Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупма (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ вӑрҫӑ пуҫланас умӗн Валентин Яковлев Элшелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухрӗ те ҫар комиссариатне чупма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Юттисем патне чупма та хирӗҫ мар вӗт кун йышши.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ӑна сиплес тесе ирсерен чупма тата зарядка тума пуҫларӑм.

Чтобы вылечить это стал по утрам бегать и делать зарядку.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Эпӗ ҫуран чупма ытларах юрататӑп.

Я больше люблю бег.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫав вӑхӑтрах юлташӗпе Коля Акимовпа ирех тӑрса кросс чупма, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

— Пӗчӗкренех чупма юрататтӑм.

- С малых лет любил бегать.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Каникулта ирхине те, каҫхине те чупма тухатӑп, — хуравларӗ Николай.

Во время каникул на пробежку выхожу и утром, и вечером, - ответил Николай.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Анчах та Дантес туй хыҫҫӑнах каллех Наталья Гончарова хыҫҫӑн чупма пуҫланӑ.

Но Дантес сразу же после свадьбы стал опять волочиться за Натальей Гончаровой.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫерем ҫинче мечӗк хыҫҫӑн чупма та ӳркенмеҫҫӗ-ха ҫур ӗмӗре хыҫа хӑварнӑскерсем.

Хотя и полвека за плечами, они еще могут по травке погонять мяч.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Лешсем те пӗчӗккӗ тесе хӑваламан ӑна, йӗлтӗрпе чупма вӗрентетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӗсене Владимир Ванягин тренер чупма хӑнӑхтаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Унсӑр пуҫне эрнере икӗ хутчен те пулин 2-шер ҫухрӑм чупма ӗмӗтленет.

Кроме этого, хотя бы два раза в неделю мечтает бегать по 2 километра.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫара уран чупма, ӳт-пӳне юрпа сӑтӑрма пуҫланӑ вӑл чи малтан.

Сначала начал бегать босиком, обтирать свое тело снегом.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пӗчӗкскерсене тӗрӗс утма, чупма, тата сикме хӑнӑхтарать, тӗрлӗ хусканусем тума вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Районти налук службин специалисчӗсем М.Иванов, Д.Хлебников, И.Басникова, Л.Рыжова йӗлтӗрпе чупма маттур.

Куҫарса пулӑш

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Спортпа туслисене, йӗлтӗрпе чупма кӑмӑллакансене район администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин саламларӗ, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех