Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлтӑмӑр (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытла ҫамрӑкла шухӑша юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Эпир Данил Макаровичпа иксӗмӗрех сӗтел хушшинче ларса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӑл урапа ҫинче тутӑр вӗҫтерсе ларса кайнине сак ҫинче тӑрса кантӑкран пӑхса юлтӑмӑр, - ашшӗне аса илнӗ чухне самаях чунӗ хурланчӗ ватӑн.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Юлашки акци пирки калама та кирлӗ мар — Шупашкарта унашкалли иртесси тата иртни ҫинчен пӗлмесӗрех юлтӑмӑр темелле.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Совхозӗ ку хуларан инҫе мар, ҫул хӗрринче, ҫавӑнпа эпир часах анса юлтӑмӑр та айлӑмра — пӗр-ик ҫухрӑмра — ларакан йӑмраллӑ пысӑк ял еннелле утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Иккӗн юлтӑмӑр пӳртре.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Карманистсӑр юлтӑмӑр, — кулянчӗ Улькка, — анчах уншӑн макӑрмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Столовӑй умӗнче эпир Ажайкинпа иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗҫӗр эпир тахӑш тӗлте кӑвак хуппи уҫӑлнине куртӑмӑр пуль, ҫавӑнпа сывӑ юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Мӗншӗн ҫав териех тарӑхрӗ ку?» — тӗлӗнсе юлтӑмӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Юрату юрри юрланӑ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫакан украинецсемпе пӗрле эпир Аркалык хулине ҫӳрекен вырӑнти пуйӑс ҫине лартӑмӑр, тепӗр кун кӑнтӑр иртсен хамӑра хушнӑ вырӑнта анса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Кая юлтӑмӑр, Герман Ильич, — ассӑн сывласа илчӗ Владимир Лукич.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ырӑ ҫынсем пек пӗр кил-йышпа пурӑнма каярах юлтӑмӑр пуль тетӗп: санӑн та, манӑн та ачасем пур, ман хамӑн та иккӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Эпир питӗ сахалӑн юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑр та аранах вилӗмрен ҫӑлӑнса юлтӑмӑр!..

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ шур пашнере вӑл ларать тӗрмере, Мӗншӗнне-мӗнне хӑй те пӗртте пӗлмест, Патирекпе эпӗ юлтӑмӑр ирӗкре Утсене пӑхма, пире никам та тивмест.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Калас пулать, ачамӑрсем, эпир сахалӑн тӑрса юлтӑмӑр, пирӗн аманнӑ салтаксем те чылайччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫӗр те илсе юлтӑмӑр 12 сотӑй, унта пӗчченех тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Эпир, самантрах хыҫҫӑн тухса чупрӑмӑр пулин те, машина ҫил пек ыткӑннине ҫеҫ курса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Эпир хӗрачасемпе килте юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех