Шырав
Шырав ĕçĕ:
чатӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Манӑн пионерсем поход тӗлӗшӗпе пурте опытлӑ: эпир часах чатӑр карма вырӑн суйласа илтӗмӗр, юпасем лартрӑмӑр, тӗкӗсем петӗмӗр, шалҫасем ҫапса, пӑявсем картӑмӑр.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пионерсен ҫуртӗнчен пире салатса пуҫтармалли чатӑр тата походра кирлӗ тӗрлӗ хуҫалӑх хатӗрӗсем пачӗҫ.В Доме пионеров нам дали для этого разборную палатку и все необходимое хозяйство для похода.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир вӗсене Боркине ҫити поездпа каятпӑр, унтан Кореваново урлӑ Водохранилищӗне ҫити ҫуран утатпӑр, вара ҫыран хӗррине чатӑр карса, ҫӗр каҫатпӑр, ирхине, хӗвелпе пӗрле тӑрса, ҫуллахи хӗвелтӑру кунне савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетпӗр, кӑнтӑрлана каялла киле таврӑнатпӑр терӗмӗр.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950