Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Анчах вӑл, хӑйӗн кунне-ҫулне, хисеплӗ ватлӑхне, сумлӑ шурӑ ҫӳҫне тивӗҫлӗ ырӑ шухӑшсемпе пурӑнаканскер, ачаран Турра хисеплесе ӳснӗскер, унтан та ытла — Турӑ панӑ саккун умӗнче тасаскер — ҫакӑнпа килӗшӳллӗн хуравласа ҫапла каланӑ: «халех вилӗм аллине парӑр: 24. пирӗн ҫулхи ҫын икӗпитленни хитре мар, ҫамрӑксем, тӑхӑрвуннӑри Елеазар суя тӗне куҫнине пӗлсессӗн, 25. эпӗ икӗпитленнипе, мана пула кӗске те ниме тӑман пурӑнӑҫшӑн аташса ан кайччӑр, ҫапла эпӗ ватлӑхӑма чыссӑра кӑларӑп, варалӑп. 26. Эхер те хальхи вӑхӑтра эпӗ ҫын кӳрекен асапран хӑтӑлсассӑн та, ку пурӑнӑҫра та, вилсессӗн те Пурне те Пултаракан Турӑ аллинчен вӗҫерӗнеймӗп. 27. Ҫавӑнпа та халӗ пурӑнӑҫран хӑюллӑн уйӑрӑлса кайса, эпӗ хам ырӑ ватлӑха тивӗҫӗп, 28. ҫамрӑксем валли вара ырӑ тӗслӗх хӑварӑп — хисепе тивӗҫлӗ, сӑваплӑ саккунсемшӗн вилӗме пӗр иккӗленмесӗр, хӑюллӑн йышӑнма вӗрентӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав кунран пуҫласа вӑл хӑйне хӑй Давыдовпа ҫывӑх паллашнӑ ҫын вырӑнне хума пуҫларӗ, калаҫасса та унпа ыттисем пек мар, туслӑн та ытлашширех хӑюллӑн калаҫкалама пӑхать.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов, хӑюллӑн тыткаласа, валека пичев чӗнӗн ункисенчен вӗҫертме пикенчӗ.Давыдов уверенно стал освобождать валек от постромочной петли.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ак вӑл — Тӑвӑл хыпарҫийе аҫа-ҫиҫӗм хушшинче урса кайнӑ тинӗс ҫийӗн ярӑнса ҫӳрет хӑюллӑн.Это смелый Буревестник гордо реет между молний над ревущим гневно морем;
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Ак вӑл — Тӑвӑл пирӗштийӗ чун-чӗре тулли мӑнаҫлӑн ыткӑнса ҫӳрет хӑюллӑн, пӗр кулать хӑй, пӗр йӗрет хӑй…Вот он носится, как демон, — гордый, черный демон бури, — и смеется, и рыдает…
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Хӑюллӑн ҫӳре! — васкавлӑн ӑнлантарса парать ӑна Коновалов, хӑй ҫаплах алӑк патӗнче, аллисене сарса ямасӑр, хӗре мӑйӗнчен, пилӗкӗнчен ыталаса тӑрать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Анчах та пулӗ, ҫитӗ вӑхӑт, — эс халь юхтарнӑ хӗрӳ юнӑн кашни вӗри тумламӗ, пурнӑҫ тӗттӗмлӗхне ҫурса, хӗлхем пек ҫиҫӗ те хӑюллӑн, темчул хастар чӗресенче ҫутӑпала ирӗклӗхӗн вӗри вутне чӗртсе ҫунтарӗ!
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ҫынсем, тӗлӗнмелле те илӗртсе ҫунакан чӗре ҫине пӑхса, хӑвӑрттӑн, хӑюллӑн чупнӑ.Все бежали быстро и смело, увлекаемые чудесным зрелищем горящего сердца.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл вӗсене хирӗҫ хӑюллӑн пӑхнӑ та: «Ман пекки урӑх ҫук, сире пурте хисеплеҫҫӗ пулин те, ӑна манран ан кӗтӗр», тенӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Кузьма Егоров йӑвашшӑн куҫӗсене антарать те хӑюллӑн Natri bicar bonici, тӗпӗр майлӑ каласан, сода илме ҫырса парать.Кузьма Егоров скромно опускает глазки и храбро прописывает Natri bicarbonici, т. е. соды.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
— Ку метеостанци, асатте, — хӑюллӑн пӗлтерчӗ Маша.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов лӑпкӑн та хӑюллӑн пӑхать ун ҫине.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн пурне те паллӑ мар, уҫӑмсӑр тунсӑхӗнчен те, пуласлӑхӑн асамлӑ та хӑрушӑ тӗлӗкӗсенчен те Ольга упӑшкин лӑплантаракан ҫирӗп сӑмахӗсемпе, упӑшкине виҫесӗр ӗненнипе канӑҫ тупрӗ, малалла хӑюллӑн утрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫӳҫенчӗ, вӑйран кайрӗ, ҫапах ҫав ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫине хӑюллӑн тӗпчесе пӑхрӗ, ӑна хӑраса сӑнарӗ, хӑйӗн вӑйне виҫсе пӑхрӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шӑплӑх та ҫитнӗ, кӑмӑл ҫӗкленнисем те иртнӗ; вӗсем пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ӑнланма, чӑтӑмлӑн та хӑюллӑн тӳссе ирттерме вӗренсе ҫитнӗ, пурнӑҫ ҫаплах шӑпланса ларман вӗсен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫын шӑпипе те, хӑйӗн шӑпипе те хӑюллӑн вылянӑранпа, ҫав тери ӑслӑ, вӑйлӑ пулнӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ-им?А давно ли она с такой уверенностью ворочала своей и чужой судьбой, была так умна, сильна!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн туртӑннӑ пичӗ ҫине, пӗрӗннӗ куҫхаршийӗсем ҫине, хӑюллӑн пӑчӑртаса тытнӑ тути ҫине Ольга шиклӗн тинкерчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юратупа пурнӑҫ ыйтӑвне вӑл ун чухне ҫав тери хӑюллӑн та ҫӑмӑллӑн татса пачӗ, пурте ӑна ҫав тери уҫӑмлӑ пек туйӑнатчӗ — вара йӑлтах пӑтрашӑнса, салтӑнми тӗвӗ пулса ларчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна татса парас тесе, вӑл вӑраххӑн та, енчен-енне пӑхкаласа та, асӑрханса та хӑтланчӗ, хайӗн тӗллевӗ патне хыпашласа та, хӑюллӑн та ҫывхарчӗ, ак-ак ҫитетӗп тесе те шутларӗ; ӑна пӗр-пӗр иккӗленӳсӗр палла, куҫпа пӑхни, пӗр-пӗр сӑмах, кичемлӗх те савӑнӑҫ ҫеҫ кирлӗ: Ольга хӑйне юратнине вӑл пӗчӗк паллӑранах, хӗрӗн куҫхаршийӗсем хускалнинченех, хӗр ассӑн сывланинченех йӑлт пӗлнӗ пулӗччӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ шухӑшласа пӑхса, хӑюллӑн каласан, эпӗ пӗрре тытнӑ шутӑма улӑштаратӑп, вара сана аллӑма паратӑп та ют патшалӑха-и, Выборг Енне-и — ӑҫта каяс тетӗн, ҫавӑнта кайӑпӑр!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956