Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир орудисенчен пенипе ҫута ялтӑртатса илнине сӑнатпӑр, вӑл ҫутӑ, март уйӑхӗн хӗвеллӗ кунӗ пулсан та курӑнать; персе янӑ снарядсем сывлӑшра ҫуралса кайнисене пӑхатпӑр, миҫе снаряд ҫурӑлнине шутлатпӑр, крепоҫри наводчиксем тӗл пеме пӗлменнинчен, вӗсем вырӑнсӑрах ӑҫта килчӗ унта пенинчен тӑрӑхлатпӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Чӳрече каррине хӑвӑрттӑн сирсе пӳлӗме ҫута пайӑрки кӗртрӗ те хӑйӗн инструменчӗсене тытса ача патнелле пӗшкӗнчӗ; Петр та, пуҫне усса, кунтах ларать, ҫав-ҫавах хуйхӑллӑ, анчах ыттисен ӗҫне хутшӑнсах та каймасть.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах ку нумайлӑха пымасть, каярахпа вара ҫав ҫута самантсем те пулин темӗнле шиклӗрех пек пулса тӑчӗҫ, суккӑр вӗсем вӗҫсе кайса тепӗр хут нихҫан та килес ҫукран хӑрать, тейӗн.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Каҫӑн ҫута сывлӑшӗ витӗр ҫынсем катаранах курӑнаҫҫӗ, Воропаев кӑвак сухаллӑ яштак старике, ситца бешмет тӑхӑннӑ, Кавказ чӗнпиҫиххийӗ ҫыхса янӑ Опанас Ивановича тӳрех палласа илнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Пӗлетпӗр, комбриг юлташ, — ответ пачӗ пуриншӗн те пӗр харсӑр та ҫута куҫлӑ ҫамрӑк боец.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Валентина, лаша ҫине утланнӑскер, ун ҫинче, ҫумӑр айӗнчех йӗпенсе ларать, вӑл ун патнелле пуҫне каҫӑртса тӑрать; ҫумӑр тумламӗсем унӑн йӗпеннӗ хӗрлӗ питҫӑмартийӗсем тӑрӑх юха-юха анаҫҫӗ, ҫута кӑвак куҫӗсем тимлӗн те хытӑ пӑхаҫҫӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сарлака ҫута ярӑмӗ халӗ вӑл утакан сукмакран пур еннелле те юхса саланать.Широкий свет простирается во все стороны от тропинки, по которой она теперь идет.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Анчах ҫывӑрма выртмастӑп, ҫуртана та сӳнтерместӗп, ҫута пуррине куртӑр вӑл терӗ.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тепӗр кунхине кӑшт ҫута килсенех Айртон вӑкӑрӗсене кӳлсе тӑратрӗ.На следующий день Айртон запряг быков, едва только забрезжил день.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Паровоз ҫилӗллӗн хашлатса, ҫута хӗлхем сирпӗте-сирпӗтӗ, тӑрӑнӑн сывлать, тӗттӗм сывлӑша шӑтарса кӗрет, рельса тӑрӑх тӗттӗм ҫӗр ӑшнелле чӑмать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Лайӑх лаша, — терӗ уҫӑ сасӑпа кӑшт селӗппӗн пӗр ырхан яштак хӗрача, ҫӗтӗк ҫута тутӑр айӗнче чӗтресе тӑраканскер.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Унӑн куҫлӑх кӗленчи ҫинче хӗвел ҫута ялкӑшать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вырнаҫтарса хутӑм хайхискер шашкӑсене, унтан шинель аркипе хупласа шӑрпӑк ҫута пуҫларӑм, анчах шӑрпӑкӗсем нӳрелнӗ-мӗн те — вил чӗрӗлмеҫҫӗ.Заложил шашки, стал в полах спички жечь, а они отсырели, не горят.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кашни вагон патӗнчех пичкесем выртаҫҫӗ, вӗсен айккине чулсем е ҫӗр муклашкисем купаланӑ; ҫурри таран салатнӑ трактор, пӑхма хӑй пысӑк тискер кайӑк кӗлетки пекех, ун тавра машинистсем пек вараланса пӗтнӗ трактористсем чупкалаҫҫӗ; тӗкӗр пек ҫута касӑллӑ плугсем тӑраҫҫӗ; айккинче тӑмпа сӗрсе лартнӑ кӑмака, мӑрйи вырӑнне — тӗпсӗр витре, трактор бригади кунта нумай вӑхӑта вырнаҫни таҫтан та курӑнать.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Арӑму? — ыйтрӗ сотник, йӑл кулса, ҫута ӳкнипе кӗренленнӗ куҫхаршийӗсене ҫӗклентерсе.— Жена? — спросил сотник, улыбаясь, поднимая розовые от света брови.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Виктор ҫав чӗрӗ пек туйӑнакан ҫута ҫине шухӑшлӑн пӑхса выртать, сайра-хутра тӗттӗм кӗтесселле пӑха-пӑха илет, вагонӑн шуҫ ҫивиттийӗ ҫине вӗтӗ чул вӑйлӑрах та вӑйлӑрах тӑкӑнать.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак вырӑнтан вырӑна куҫакан ҫута ҫинчен пӗчӗклех илтнӗ ачасем…Вот об этих блуждающих огоньках и слышали с детства мальчики…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӑхсан-пӑхсан, Корнилов галерейӑна таҫтан кӑшт ҫута кӗнине курчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Уйӑх ҫута тавралӑха тем пысӑкӗш шӑналӑкпа витсе хунӑ тейӗн.Он видел, как лег на землю лунный свет, укрыв ее белым покрывалом без единого шва,
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Ҫӗрлехи лӗпӗшсем хӗвӗшрӗҫ: ҫуначӗсем ҫинчен тусан тӑкса, сӗтел ҫинче тата стакансем ӑшӗнче ҫапкаланчӗҫ е ҫурта ҫутине вӗҫсе кӗчӗҫ, е ҫута ӳкнӗ ункӑран тухса хура сывлӑшра ҫухалчӗҫ Оленинпа Ерошка иккӗшӗ пилӗк бутылка чихирь ӗҫсе ячӗҫ.
XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.