Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Унӑн сӑмахӗсем чӑн-и, чӑн мар-и, — курӑпӑр-ха, унӑн вӗҫӗ мӗнле пулассине сӑнӑпӑр-ха: 18. эхер те ҫак сӑваплӑ ҫын Турӑ ывӑлӗ пулсассӑн, Турӑ ӑна хӳтӗлӗ, тӑшманӗсен аллинчен хӑтарӗ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем темӗн чухлӗ тӑрӑшса тӗпчесессӗн те ҫавна пӗлсе ҫитеймест; эхер пӗр-пӗр ӑсчах «эпӗ пӗлетӗп» тесессӗн те, вӑл ҫавна пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм, 4. мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те хӑш ҫынна Турӑ пуянлӑхпа пурлӑх панӑ пулсассӑн, вӗсемпе усӑ курма, хӑйӗн пайне илме, хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе савӑнма ирӗк те панӑ пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те эсӗ, хӑш-хӑш ҫӗрте чухӑна хӗсӗрленине тата сутпа тӳрӗлӗхе пӑснине курсассӑн, ҫавӑнтан ан тӗлӗн, мӗншӗн тесессӗн аслине аслӑраххи, вӗсене вара тата аслӑраххи асӑрхаса тӑрать; 8. ҫӗршывӑн чи чапли вара — ҫӗршывшӑн тӑрӑшакан патша.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эхер те вӗсене сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ пулсассӑн, вӗсене хӗн-хур тӑлли тӑлланӑ пулсассӑн, 9. Вӑл вӗсене хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене кӑтартса парать, мӗншӗн тесессӗн ҫав ӗҫсем нумайланнӑ.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те Вӑл чӗрине хупса хурас пулсассӑн, Хӑйӗн сывлӑшне, пурӑнӑҫ чӗмне каялла Хӑй патне илес пулсассӑн, 15. тӗнчери пӗтӗм чун ҫавӑнтах пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ, этем каллех тӑпра пулса тӑрӗччӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те вӑл мана каланӑ пулсассӑн, эпӗ сирӗн пек мар, урӑхла сӑмахпа хуравлӑттӑм.14. Если бы он обращал слова свои ко мне, то я не вашими речами отвечал бы ему.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эхер те Турӑ ҫӑвар уҫса сана сӑмах хушнӑ пулсассӑн, 6. сана ӑслӑлӑх вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗ пулсассӑн, санӑн икӗ хут ытларах тӳсмелле пулатчӗ!
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ: 2. эхер те эпир ҫакӑн ҫумне сӑмах хушса пӑхсассӑн, йывӑр пулмӗ-ши сана?
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ.27. И сказал Михей: если ты возвратишься в мире, то не Господь говорил чрез меня.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Одед ывӑлӗ Азария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, 2. Азария вара Асана хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ те каланӑ ӑна: итлӗр мана, Аса, пӗтӗм Иудӑпа Вениамин, эсир Ҫӳлхуҫапа чухне — Вӑл сирӗнпе; Ӑна шыратӑр пулсассӑн, Вӑл тупӑнӗ сирӗншӗн; эхер те Ӑна пӑрахрӑр пулсассӑн, Вӑл сире пӑрахӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Лешӗсем ӑна каланӑ: эхер те эсӗ [паян] ҫак халӑхшӑн ырӑ пулсассӑн, вӗсене юрасассӑн, вӗсемпе ӑшӑ кӑмӑлтан калаҫсассӑн, вӗсем ӗмӗрлӗхе санӑн чурусем пулӗҫ, тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсир Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ сире панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене пӑрахсассӑн, ҫапла пӑрӑнса урӑх турӑсене ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 20. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫак Ҫурта та Хам умӑмран сирӗп, ӑна пур халӑхшӑн та ҫын куллипе тӗнче мӑшкӑлӗ тӑвӑп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те Сана вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть пулсассӑн, эпӗ лартнӑ Ҫурт епле шӑнӑҫтарайӗ?Если небо и небеса небес не вмещают Тебя, тем менее храм сей, который построил я.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! халӗ ӗнтӗ Эсӗ Хӑвӑн чуруна Давида, манӑн аттеме, мӗн каланине: «эхер те санӑн ывӑлусем Ман умӑмра, эсӗ ҫӳренӗ пек, Ман саккунпа ҫӳресе хӑйсен ҫулӗсене астусах тӑрсассӑн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан [ар] пӗтмӗ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эхер те эсир мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗр пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «Иерусалимра, ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те эпӗ Иудея патшине Иосафата сума суман пулсассӑн, сан ҫине пӑхман та пулӑттӑм, сана курман та пулӑттӑм; 15. халӗ кӗслеҫӗ чӗнсе килӗр, тенӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Илия каланӑ ӑна: ытла йывӑррине ыйтатӑн эсӗ; эхер те мана хӑвӑн патӑнтан илсе кайнине курайсассӑн, мӗн ыйтни пулӗ, кураймасассӑн — пулмӗ, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.