Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Эхер те эсӗ халдейсем патне тухас мар тетӗн пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа уҫса панӑ сӑмах ҫакӑн пек: 22. акӑ Иудея патшин керменӗнче тӑрса юлнӑ мӗнпур арӑма Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне илсе кайӗҫ, ҫав арӑмсем вара ҫапла калӗҫ: «тусусем хӗтӗртрӗҫ сана, хӑйсем майлӑ ҫавӑрчӗҫ; шурлӑха путрӑн та — пӑрахса тарчӗҫ сана».
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑна унта Иудея патши Седекия ҫапла каласа лартнӑ: «эсӗ мӗншӗн ҫапла пророкла калаҫса ҫӳретӗн? Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тетӗн: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патшийӗн аллине парӑп та, вӑл ӑна туртса илӗ; 4. Седекия, Иудея патши, халдейсен аллинчен хӑтӑлаймӗ, ӑна пурпӗрех Вавилон патшийӗн аллине тытса парӗҫ, вӑл унпа ҫӑвара-ҫӑварӑн, куҫа-куҫӑн калаҫӗ; 5. Седекияна вӑл Вавилона илсе кайӗ, вӑл Эпӗ ун патне пырса пӑхичченех унта пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа. Эхер те эсир халдейсемпе ҫапӑҫма пуҫласассӑн, сирӗн ӑнӑҫу пулмӗ» тетӗн?
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эхер те ҫӳл тӳпене виҫме пулсассӑн, тӗпсӗр ҫӗр никӗсне шыраса тупма май пулсассӑн, Эпӗ Израилӗн мӗнпур йӑхне вӗсем мӗн-мӗн тунишӗн пӑрахӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те вӗсем пророк пулсассӑн, вӗсене Ҫӳлхуҫа каланӑ пулсассӑн, вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин ҫуртӗнче тата Иерусалимра юлакан хатӗр-хӗтӗр Вавилона ан куҫтӑр тесе Саваоф Ҫӳлхуҫаран хута кӗме ыйтчӑр.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эхер те халӗ ӑна — Навуходоносора, Вавилон патшине — пӗр-пӗр халӑх е патшалӑх пӑхӑнасшӑн мар пулсассӑн, мӑйне Вавилон патшин сӳсменне тӑхӑнасшӑн мар пулсассӑн, ҫав халӑха Эпӗ хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗн кӑтартӑп, патша аллипе ӑна тӗппипех пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эхер те вӗсем сан аллунтан ӗҫме панӑ куркана илесшӗн мар пулсассӑн, вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ӗҫетӗрех!
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эхер те эсир каллех: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тетӗр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ хыпар ярса: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх тесе ан калӑр» тенӗ пулин те, эсир ҫак сӑмаха — «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тенине — калатӑр пулсассӑн, 39. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире йӑлтах манса кайӑп та сире пӑрахӑп, сире хӑвӑра тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫак хулана та Хамӑн умӑмран сирӗп, 40. сире ӗмӗрлӗх мӑшкӑлпа, нихӑҫан манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑспа витӗп.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эхер те пророк е священник, е халӑх: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тесессӗн, Эпӗ ҫав ҫынна, унӑн килне хӗн кӑтартӑп.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эхер те ҫак сӑмаха итлемесессӗн вара, Хампа тупа тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак кермен ишӗлчӗк купи пулӗ.5. А если не послушаете слов сих, то Мною клянусь, говорит Господь, что дом сей сделается пустым.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эхер те эсир Эпӗ сире «шӑматкуна уяса тӑрӑр, шӑматкун Иерусалим хапхисем витӗр кӗрсе ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр» тенине итлемесессӗн, унӑн хапхисенче вут-ҫулӑм чӗртсе ярӑп та, вӑл Иерусалим керменӗсене ҫунтарса ярӗ, пӗр сӳнмесӗр ҫунӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те эсир Эпӗ сире шӑматкун ҫак хула хапхисем витӗр ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, шӑматкуна уяса нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр тенине итлесессӗн, тет Ҫӳлхуҫа, 25. ҫак хула хапхисем витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасем тата улпутсем тухса ҫӳрӗҫ; патшасемпе вӗсен улпучӗсем ҫар урапи ҫине ларса е ут утланса тухса ҫӳрӗҫ, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем те тухса ҫӳрӗҫ, ҫак хула вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эхер те сана: «ӑҫта каяс-ха пирӗн?» тесессӗн, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: вилмеллисем — вилме, хӗҫ айне пулмаллисем — хӗҫ айне, выҫлӑхпа пӗтмеллисем — выҫлӑха, тыткӑна лекмеллисем тыткӑна кайччӑр.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эхер те хӑвӑн ӑшӑнта: «мана ку мӗне пула ҫитсе ҫапрӗ-ха?» теетӗн пулсассӑн, пӗл: темӗн чухлӗ йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн санӑн кӗпӳ аркине уҫнӑ, сана мӑшкӑлланӑ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эхер те итлемесессӗн, Эпӗ ҫакӑн пек халӑха кӑкласа тӑкӑп та тӗппипех пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.17. Если же не послушаются, то Я искореню и совершенно истреблю такой народ, говорит Господь.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те: «Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, мӗншӗн пире ҫапла тӑвать-ха?» тесе ыйтсассӑн, эсӗ ҫапла хуравла: «эсир Ӑна пӑрахрӑр та хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче ют турӑсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ют ҫӗрте ют ҫынсемшӗн ӗҫлесе пурӑнмалла пулӗ» те.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те эсӗ мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗн пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «ҫакӑ парне вырӑнӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тус-юлташ хутне кӗме вӑтанмӑп эпӗ, унӑн куҫӗнчен тарса ҫӳремӗп; 30. эхер те мана ун пирки шар курма тивсессӗн, ҫакӑн ҫинчен илтекен унран асӑрханӗ.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах вӗсене те каҫарма ҫук: 9. эхер те вӗсем вӑхӑтлӑх тӗнчене ӑнкармалӑх ӑс илме пултарайнӑ пулсассӑн, мӗншӗн-ха вӗсем унӑн Ҫӳлхуҫине тӳрех тупайман?
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те вӗсен вӑйӗпе ӗҫӗсенчен тӗлӗннӗ пулсассӑн, ҫавсене Пултараканӗ вӗсенчен епле хӑватлӑрах пулнине пӗлмеллех пулнӑ: 5. мӗн пултарнийӗн аслӑ илемӗнченех ӑна Пултараканӗ мӗнлерех иккенне пӗлме пулать.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те ир вилес пулсассӑн, сут кунӗнче вӗсемшӗн шанчӑк та, йӑпанӑҫ та пулмӗ: 19. ӗнтӗ усал йӑхӑн вӗҫӗ те хӑрушӑ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.