Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшипе (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мучи малтанах хӑлхи улталамарӗ-ши тесе туратсем хушшипе кӑшт курӑнакан хӗрсем ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Тамара ик аллипе те пуҫне тытрӗ те участок умӗнче ӳсекен йывӑҫсем хушшипе цехалла чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Вӗҫтер, вӗҫтер кунтан, чӑрмантарса ан ҫӳре, виҫҫӗмӗшӗ ытлашши тенине илтмен-им эсӗ? — кулараххӑн калама тӑрӑшрӗ Иван, анчах сӑмаххисем унӑн шӑл хушшипе сӑрхӑнса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл автобус ҫинчен хӑвӑрт анса юлчӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗвӗшекен халӑх хушшипе карлӑк умне пырса майлашӑнса тӑчӗ те тӗлӗнсе кайса ун ҫине пӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрача пысӑкрах муклашка тупрӗ те йӑран хушшипе йӑпшӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Хӗрача макӑрать, хыпашласа, йывӑҫсем хушшипе утать.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Вӑл саксем хушшипе кӗлеткине тӳрӗ тытса уткаласа ҫӳрерӗ, сӗтел ҫинче тӑвар пуррипе ҫуккине, кашӑксем пурне валли те ҫитнипе интересленчӗ, мӗн те пулин ҫук пулсан, хӑех кухньӑна кайрӗ, мӗн кирлине илсе пырса пачӗ.

Он грациозно прохаживался между скамьями, интересовался, поставлена ли на стол соль, достаточно ли ложек, а если чего не хватало, сам шел на кухню, в посудную, и приносил все, что нужно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗсӗк парта чӗриклетсе илчӗ те, тӑрнаккай пек вӑрӑм ураллӑ тӑсланкӑ Урсэкие партӑсем хушшипе кафедра еннелле утрӗ.

Скрипнула тесная парта, и длинные, как ходули, ноги понесли между рядами парт долговязую фигуру Урсэкие.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем хушшипе шоссе тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ял хушшипе иртекен шоссе ҫулӗ урлӑ каҫас тесе ура пусатӑп ҫеҫ, манран инҫех те мар ларакан ҫӑмӑл машина ҫумне сирӗплетнӗ репродуктортан тухакан сасса илтетӗп:

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Кунтан, тӳпем вырӑнтан, айлӑмри хула алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать; садсем ҫумӗпе, шурӑ чулсем хушшипе, шӑнкӑртатса шыв юхать, инҫе те мар аслӑ Атӑл ҫуталса выртать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫулсӑр-мӗнсӗрех йывӑҫсен хушшипе ҫапӑна-ҫапӑна чупатӑп, ӑҫталлине хам та пӗлместӗп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫынсем хушшипе хӗсӗнкелесе мала тухса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ял хушшипе пынине курсан, тӳрленерех ларчӗ те: — Ҫитнӗ-ҫке эпир, — терӗ ыйхӑллӑ сассине.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йывӑҫсем хушшипе пахча вӗҫне ҫитерсен, Якур Кӗтерука каллех чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье, ҫынсен хушшипе хӗсӗнсе, хушпу тенкисене чӑнкӑртаттарса, малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыраш калчи хушшипе тӑсӑлса выртакан ҫул ҫине тухсан, икӗ аллине каялла тытрӗ те пушшех канлӗн утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӑл вырӑнӗ ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, кӗсйинчи электрохунарне тытса пӑхрӗ, пӗр сасӑ тумасӑр ерипен картишне тухрӗ, подвал алӑкӗн ҫӑрине уҫса кӗчӗ, шалтан ҫаклатса, хунарӗпе ҫутатрӗ, алӑк хыҫӗнчи тимӗр кӗреҫене илчӗ те тӗрлӗрен пичкесемпе ещӗксем хушшипе хӗсӗнсе, малалла иртрӗ, тепӗр енчи кӗтесе ҫитсен, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара ҫине тап-таса хура пурҫӑн халат тӑхӑнса ячӗ те стойкӑсем хушшипе утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар суту сӗтелӗ хушшипе темиҫе хут утса ҫаврӑнчӗ те арӑмне чӗнчӗ (калас сӑмахне ачисем умӗнче калас темерӗ).

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех