Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлесси (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хушма пӗлӳ илме кӑмӑл тӑвакан ачасене валли те условисем хатӗрлесси кулленхи ыйтусенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Ҫакна палӑртмалла, 2008 ҫулхипе танлаштарсан ялхуҫалӑх организацийӗсенче ашлӑх выльӑх тата кайӑк-кӗшӗк хатӗрлесси 1,6 хут ӳснӗ /2013 ҫулхинчен 10,5 процент нумайрах/, хресчен хуҫалӑхӗсенче - 1,4 тата 1,3 хут ытларах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫав вӑхӑтрах сӑрӑ тата лак хатӗрлесси пӗлтӗр 2008 ҫулхинчен 53,4 процент ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Иртнӗ ҫул ҫавӑн пекех виҫӗмҫулхинчен сӗт ҫимӗҫӗ хатӗрлесси - 8,3, ӗҫме кӑларасси 17,1 процент /ҫав шутра сӑра - 22, эрех - 36,8/ сахалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пӗлтӗр 2008 ҫулхипе танлаштарсан апат-ҫимӗҫ производствинче сӗт юр-варӗ хатӗрлесси 27,9 процент ӳснӗ, аш-какайпа унӑн ҫимӗҫӗсене кӑларасси вара - 10,9, пылак шыв тӗлӗшпе 39,2 процент сахалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Автомобиль пайӗсем хатӗрлесси вара 49,5 процент чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Парти работникӗсене пӗр-пӗринпе курнӑҫтарасси, унта-кунта политикӑлла литература ӑсатасси, ют ҫӗршыва тухса кайма хатӗрлесси — ҫак ответлӑ ӗҫсене туса пыма ӑна, паллах, пӗрре те ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӗренекенсене кӗрешӗве хатӗрлесси ҫинченех калатӑрччӗ хуть.

Поговорил бы с ним о подготовке учащихся к борьбе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ун вырӑнне пӗр питӗ сиенлӗ шухӑш анлӑ сарӑлнӑ: выльӑх апатне химилле майсемпе хатӗрлесси кӑҫалхи йывӑр ҫул ҫеҫ кирлӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Выльӑх апачӗ хатӗрлесси ҫинчен те шутлама вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмах май, шӑпах - кадрсене хатӗрлесси пирки, Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра муниципалитетсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗсен ҫумӗсем, ӗҫсен управляющийӗсем валли вӗренӳ курсӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Утипе вуттине хатӗрлесси те, хырӑм тутти те утран килет-ҫке пирӗн, ҫӗр хурчӗсен…

И корм, и дрова, и наше брюхо — все от лошади для нас, червей земляных, идет…

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлесси те малалла пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/06/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлесси те чарӑнман.

Куҫарса пулӑш

Хирсем пушанса пыраҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Вӗсене кӗтсе илесси, тӗлпулусене хатӗрлесси те ун ҫине тиеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Ман шутпа, халӗ ытти колхозсенче те планран ирттерсе вӑрман касса хатӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑна рабочисем туччӑр ӗнтӗ, пирӗн ӗҫ вӑл — фронт валли ытлӑ-ҫитлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлесси, — ҫакна Михала ӑнланман пек, вӗрентсе каларӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та чи кӑткӑс ӗҫ вӗсемшӗн Хусан княҫӗсене йышӑнасси мар, вӗсем валли парне хатӗрлесси мар, Ту енчи ҫӗр-шыв тӗлӗшӗнчен тухса тӑнӑ теветкел ыйтӑва татса парасси пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫ-хӗл пирки калаҫса кайнӑ май, вӗсен хальхи тӗп тӗллевӗ выльӑх-чӗрлӗх валли ытлӑ-ҫитлӗ утӑ-улӑм хатӗрлесси.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

«Вӗрентӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлесси объектсен инфраструктурине ҫӗнетес тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти шутланать, ку вӑл район администрацийӗн, ял тӑрӑхӗсен, учрежденисен коллективӗсен пӗрлехи ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑюллӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑр! // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9774-chi-kh- ... clanchch-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех