Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшипе (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Славик хӗр тухса каймасӑр апат ҫиес мар тенӗччӗ, анчах амӑшӗ хистесех чӗннӗрен, ҫын умӗнче хӑй ҫинчен нумай калаҫтарас мар тесе, ирӗксӗрех сӗтел хушшипе ларма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пысӑк чул ҫуртсем хушшипе пыракан пуйӑс майӗпенрех чупа пуҫларӗ те, ҫынсем «Старогорск» терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

«Кӑштах тӑрӑп та тухса кайӑп. Маларах килмеллеччӗ», — шухӑшларӗ те Павӑл стена ҫумне сӗвӗнчӗ, ҫынсем хушшипе сцена ҫинелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, пӗлӗтсем айӗнчен уйӑх шуса тухрӗ, туратсем хушшипе ҫӗр ҫине чӗлтӗр ҫутӑ тӑка пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Уйӑх пур ҫав унта, уйӑх пӗлӗт хушшипе шӑвать!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аркашка металл шӑратса ҫыпӑҫтаракан корпус умнелле каҫса кайрӗ, эпир, капмар ҫуртсен хушшипе ирӗклӗн, чарусӑррӑн ыткӑнакан ҫил хӑваланипе пӗр-пӗринчен ирте-ирте, пӗр-пӗрне чарӑна-чарӑна кӗтсе, диспетчер ҫурчӗ еннелле утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аллисене брюки кӗсйине чиксе тӑрать, хӑйӗн ҫине те пӑха-пӑха илет, тӑрсан-тӑрсан, пуҫне ҫул айккинелле пӑрса, шӑл хушшипе чӑрт! сурать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Дежурный исполнитель урам хушшипе тӑман кӑна вӗҫтерсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Ӑнсӑртран кӑна вӑл йывӑҫсем хушшипе пӗр пӗчӗк ярӑм шуса тухать те ман ҫумри хӑва тӗми ҫулҫисене юлхавлӑн хускатса, ҫавӑркаласа пӑхать, вара мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнкӗсӗр тепӗр ҫӗрелле каять, е тата хӑш чух, тӗмӗ ӑшӗнчен урӑх тухмасӑр, ҫавӑнтах лӑпланса пӗтсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫанталӑк лӑп кӑна тӑрать, ӑшӑ сывлӑш хумӗсем (анчах ку ҫил мар) йывӑҫсем хушшипе вӑркӑша-вӑркӑша килни паллах.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Эпӗ йӗри-тавра пӑхкаларӑм та пӗр енче йывӑҫсем хушшипе ҫутӑ палӑрнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Хӗрачасем профессорӑн питҫӑмартийӗ сисӗнмеллех туртӑнса илнине курчӗҫ, тата икӗ куҫхарши хушшипе, ҫамки урлӑ, тарӑн йӗр палӑрса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Акӑ, мрамор картлашкасемпе хӑпарса, илемлӗ шурӑ колоннӑсем хушшипе пирӗн театра куракансем килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Герасим Федотович шӗшкӗ тӗмӗсем хушшипе пытанарах утса вӗрене патне ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Лайӑх вӗренсе, ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗскерсем вӗсем е тапӑнса е чака-чака кайрӗҫ, чӑвашсене хӑйсем хушшипе ниепле те ирттерсе ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирҫе ҫарпуҫӗ ял ҫыннисене тем хушса каларӗ те, Укаслупа ытти ҫарпуҫӗсене хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсе, ҫунса пӗтеймен вутпуҫҫисен хушшипе малалла утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллӑ-утмӑл хӑлаҫ аяккарах иртсе кайрӗ те вӑл йывӑҫсен хушшипе вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юхать Йӗршшӳ йӑлтӑртатса Симӗс улӑх хушшипе, Туй ҫӗлен пек авкаланса Ҫырма-ҫатра тӑршшӗпе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсем патне тӗмӗсем хушшипе Утса пырать пӗр салтак хура йыттипе.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр тапхӑр пытанса выртрӑм, ҫӳҫе тӗмӗсем хушшипе пытаннӑ автоматчика асӑрхама тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех