Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлетӗп эсӗ мӗн ҫинчен ыйтассине, — тет Илле, шыв витрисене лартса.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ӗҫлекенсенчен хӑрушсӑрлӑх техники правилисене пӑхӑнассине ҫирӗпрех ыйтассине нимӗн чухлӗ те чакармалла мар.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Халь вӑл йӑпӑлтатмарӗ, хитре сӑмахсем шырама тӑрӑшмарӗ — хушрӗ, хӑратрӗ, асӑрхаттарчӗ, вӗсенчен ҫирӗп ыйтассине систерсе хучӗ.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Закон божипе экзаменра мӗн ыйтассине пӗлетӗп: хреснатте хӑй кӗнеке ҫине паллӑ туса пачӗ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӗл каҫиччен ҫывӑрса выртнӑ тӑпра, хӑйӗнчен кӑҫал колхозниксем нумай ыйтассине пӗлнӗ пек, ҫу каҫмалӑх нӳр ҫӑтать.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ ӑна, енчен те хӑна ҫурчӗн ӗҫ-хӗлне кӗпӗрнаттӑр йӗркелесе пырать тӗк, унран лайӑх тӳлевпе ҫӗр каҫмашкӑн ыйтассине пӗлтертӗм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Вӑл эпир унтан ҫине тӑрсах укҫа ыйтассине аванах пӗлсе тӑнӑ.
Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Серёжа ӳкӗнсе каҫару ыйтассине кӗтрӗ вӑл.Она постояла, ожидая, что Сережа раскается и попросит прощенья.
Коростелевпа ытти ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Транспортниксен ҫынсем туса парасса кӗтсе пурӑнас йӑлине: асфальт сарнӑ ҫул пар, ӑна пар та кӑна пар, вара каятпӑр, тесе ыйтассине пӑрахма сӗнетӗп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах эсӗ ыйтассине кайран ыйтса пӗлӗн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Йӗркеллӗ, лайӑх ҫын тепӗр ҫынран каҫару ыйтассине хӑйшӗн намӑс тесе шутламасть.
10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӑна алӑк уҫса кӳртнӗ карчӑк кил хуҫи арӑмӗ, пит кая юлса килнӗ хӑнана ҫилленсе, хальхи япӑх вӑхӑтсене ылханса, ҫӗрле ҫунтаракан лампӑна пукан ҫине лартрӗ те, хӑйӗнчен мӗн те пулин ыйтассине кӗтмесӗрех, хӑмаран тунӑ стена хыҫне кайрӗ.
19. Тамӑк машини // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вара Базыкин: «Пӗлетӗн-и, мӗншӗн кулчӗҫ вӗсем? — терӗ мана. — Халӗ ӗнтӗ эпир лайӑхрах калаҫакан пулассине шанаҫҫӗ. Пардон ыйтассине кӗтеҫҫӗ».
9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Чукпа Гек чей ӗҫнӗ вӑхӑтра амӑшӗ лавҫӑпа хаклашрӗ: хӑйсем каяс ҫӗре илсе ҫитерме мӗн чухлӗ ыйтассине пӗлчӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Ӗлӗк, хуть мӗнле пулсан та, хӑвӑнтан ыйтассине пӗлнӗ, халӗ вара?
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку ҫырупа вӑл унӑн чӗринче хӗрхенӳллӗ туйӑм хускатма тӑрӑшнӑ, хӑйне шеллеме ыйтнӑ, хӑйӗн ӑна качча тухма пачах кӑмӑлӗ ҫукки ҫинчен уҫҫӑнах пӗлтернӗ, ун арӑмӗ пулмашкӑн ыйтассине пӑрахма тата князе хӑйнех хӗре ашшӗ ирӗкӗнчен хӑтарма йӑлӑннӑ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
19. Вӗсем Хӑйӗнчен мӗн ыйтассине пӗлсе, Иисус каланӑ вӗсене: эсир пӗр-пӗринпе Эпӗ сире «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тени ҫинчен калаҫатӑр-и?
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн пынӑ та ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сана хамӑр ыйтассине тутарасшӑн, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1