Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнри (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ушкӑнри ҫынсем ҫакӑ мӗне пӗлтерни пирки шухӑшланӑ хушӑра йывӑҫ хӳттинчен пӗр тем пысӑкӑш тӗттӗм кӗлетке курӑнах кайрӗ, паллах ӗнтӗ, ку йытӑ тавраш пулмарӗ, темле тӗлӗнтермӗш, акӑш-макӑш пысӑк упа тейӗн, кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑнӑн курӑнчӗ ҫак кӗлетке.

Пока товарищи продолжали недоумевать, из-за деревьев появилась громадная темная фигура, напоминавшая уж, конечно, не собаку, но скорее чудовище, невиданного гигантского медведя, вставшего на задние лапы.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ушкӑнри ҫынсем, пӑшалӗсене плащ айне туса, кӗртсем урлӑ аша-аша утаҫҫӗ.

С ружьями, спрятанными под плащами, путники молча шагали по сугробам.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Асӑннӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн темиҫе кунран Дубровский ушкӑнри ҫыннисене пурне те пухнӑ иккен те, хӑй вӗсенчен уйӑрӑлса ӗмӗрлӗхех каясси ҫинчен пӗлтернӗ.

Несколько дней после сражения Дубровский собрал всех своих сообщников, объявил им, что намерен навсегда их оставить.

XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

85) пӗр вӑхӑтрах куҫӗ курман, хӑлхи илтмен III ушкӑнри инвалидсем, пӗр вӑхӑтрах хӑлхи илтмен, калаҫма пултарайман III ушкӑнри инвалидсем;

85) инвалиды III группы с нарушениями функций одновременно слуха и зрения, инвалиды III группы с нарушениями функций одновременно слуха и речи;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 13 февраля 2018 г.

Ял-йыш, тус-тӑван пӗрле пуҫтарӑнсан, ушкӑнри вӑя сулӑмлатса пысӑк та пархатарлӑ ӗҫсем ҫавӑрттарма майлӑ.

Куҫарса пулӑш

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Шӑпах ҫак самантра ушкӑнри Отавина карчӑка асӑрханӑ та вӑл.

И тут-то он приметил в толпе старуху Отавину.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

«Ҫулталӑк воспитателӗ - 2019» конкурс ҫӗнтерӳҫи - Ыхра Ҫырминчи вӑтам шкулти шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен ушкӑнри Т. Краснова воспитатель.

Победитель конкурса "Воспитатель года - 2019" - воспитатель Т. Краснова, работающая в группе с детьми дошкольного возраста в средней школе Долгого Острова.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Ача сачӗ вӑл – кирек мӗнле ачашӑн та пурнӑҫпа паллашмалли пӗрремӗш картлашка, унта вӑл хӑйне ыттисен хушшинче тытма вӗренет, ушкӑнри хутшӑну культурине ӑша хывать.

Детский сад – это первая ступенька в социализации любого ребенка, там он получает первые навыки общественного поведения, культуры общения в коллективе.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Вара кама кирлӗ — хаклипе ҫӳрӗччӗҫ, камӑн кӗсьи ҫӳхерех — троллейбуссемпе тата пӗрремӗш ушкӑнри автобуссемпе.

Тогда кому надо - ездили бы на дорогих, у кого возможности поскромнее - на троллейбусах и автобусах первой группы.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

«Манӑн ӗмӗтӗм — писатель пулассиччӗ, анчах та ӑна пурнӑҫлас тесен этем биологине, унӑн физиологийӗпе патологине тӗпчесе пӗлни шутсӑр кирлӗччӗ; кунсӑр пуҫне, врач ӗҫӗ-хӗлӗ тӗрлӗ сийри — ушкӑнри ҫынсемпе ҫывӑхланма май парать».

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

— Шел те, ку меслетпе усӑ курнӑ чухне ҫимӗҫри С витаминӑн тата В ушкӑнри витаминсен пысӑк пайӗ арканать.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кӑрлач уйӑхӗнче те вӗсенче С витаминпа В ушкӑнри витаминсем ҫурла уйӑхӗнчи чухлех.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Тӗслӗхрен, В ушкӑнри витаминсен виҫи - 30 процент, А витаминӑн - 50 процент, С витаминӑн 70 процент чакать.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ушкӑнри хӗрсем ытларах чухне администратор ӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ, каччӑсем вара шӳтсем ҫыраҫҫӗ, сценари хатӗрлеҫҫӗ.

Девушки из группы в большинстве случаев выполняют работы администратора, а парни пишут шутки, готовят сценарии.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ун хыҫҫӑн сцена ҫине вӑтам ушкӑнри каччӑсемпе хӗрсем тухрӗҫ.

После на сцену вышли юноши и девушки средней группы.

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

- «Укӑлча» юрӑ ушкӑнри юрӑҫӑсем пурте тӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Иккӗмӗш ушкӑнри кӗлӗсен тексчӗ пӗр параллельлӗхрен ҫеҫ тӑрать — ӑнлантаруллӑ тата ыйтуллӑ пайсенчен.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Пӗрремӗш ушкӑнри йӑласене ҫапларах вырнаҫтарса тухнӑ: 1) Ака умӗн пӑтти; 2) Вӑрлӑх пӑтти; 3) Кӗтӳ умӗн пӑтти; 4) Учук; 5) Ҫерҫи чӳкӗ (ҫурхисем); 6) Каҫхи чӳк; 7) Авӑн пӑтти; 8) Хур чӳкӗ; 9) Карта пӑтти; 10) Килӗш пӑтти; 11) Шыв нимӗрӗ; 12) Сӑра чӳкӗ; 13) Хурт чӳкӗ; 14) Хӗрт-сурт пӑтти (кӗрхисем).

Обычаи первой группы расположены так: 1) Ритуальная еда перед севом; 2) Кушанья сева; 3) Ритуальная еда перед периодом пастбищ; 4) Полевая молитва; 5) Молитва дождя (весенние); 6) Вечерняя молитва; 7) Молитва на обмолот зерна; 8) Молитва на птицу; 9) Ритуальная еда на скотный двор; 10) Домашняя молитва; 11) Молитва на воду; 12) Молитва пива; 13) Молитва на пчел; 14) Молитва на домового (осенние).

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Рационсене В ушкӑнри витаминсемпе пуянлатас тесен (В12 витаминсӑр пуҫне) апат хутӑшне типӗ ҫӗпре хушса йӳҫӗхтермелле.

Чтобы обогатить рацион витаминами группы В (кроме витаминов В12), надо в корм размешать сухие дрожжи.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

В ушкӑнри витаминсем сахал пулсан хусканусен килӗшӳлӗхӗ йӗркерен тухать, шӑнӑр туртма пуҫлать, кайӑк пуҫне каҫӑртакан пулать.

Если мало витаминов группы В, движение птиц не нормальное, сводят судороги, птицы запрокидывают головы.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех