Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлтӑмӑр (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана амантнӑ кун, астӑватӑн-и, сывви те эпир иккӗн ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Эпир те, авӑ, ҫап-ҫарах юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир вӑл ҫӑмӑллӑха курмасӑрах юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл пире хӗрхеннӗрен ҫӗтӗк ҫӑпата вӗҫне тӑрса юлтӑмӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир икӗ вут хушшинче тӑрса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Поход пуҫлама каярах юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хам та пӗлместӗп, мӗнле ҫӑлӑнса юлтӑмӑр ҫав ҫулхине, — тет вара тӑхӑр вуннӑран иртнӗ Пикпав старик.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыртасса хытах ҫыртаймарӗ, анчах кушакӑн сехри хӑпнипе чунӗ юлчӗ-ши, юлмарӗ-ши, эпир, Палюк мучипе иксӗмӗр, ун хӳрине ҫеҫ курса юлтӑмӑр: вӑрмана таҫта чӑтлӑха чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Пӗр шӑматкун эпир уроксем хыҫҫӑн шкула ҫак карас пулӑсене янӑ аквариумри шыва улӑштарма юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Кольӑпа эпир нимӗн ӑнланмасӑр кӑнн! пӑхса тарса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

— Ара, эпир иксӗмӗр ҫеҫ хулара юлтӑмӑр вӗт…

— Да мы с тобой одни в городе остались…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӳрт алӑкӗ шалт! туса хупӑннине ҫеҫ илтсе юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чиркӳре Катьӑпа иксӗмӗрех тӑрса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсем кӗпӗрленсе кӑнтӑрлахи кӗлле кӗнӗ чух, эпир пӑрӑнса юлтӑмӑр та чиркӳ айккинелле, хӗвел ӑшшине, кайса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир тӗлӗнсе юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Калаҫӑва пула ахаль те ыйхӑсӑр юлтӑмӑр».

Итак из-за разговоров не поспали.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эпир виҫсӗмӗр ҫеҫ юлтӑмӑр, пурте кайса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла-ҫке, Ятман, хӗрарӑм вӗҫне юлтӑмӑр ҫав.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир нимсӗр юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

— Эпир, ют ял хӗрарӑмӗсем, иккӗн ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр ҫав, иккӗн ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех