Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Камӑн ҫынна вӗлерме ирӗк пур, ҫав ҫынран аяккарах пӑрӑн, вара вилӗм сехрипе сехӗрленмӗн; 17. ун пек ҫынпа ҫывӑхланас пулсассӑн вара — асӑрхан: пурӑнас кунҫулна ан таттӑр, 18. пӗлсех тӑр: эсӗ серепесем хушшипе пыратӑн, шӗвреке тӑрӑллӑ хӳме ҫинче ҫӳретӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫӑлсене айлӑмсем тӑрӑх янӑ: тусем хушшипе [шывсем] юхаҫҫӗ, 11. пур тӗрлӗ хир кайӑкне те шӑвараҫҫӗ; хир ашакӗсем ӗҫсе ӑшне кантараҫҫӗ.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫӑ каланӑ: ку ҫамрӑк арӑм — Моав хӗрӗ, Моав хирӗнчен Ноеминьпе пӗрле килнӗ; 7. вӑл: «эпӗ выракансем хыҫӗнчен кӗлтесем хушшипе пучах пуҫтарса ҫӳрем-ха» терӗ; ӗнтӗ иртен пуҫласа каҫчен ҫӳрет; вӑл килӗнче те сахал пулать, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мӗншӗн тесессӗн эсир Египет ҫӗрӗнче хамӑр епле пурӑннине, хӑвӑр иртсе килнӗ халӑхсем хушшипе хамӑр мӗнле тухнине пӗлетӗр, 17. эсир вӗсен ирсӗрлӗхӗсене, вӗсен туррисене — вӗсен йывӑҫ, чул, кӗмӗл тата ылтӑн йӗрӗхӗсене — курнӑ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире куракансен хушшипе хӗрлӗ джипсемпе илсе ҫитерчӗҫ.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).