпекленсе, чернил тумламӗсемпе вараланса пӗтнӗ хӑмисем ҫине пӑхса ларчӗ, Аржанов каласа панине аса илсе, шухӑша кайрӗ:

Подперев щеки ладонями, облокотившись, он смотрел на выщербленные, покрытые чернильными пятнами доски стола, вспоминал рассказ Аржанова, думал:

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ хӑш енчен курӑнчӗ тата Аржанов.

Вон каким боком повернулся Аржанов.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Леш килет, тӑмсай Ванькӑ Аржанов, унпа пӗрле Давыдов.

— Этот едет, полоумный Ванька Аржанов, а с ним — Давыдов.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов тарӑхса Аржанов аллине пӑрса ячӗ:

Давыдов с сердцем отвел руку Аржанова:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов пушшине Давыдов еннелле кӑнтрӗ те, ҫав-ҫавах шухӑшлӑн кулса, хушса хучӗ:

Аржанов протянул Давыдову кнут, сказал, все так же задумчиво улыбаясь:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ пытӑм та пӗр туратне касрӑм, пушӑ аври тума, — чие йывӑҫҫинчен тунӑ пушӑ аври шанчӑклӑрах, — ҫав турат та, мӑнтарӑн, тӗлӗнтермӗш ӳснӗ — пӑталлӑ, ҫулҫӑллӑ, хӑйӗн илемӗпе ӳснӗ, эпӗ ӑна каскаласа якатрӑм та, акӑ вӑл… — Аржанов ларкӑч айӗнчен пушӑ кӑларчӗ те Давыдова чие йывӑҫӗнчен тунӑ кӗрен тӗслӗ, типсе кайнӑ, пӑрӑнӑҫ хупӑллӑ авӑр кӑтартрӗ.

Я пришел и срезал одну ветку, чтобы сделать кнутовище, — из вишенника кнутовище надежнее, — росла она, милая, тоже с чудинкой — в сучках, в листьях, в своей красе, а обстругал я ее, эту ветку, и вот она… — Аржанов достал из-под сиденья кнут, показал Давыдову коричневое, с засохшей, покоробленной корой вишневое кнутовище.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов, шухӑшлӑ куҫӗсемпе таҫта инҫете тинкерсе, йӑл кулса илчӗ:

Аржанов улыбнулся, задумчиво глядя куда-то вдаль:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Островновӑн хуҫалӑхра ялан тарҫӑсем пулнине эсӗ пӗлмен те-и? — Аржанов куҫне чеен хӗсрӗ:

А ты и не знал, что у Островнова всю жизню в хозяйстве работники были? — Аржанов хитро сощурился:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов тилхепене турткаларӗ, лашасем хавасрах кайрӗҫ, хӑй вӑл, ача куҫӗ пек таса сӑрӑ куҫӗсемпе Давыдов ҫине пӑхса, ыйтрӗ:

Аржанов потрогал вожжи, лошади пошли веселее, и он, глядя на Давыдова по-детски ясными серыми глазами, спросил:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов та шарламарӗ.

Молчал и Аржанов.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Укҫа кирлӗ пулнӑ мана, — лӑпкӑн ответлерӗ Аржанов.

— Они мне нужны были, — просто ответил Аржанов.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов кулса ячӗ.

Аржанов улыбнулся:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов пирусне майсӑр ярса тытрӗ.

Аржанов неумело взял папироску.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара хуторта ман ҫинчен ҫапла калама пуҫларӗҫ: Ванькӑ Аржанов кӑшт тӑмсайрах, ӑсӗ катӑкрах.

Тогда по хутору стали про меня говорить, что, мол, Ванька Аржанов того, малость с придурью, умом тронутый.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ха эс, мур илесшӗ, ӗлӗк Кавказра черкессем патӗнче пулнӑ пекех! — терӗ Давыдов, Аржанов каласа панипе тӗлӗнсе.

— Фу-ты, черт, прямо как у черкесов на Кавказе в старое время! — воскликнул Давыдов, взволнованный рассказом Аржанова.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех