Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫур лав чухлӗ ҫӗклесе илет те, темӗн йывӑр пек туйӑннине сисет.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Чӑннипе илсен, Ҫӗр тавра пӗтӗм пӗлет тӳпи ҫаврӑнса тӑрать (халь ӗнтӗ эсӗ ҫакӑ хӑвна ҫавӑн пек туйӑннине пӗлетӗн).
Ҫӑлтӑрсем пирӗнтен мӗн инҫӗшӗнче? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсен иккӗшӗн те пӗрешкелли нимӗн те пулман, — ҫапах та вӗсен пӗр пек сӑнар пуррине, вӗсем пӗр-пӗрне тӑван пек, пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ пек туйӑннине пытарма ҫук, ҫав пӗрпеклӗхе ӑнланса илме ҫук пулсассӑн та.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Эпӗ сире таса чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вырӑнне хунине, эсир, мистер Сильвер, хирӗҫлеместӗр пулӗ тесе шутлатӑп, — терӗ доктор, унран кулса, — манӑн шухӑшӑмсем саншӑн кӑштах тӗлӗнмелле пек туйӑннине те пӗлетӗп эпӗ.
XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Туйӑннине чӑн пек ӑнланассинчен хӑтӑлма пурнӑҫӑн ҫуррине пурӑнса ирттерес пулать.Нужно прожить большую часть жизни, чтобы освободиться от иллюзий.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗҫӗн ырӑ кӑмӑллӑ пичӗ, вӑл мана хӗрхенсе, эпӗ мӗншӗн йӗнине тавҫӑрса илесшӗн пулни куҫҫуле тата хытӑрах юхтарчӗ: мана намӑс пулчӗ, ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах ҫеҫ эпӗ Карл Иваныча мӗншӗн юратманнине тата унӑн халачӗ, калпакӗ, яраписем мӗн пирки йӗрӗнмелле пек туйӑннине хам та ӑнланмарӑм; халь ӗнтӗ пачах урӑхла, ҫаксем пурте ытла та лайӑх пек, яраписем те вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑн туйӑнаҫҫӗ мана.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Халӗ ӗнтӗ хӑвна мӗн туйӑннине мар, мӗн курнӑ ҫавна йӑлтах каласа паратӑн.— Сейчас ты расскажешь, что видел, но только то, что видел, а не то, что тебе показалось.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шкул начальникӗ пире ҫӗре чавӑнса выртмасӑр, ҫапӑҫӑва хутшӑнмасӑр ӗҫ туса, каялла ҫухатусӑр таврӑнма, хамӑра мӗн туйӑннине мар, мӗн курнӑ ҫавна каласа кӑтартма приказларӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Халӗ вӑл хӑйсем ҫине малтанхи хут бомбӑсем епле пӑрахнине, хӑй хӑвалӑхра епле хӳтлӗх шыранине, кашни шӑтӑках ӑна ытлашши ӑшӑх пек туйӑннине тата хӑй ҫӗр ӑшнелле чаваланнине кулӑшла туса кӑтартать, тӑшман самолечӗ ӑна хир шӑшине йӗрлекен хурчка пекех хӑваланӑ.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Асра ҫук ҫӗртен килсе тӑкӑннӑ ҫумӑр та, халь те начарах мар шӑпӑртатаканскер, ҫумӑрччен Виталипе хӑйӗн хушшинче темпе палӑрма тытаннӑ хаваслӑх та, ҫумӑра пула ҫак хаваслӑх пантӑрт арканса кайни те, ҫав хаваслӑха пуҫтарас тесен те нимӗнле пуҫтарма май ҫуккӑн туйӑннине, кусенчен те ытла — Виталий кӑмӑлӗ урлӑ ҫумӑр айӗнче шеперсе юлнӑ Нинӑн эрлӗклӗ сӑнӗ-пичӗ те… пурте-пурте тӗлӗнмелле.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Зойӑна ҫак вӑхӑт нихҫан та ҫитмессӗн туйӑннине эпӗ ун ҫине пӑхсах куртӑм.Ясно было, что такой срок кажется ей ужасно долгим, почти невозможным.
Грексен мифӗсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Тӑвӑр галерейӑсем тӑрӑх хӗрӗх ҫичӗ кун хушши кукленкелесе, такӑнкаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн ҫак тӑварлӑ пӑспа тулнӑ нӳрлӗ сывлӑша кӑкӑр тулли ҫӑтасси темӗн пекех аван туйӑннине ӑнланса илме те хӗнех пулмӗ.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Чӑнах та эпӗ хама хам каллех сывӑ пек туйӑннине сисетӗп, мана ирхи апат парсан, эпӗ сывлӑхлӑ иккенне кӑтартма шухӑшлатӑп.
XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Ну, епле, Костя? — кӗскен ыйтрӗ унтан Андрей, колхозниксене МТС мӗнле туйӑннине пӗлесшӗн пулса.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл каллех шухӑшларӗ, лекцире мӗн ҫырма ӗлкӗрнине вуласа тухрӗ, хӑйне мӗн уйрӑмах кирлӗ пек туйӑннине ҫӗнӗ паха тетрадь ҫине ҫырса хучӗ.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Марья Николаевна, кашни ҫыннах хӑй юратнӑ хӗрӗн пит-куҫӗ мӗнпур ытти пит-куҫран лайӑхрах пек туйӑннине пӗлетӗр эсир; анчах ман хӗр — чӑнахах та пике вара.
XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Халь тин, вырӑн ҫинче выртнӑ чух, мӗншӗн мана нумай та пулмасть старик Яков ҫывӑхра пулнӑ пек туйӑннине тавҫӑрса илтӗм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Иннокентий командировкӑра пулнӑ кунсенче вӑл хӑйне темскер ҫитмен пек туйӑннине асӑрханӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Наталья, пилӗк чалӑш тарӑнӑшӗнчен кӑларнӑ пӑр пек сивӗ чунсӑр ҫӗре алӑпа сӗртӗнсе мӗнле туйӑннине ҫавӑнтах хӑвӑрт аса илнӗ те, аслашшӗн ватӑлнипе тӑм пек хӗрлӗ куктӗррисемпе витӗннӗ аллисем ҫине хӑраса, шикленсе пӑхнӑ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий Аксинйӑна аван маррӑн туйӑннине калаҫнинченех сисрӗ те васкаса тухса кайрӗ.По голосу Григорий догадывается, что Аксинье неловко, и спешит уйти.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1
- 2