Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпи (тĕпĕ: шӑпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.

Состояния особо охраняемых территорий регионального и местного значения утвержденные месяц назад Министерством экологии республики заставили глубоко задуматься тем, кому не безразлична судьба родного края.

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Кашнинех хӑйӗн шӑпи, ӑраскалӗ.

У каждого своя судьба, участь.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Этемӗн пурнӑҫӗпе шӑпи пирки шухӑшлаттарать.

Задуматься о человеческой жизни и судьбе.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ольӑпа Валериан мӗльюн ҫын хушшинче пӗр-пӗрне шыраса тупнӑ, иккӗшӗн шӑпи пӗр ҫул ҫине тухни ӑнсӑртран марах.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

«Мана хула ҫыннисен хастарлӑхӗ, вӗсем Раҫҫей тата Чӑваш Ен шӑпи пирки шухӑшлани, ҫӗршывпа республикӑра обществӑпа политика тӑнӑҫлӑхне сыхласа хӑварас тени савӑнтарать», — терӗ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫӗнӗ ҫулччен унӑн служба кунӗсем Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫуран салтаксен саппас полкӗнче иртнӗ, каярахпа хӗсмет шӑпи ӑна Магадан облаҫне илсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Акӑ ҫырнӑ вӑл: «...Каҫ пулать те ир пулать — ерипенех ӗмӗр иртет пулмалла. Анчах маншӑн хӑть каҫ, хӑть ир — умран та, хыҫран та пӳтсӗр вилӗм йӑраланса ҫӳрет. Колхозниксен ҫырӑвне илсе вуларӑм — савӑнтӑм, макӑртӑм...» Катя патне шӑрҫаланӑ ҫырусенче вӑл хӑйӗн шӑпи хӑрушлӑхра пулнине аван туйни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Пӗрех хӗрарӑма ашшӗ шӑпи кӑсӑклантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Хыҫа юлнӑ ҫулсенче ҫӗршер ҫыннӑн шӑпи хаҫатӑннипе е питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ, е пӗр вӑхӑтлӑха хӗресленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Унӑн шӑпи мал ӗмӗтлӗ ҫыннӑмӑрсене, поэтсемпе ӑсчахсене уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

8. Хӑракансемпе шанчӑксӑррисен, ирсӗррисемпе ҫынвӗлеренсен, аскӑнчӑксемпе асамҫӑсен, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пур суеҫӗсен шӑпи вутпа кӳкӗрт ҫунакан кӳлӗ пулӗ: ку — иккӗмӗш вилӗм, терӗ.

8. Боязливых же и неверных, и скверных и убийц, и любодеев и чародеев, и идолослужителей и всех лжецов участь в озере, горящем огнем и серою. Это смерть вторая.

Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

99. Тӳрӗ ҫынсенӗн шӑпи ҫавӑн пек, ҫакӑн ҫинчен ӗнтӗ хальхи вӑхӑтрах пӗлтерсе хунӑ.

99. Таков удел душ праведников, возвещаемый им тотчас же.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

88. Ҫӳлти Турӑ ҫулӗсенчен пӑрӑнманнисенӗн шӑпи ҫӗрес ӳтрен уйрӑлсассӑн ҫапла пулӗ.

88. Что же касается тех, кто сохранял пути Всевышнего, то удел их по разлучению с тленным сосудом будет следующий:

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл мана каларӗ: Израиль шӑпи те ҫавӑн евӗрлӗ.

И Он сказал мне: такова и доля Израиля.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара шӑпа янӑ, шӑпи Ионӑна тухнӑ.

И бросили жребии, и пал жребий на Иону.

Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман; Унӑн шӑпи ҫинчен кам шухӑшлать? Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ; Ӑна Ман халӑхӑмӑн ҫылӑхӗсемшӗн вӗлернӗ.

8. От уз и суда Он был взят; но род Его кто изъяснит? ибо Он отторгнут от земли живых; за преступления народа Моего претерпел казнь.

Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пире ҫаратакансенӗн ӑраскалӗ ку, пире аркатакансенӗн шӑпи ку.

Такова участь грабителей наших, жребий разорителей наших.

Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Арӑм усаллӑхӗпе танлаштарсассӑн, кирек мӗнле усаллӑх та йӑвашрах; ҫылӑхлӑ ҫын шӑпи ҫиттӗрех ун пек арӑма.

21. Всякая злость мала в сравнении со злостью жены; жребий грешника да падет на нее.

Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вилсессӗн, этем шӑпи — шӑван-кусан, тискер кайӑк, хурт-кӑпшанкӑ.

13. Когда же человек умрет, то наследием его становятся пресмыкающиеся, звери и черви.

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Епле-ха ӑна Турӑ ывӑлӗсен шутне, шӑпине сӑваплисен шӑпи шутне кӗртнӗ?

5. Как же он причислен к сынам Божиим, и жребий его — со святыми?

Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех