Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшипе (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хушшипе пынине курсан, тӳрленерех ларчӗ те: — Ҫитнӗ-ҫке эпир, — терӗ ыйхӑллӑ сассине.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йывӑҫсем хушшипе пахча вӗҫне ҫитерсен, Якур Кӗтерука каллех чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье, ҫынсен хушшипе хӗсӗнсе, хушпу тенкисене чӑнкӑртаттарса, малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыраш калчи хушшипе тӑсӑлса выртакан ҫул ҫине тухсан, икӗ аллине каялла тытрӗ те пушшех канлӗн утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӑл вырӑнӗ ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, кӗсйинчи электрохунарне тытса пӑхрӗ, пӗр сасӑ тумасӑр ерипен картишне тухрӗ, подвал алӑкӗн ҫӑрине уҫса кӗчӗ, шалтан ҫаклатса, хунарӗпе ҫутатрӗ, алӑк хыҫӗнчи тимӗр кӗреҫене илчӗ те тӗрлӗрен пичкесемпе ещӗксем хушшипе хӗсӗнсе, малалла иртрӗ, тепӗр енчи кӗтесе ҫитсен, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара ҫине тап-таса хура пурҫӑн халат тӑхӑнса ячӗ те стойкӑсем хушшипе утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар суту сӗтелӗ хушшипе темиҫе хут утса ҫаврӑнчӗ те арӑмне чӗнчӗ (калас сӑмахне ачисем умӗнче калас темерӗ).

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем хушшипе чупса-хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар, шухӑша кайса, сутӑ сӗтелӗпе ҫӳлӗксем хушшипе каллӗ-маллӗ утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пӗрре ҫурчӗ тавра утса ҫаврӑнать, кӗлет, витесем, лупас ҫинче витресемпе тӑракан ҫынсемпе калаҫкаласа илсе, вӗллесен хушшипе мунча умӗнчен иртет, ҫӗмӗрт ҫинчисем патне пырать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тинех ӑнланса илчӗ — вӑл икӗ чӳрече хушшипе мачча патне ҫитиех тӑсӑлакан пысӑк тӗкӗре курать иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑрсем хушшипе Петӗрпе Сергей кимӗпе ишсе пынине курсан, крыльца ҫине Тарье вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑрт чылай ҫӳллӗ пулин те ҫара мар, унта кутамас йывӑҫсем, йыт ҫырли, уртӑш, катӑркас тӗмӗсем нумай, ҫавӑнпа вӗсен хушшипе пыракан каччӑ хӑйне никам та курмасть тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑ, тем пысӑкӑш хырсемпе юмансем хушшипе утнӑ чухне ӑна тепӗр вӑрттӑн шухӑш илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе юлан ут тӗкӗрҫӗсен хушшипе сӑрхӑнса тухма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картишӗнчи хуралҫӑ палламан ҫынна хан керменӗнчи аскер аллине пачӗ, халӗ ӗнтӗ Мухамедьяр йышлӑ пӳлӗмсен хушшипе ун хыҫҫӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑрӑс та тем ҫӳллӗш хырсем хушшипе ҫӳренӗ чух чи хаклӑ йышши кавир ҫийӗн утса пынӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Симӗсленекен калчасем хушшипе выртакан ҫулпа вӗсем иккӗнех пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Йывӑҫсем хушшипе пыракан Иван Сергеевичӑн сарлака кӗлетки пӗр ҫухалать, пӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

«Анкарти» те «анкарти» текен сӑмахсем ӑна тӑн пачӗҫ пулас, вӑл хӗрарӑмсем хушшипе тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех